Путенесен концерчĕ

26 марта 2021 06:17

Çамрăк ăру элчисем ашшĕ-амăшсен, кукашшĕ-кукамăшсен юрри-ташшине, йăли-йĕркине манма памаççех. Аслисем ăса хывса ÿснĕ культурăна чĕртсе тăратас çул çинче вĕсем. Çакна тепĕр хутчен пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче курса савăнтăмăр. 
Уява уçма сцена çине Ульяновск облаçĕн правительстви çумĕнчи наци ĕçĕсене, тĕнсем хушшинчи çыхăнусене йĕркелесе пыракан управлени пуçлăхĕ Сергей Паховский тата УОЧНКА председателĕ Олег Мустаев тухрĕç. Вĕсем ачасене область шайне тухнă ятпа саламласа пысăк çитĕнÿ,учительсемпе ашшĕ-амăшне ăнăçу, хавхалану сунчĕç. 
– Кăçал ку мероприятие 10-мĕш хут пухăнтăмăр. Çак хăтлă залта тĕл пуличчен «Путене» районсенче, ача сачĕсемпе шкулсенче, хушма пĕлÿ паракан учрежденисенче «пулса» курчĕ. 5-7, 8-10, 11-14 çулхи ачасем область тапхăрне лекессишĕн ăмăртрĕç. Паян сцена çине чи-чи пултаруллисем тухĕç. Ăнăçу сунар вĕсене, – терĕ Ульяновск облаçĕнчи Нацисен культурисене çĕнетсе аталантаракан центрти чăваш пайĕн заведующийĕ Ираида Гаврилова хăйне сцена çине чĕнсен. – 10 çул каялла ку конкурса 15 ача хутшăннă пулсан паян 75 хастар пултарулăхне курса савăнăпăр. Чăваш ташшине ташлама, илемлĕ сăвă вулама тата юрлама Ульяновск, Димитровград хулисенчи, Çĕнĕ Малăкла, Мелекесс, Ульяновск, Чăнлă районĕсенчи ачасем килсе çитрĕç.
Юрă-ташăпа чăваш сăмахĕн ăмăртăвĕ хĕрÿ иртрĕ. Ачасем пĕринчен тепри маттуррине палăртса сцена çине икшер хут кăларни те, ал тупанĕ ыратакан пуличчен алă çупни те пулчĕ. Шкулчченхи вĕренÿ заведенийĕсем те, вăтам шкулсем те конкурса вăйлă хатĕрленнĕ. Чăваш кружокне илсе пыракансем, тăван чĕлхепе литература учителĕсем виçесĕр пысăк ĕç туса пыраççĕ. Ашшĕ-амăшпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ, çĕнĕ ташă, юрă-сăвă вĕренеççĕ.
Ача садне çÿрекен ытти халăх ачисен те чăваш чĕлхипе юрлама-ташлама кăмăл пурри пĕлтерĕшлĕ. Ульяновск облаçĕнчи паллă сăвăçсен хайлавĕсене пăхмасăр вĕренни паха. Пĕчĕк артистсем хăйсен тумĕпе тĕлĕнтерчĕç. Аслисем каланă тăрăх, илемлĕ халăх тумĕпе ĕлĕкрех чăваш культура центрĕсем тивĕçтернĕ пулсан паян тимлĕ ашшĕ-амăшĕ, воспитательсем хăйсем тăрăшаççĕ (çĕлеççĕ, çĕлеттереççĕ). 
– Ку конкурса культурăна аталантарма, ачасем тăван чĕлхепе калаçма ан вăтанччăр тесе хавхалантарма йĕркелени куçкĕрет, – çапла çирĕплетрĕç уяв хăнисем, куракансем.
Конкурс хыççăн сумлă жюри пайташĕсем (Владимир Грузин, Марина Борисова, Зинаида Козлова, Олег Мустаев) канашлама кайнă вăхăтра Культура центрĕн фойинче Валентина Тарават ачасемпе маçтăр-класс ирттерчĕ. Чĕрĕ легендăна ачасем пур енчен те хупăрласа илчĕç. Валентина Николаевна хăйĕн прозăпа поэзири кашни йĕрки епле туйăмпа çурални пирки каласа пачĕ, кĕнекисене парнелерĕ, конкурсантсен ыйтăвĕсене хуравларĕ. Чи пахи – паллă композитор тата писатель, РФ тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ пĕчĕк çăлтăрсене çĕр çинчи чи çепĕç чĕлхепе сăвă çырма вĕрентес ăсталăхĕпе паллаштарни.
Залта аслисем валли те питĕ кирлĕ калаçу палăртнă. Чăваш патшалăх педагогика университечĕн музыкăпа педагогика факультечĕн профессорĕ, «Уяв» фольклор ансамблĕн пултарулăх ертÿçи, РФ культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Зинаида Козлова тăван халăхăмăрăн вилĕмсĕр юрри-кĕввипе авалхи наци уявĕсем, паллă юрăçисем, аякри ялсенче шурсухалсемпе кинемейсенче сыхланса юлнă мешехесемпе хак пама май çук мул çинчен каласа пачĕ. Чăваш Ен тулашĕнче уйрăмах мĕн тери пĕлтерĕшлĕ те пуян халăх сăмахлăхне тупнине те пытармарĕ Зинаида Алексеевна.
