Раштавăн 12-мĕшĕ – Конституци кунĕ

11 декабря 2021 08:07

Уважаемые жители Ульяновской области! 
Поздравляю вас с одним из главных государственных праздников – Днем Конституции Российской Федерации!  
Основополагающий закон государства – это фундамент устройства нашей страны, ее планомерного экономического, социального и гражданского развития. И, что самое главное, Конституция является гарантом безусловной защиты прав и свобод человека. 
Главный закон России сыграл ключевую роль в укреплении ее государственности, утверждении незыблемости правовых основ, сохранении многовековых традиций и самоидентичности россиян. Внесенные в Конституцию поправки закрепили за Россией статус социального государства, подчеркнули верность традиционным ценностям, а также обеспечили защиту территориальной целостности нашей страны, упрочив ее позиции на международной арене. 
Дорогие друзья! В этот праздничный день желаю вам здоровья, счастья, благополучия, новых достижений и успехов во благо развития Ульяновской области и всего Отечества!


Губернатор Ульяновской 

области Алексей Русских.




Истори

СССР пĕрремĕш Конституцине 1924 çулхи кăрлачăн 31-мĕшĕнче йышăннă. Шăпах унта социализм çĕнтерĕвĕ çинчен пĕлтернĕ. Тĕрĕссипе, 1924 çулхи Конституци СССР çĕршывне туса хунине, унăн  йышне союзлă республикăсем кĕнине саккунпа çирĕплетнĕ. Совет вăхăтĕнчи «Сталин» Конституцине 1936 çулхи раштавăн 5-мĕшĕнче йышăннă, вăл çĕршыв умĕнче тăракан социаллă-политика ыйтăвĕсен чылай анлă çаврăмне кăна мар, СССРти социализм строительствин тĕп тапхăрĕ вĕçленнине те пĕлтернĕ. 1937 çултан пуçласа 1977 çулччен СССР Конституцийĕн кунне раштавăн 5-мĕшĕнче паллă тунă. «Сталин» Конституцийĕ 1977 çулччен пынă. Ун вырăнне «Брежнев» Конституцийĕ йышăннă, халăх хушшинче ăна «пăнтăх» тенĕ. Конституци кунне раштавăн 7-мĕшĕнче палăртнă. Унпа халăх 1993 çулччен пурăннă.
1993 çулхи раштавăн 12-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн çĕнĕ Конституцине йышăннă. Вăл официаллă уяв пулса тăнă. Б.Н. Ельцин президентăн хушăвĕпе ăна кану кунĕ тесе пĕлтернĕ. 2004 çулта РФ Патшалăх Думи Раççейри Ĕç Кодексне чылай улшăнусем кĕртнĕ, Конституци кунĕ канмалли кун пулма пăрахнă. 2020 çулта Конституцине улшăнусем кĕртнĕ.



Интереслĕ...

1993 çулхи Конституци ум сăмахран, 2 пайран, 9 сыпăкран, 137 статьяран, 9 параграфран, юлашки хыçсăмахран тăрать. Çĕнĕ Конституци çуралнин историйĕ 3,5 çул, е 42 уйăх е 168 эрне тăсăлнă. 
Унăн 1000 ытла автор пулнă. 1991 çулхи чÿк уйăхĕнчен пуçласа 1992 çулхи раштав уйăхĕччен Конституцие 400  ытла тÿрлетÿ кĕртнĕ.
1990 çултан пуçласа 1993 çулччен Конституцин 20 яхăн тĕрлĕ проектне сĕннĕ. Вĕсенчен чи паллисем – Конституци комиссийĕн, Андрей Сахаров академикăн, Алексеев – Собчакăн тата Сергей Шахрай ертсе пыракан ĕç ушкăнĕн «вариант ноль» проекчĕсем.
Проекта вĕçлеме 1993 çулхи çĕртмен 5-мĕшĕнче Мускавра Конституци канашлăвне пуçтарнă, вăл юпа уйăхĕччен тăсăлнă. Унăн ĕçне 931 эксперт хутшăннă. Вĕсен хушшинче: Анатолий Собчак, Олег Румянцев, Сергей Шахрай, Юрий Калмыков, Михаил Митюков, Марат Баглай тата ыттисем.
Борис Ельцин президент Канашлу ырланă хатĕр проекта хăй аллипе 15 тÿрлетÿ кĕртнĕ. Вĕсен хушшинче:  президентăн пур правительство ларă-вĕнче те председатель пулмалла, сак-кунлă вăй илекен нормативлă указсем кăларма право пур, Федераци Канашне кашни регионран пĕрер çын кĕмелле: саккунсем кăларакан тата ĕç тăвакан органĕсенчен. Тата вăл 18 çултан пуçласа ăçта та пулин суйланма ирĕк панине туртса хунă. Пĕтĕмпе комисси 3000 ытла сĕнÿпе асăрхаттарăва пăхса тухнă. Юлашки редакцие Конституци комиссийĕн проектĕнчен 37 статья кĕнĕ.
1993 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнче пĕтĕм халăх сасăлавне граждансен 54,8 проценчĕ хутшăннă. Вĕсенчен РФ Конституцине йышăнассишĕн 58,4 процент, хирĕç – 41,6 процент сасăланă. 1993 çулхи раштавăн 25-мĕшĕнче РФ Конституцийĕн текстне официаллă йĕркепе пичетлесе кăларнă, вара вăл саккунлă вăя кĕнĕ.
Раççей Федерацийĕн президенчĕ должноçа кĕнĕ чухне халăха Конституцин ятарлă экземплярĕ çинче тупа тăвать. Вăл текста Конституцин 82-мĕш статйинче çирĕплетнĕ. Ку ятарлă эк-земплярăн хуплашкине варанăн çÿхе хĕрлĕ тирĕнчен тунă, çиеле Раççейĕн кĕмĕл гербне çыпăçтарнă, ылтăнпа «Раççей Конституцийĕ» тесе çырса хунă.
Раççей Федерацийĕн президенчĕн 1996 çулхи çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнчи 1138-мĕш хушăвĕпе ятарласа пĕртен-пĕр кăларнă Конституцин çак экземплярĕ президент влаçĕн официаллă символĕ шутланнă. Пĕрремĕш хут инаугурацине ирттерес умĕн Владимир Путин çак хушăва пăрахăçланă. Анчах статус пулмасан та Конституцин çак экземплярĕпе кашни инаугурацире президентсем усă кураççĕ. Ятарлă экземпляр Кремльти Президент администрацийĕн вулавăшĕнче упранать.

Дана СВЕТЛОВА 
хатĕрленĕ.


Фото

Location for : Listing Title