Раҫҫей чӑваш пики-2020

21 декабря 2020 11:07

Раççей чăваш пикине суйланă

«Чӑваш Ен тулашӗнчи илӗртӳллӗ пике» ята пирĕн ентешĕмĕр, Ульяновск облаҫӗнчи Алина Борисова, тивĕçрĕ.

Раштавăн 19-мĕшĕнче Шупашкарта «Раҫҫей чӑваш пики-2020» конкурс иртнӗ. Ӑна ытти ҫулхи пек пысӑк йышпа — тулли залпа — ирттерме май килмен пулин те пӑхакансем йышлӑ пулнӑ. Онлайн-мелпе йӗркеленӗ пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ епле пынине тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсем трансляциленӗ.

Конкурсра «Раҫҫей чӑваш пики – 2020“ ята Канаш районӗнчи Анна Беллиева тивĕçнĕ - вице-пике ятне Шупашкар хулинчи Виктория Леонтьева тивӗҫнӗ, «Тараватлӑ пике» — Шупашкарти Инесса Шашкина, «Куракансем килӗштернӗ пикене» куракансем интернет сасӑлав мелӗпе суйланӑ. Вӑл — Елчӗк районӗнчи София Ананьева (Елчӗк районӗ).

Аса илтерер: конкурса хутшӑнакан хӗрсем паян сцена ҫине тухман. Ӗҫсене вӗсем видео ӳкерсе ярса панӑ.

Фото

Location for : Listing Title