Сăмах май каласан «Путене» – УОЧНКА пуçарăвĕпе иртекен пĕртен-пĕр ача-пăча конкурсĕ мар. Регионта пысăк шайра «Чăваш ачи, сассуна пар», «Пĕчĕк çăлтăр», «Сарпике» фестивальсем иртеççĕ.  Автономи ĕçтăвкомĕн пайташĕсен тата облаçри чăваш культурине аталантаракан хастарсен шухăшĕпе, чăваш ĕçне халь çитĕнекен çамрăк ăрăва явăçтармалла. Пур пуçарура та вĕсене регион правительстви хавхалантарать. 
– Мероприятие çÿллĕ шайра ирттерни кăмăла çĕклерĕ. Тавтапуç йĕркелÿçĕсене пултаруллă ачасене курма, вĕсемпе паллашма туса панăшăн, – терĕ Çĕнĕ Улхаш вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ Татьяна Аюгова малашне тата çа-
кăн евĕр мероприятисене хутшăнма хапăл пулнине пĕлтерсе.
Конкурсра мала тухнă ачасем килне икшер дипломпа тата парнесемпе кайрĕç.
 «Юрă», «Ташă», «Илемлĕ сăмах» номинацисен çĕнтерÿçисем: Маргарита Умрихина (Димитровград, 33-мĕш ача сачĕ), «Соловушки» трио (Димитровград, 1-мĕш ача-пăча ÿнер шкулĕ), Софья Алексеева (Ульяновск, 20-мĕш лицей), Михаил Елифанкин (Димитровград, 56-мĕш ача сачĕ), Матвей Аюгов (Чăнлă районĕ, Çĕнĕ Улхаш шкулĕ), Оксана Карсакова (Кивĕ Улхаш шкулĕ),  Екатерина Карсакова (Кивĕ Улхаш шкулĕ), «Ромашка» хореографи коллективĕ (Ирçел шкулĕ) Есения Степанова (Ульяновск районĕ, Салмановка шкулĕ). 
Призерсем – Мария Дутовăпа Варвара Третьякова (Ульяновск, 15-мĕш  ача сачĕ), «Солнечные лучики» юрă ушкăнĕ (Чăнлă районĕ, Тутар Каши шкулĕ), Светлана Сидоровăна (Кунтикав шкулĕ), Дарья Казакова (Кунтикав шкулĕ), Мария Герасимова (Ульяновск, 57-мĕш шкул), Виктория Ямщикова (Çĕнĕ Малăкла районĕ, Упамсар), Валерия Ильмурзина (Чăнлăри «Терем-теремок» ача сачĕ), Наталья Семидейкина (Ульяновск, 115-мĕш ача сачĕ), Владимир Борисов (Ульяновск, 56-мĕш вăтам шкул), София Чугунова (Вăта Тимĕрçен шкулĕ), Виктор Катербузов (Ульяновск, 57-мĕш шкул), «Звонкий каблучок» ташă ушкăнĕ (Ульяновск, 242-мĕш ача сачĕ), «Весенняя капелька» ташă ушкăнĕ (Тереньга районĕ), «Милана» ансамбль солистки София Золина (Ульяновск, 12-мĕш ача-пăча ÿнер шкулĕ), «Трио» ушкăн (Ульяновск районĕ), Елизавета Русакова (Ульяновск), «Огонек» чăваш ташă ансамблĕ (Ульяновск облаçĕнчи Нацисен культурисене çĕнетсе аталантаракан центр). Ашшĕ-амăшĕ çак пултаруллă çамрăк артистсене хатĕрленĕ ÿркенмен ертÿçĕсене чĕререн тав тăвать, ăнăçусем сунать. Акă вĕсем: Марина Черникова, Наталья Зевахина, Алевтина Грузина, Светлана Кочнева, Владимир Грузин, Татьяна Еграшкина, Марина Моисеева, Виктор Коваленко, Елена Ильина, Татьяна Казакова, Ирина Кияшко, Ксения Мисюрина, Лариса Ефимова, Наталья Бурцева, Валентина Машагина, Татьяна Аюгова, Люция Улендеева, Людмила Благороднова, Татьяна Аппанова, Елена Сулагаева, Светлана Яковлева, Любовь Гордеева, Виктория Тарасенко, Наталья Найденова, Ольга Русановская, Елена Трукова, Светлана Чернова, Светлана Транько, Оксана Мещанинова, Артем Соколов.  

Алена СЕЛИВАНОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕсем.

Фото

Location for : Listing Title