Раштав уйăхĕн гороскопĕ

01 декабря 2021 08:05

ТАКА (Овен) – 21.03 – 20.04.
Çăмăл уйăх кĕтмест, нумай ăнланмалăхпа кÿренÿ пулать. Чи хÿтлĕхсĕр вырăн – финанс тытăмĕ. Çулталăк вĕçĕнче пысăк тăкаксем пулаççĕ. Бюджета упраса хăварас тесен нумай ĕçлеме тивет.

ВĂКĂР (Телец) – 21.04 – 21.05.
Сире çухатусем кĕтеççĕ: е укçа-тенкĕрен, е çывăх çынсем хушшинче. Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕ аван пулсан та чунра канлĕ пулмасть. Чуна юратупа кăна лăплантарма пулать. Мăшăрланмалли чи лайăх вăхăт.

ЙĔКĔРЕШСЕМ (Близнецы) – 22.05 – 21.06.
Йĕкĕрешсем ывăнса çитнипе тарăхĕç. Ларутăрăва тÿрлетме сывлав гимнастикипе медитаци пулăшĕç. Çавăнпа асăрхануллă пулмалла, пысăк ĕçе пуçăнмалла мар. Харкашусенчен пăрăнăр,пуринпе те мирлешĕр.

РАК – 22.06 – 23.07.
Тĕп çитĕнÿсем харпăр пурнăçĕнче кĕтеççĕ. Пĕчченнисем иккĕмĕш çуррине тупма пултарĕç, мăшăрлисем лару-тăрăва лайăхлатĕç. Укçатенкĕ çителĕклĕ пулать, вăл кĕтмен çĕртен кĕрĕ. Анчах чунра лăпкă мар, тăвансемпе çывăх хутшăнмалла.

АРĂСЛАН (Лев) – 24.07– 23.08.
Ăнăçлă кунсем пуçланĕç. Вăй-хăват çĕкленĕвĕ кĕтет. Лартнă тĕллевсене пурне те пурнăçлĕç. Финанспа тата сывлăхпа çыхăннă йывăрлăхсем вăхăтлăха чакĕç. Уйăх вĕçĕнче укçа-тенкĕпе çыхăннă килĕшÿсем тума сĕнмеççĕ.

ХĔР (Дева) – 24.08 – 23.09.
Харпăр пурнăçне ытларах тимлемелле. Çывăх çынсем сутăнчăкла хăтланаççĕ. Хутшăнусенче ăнăçу кĕтет. Çавăнпа мĕн тума пултарнине веçех кăтартмалла. Пуçлăхран мĕн те пулин ыйтмалли чи лайăх вăхăт.

ТАРАСА (Весы) – 24.09 – 23.10.
Ĕç е çемье – сирĕн суйлама тивет. Пĕрне ытларах тимлĕх уйăрсан теприне çухатма пулать. Пур çĕрте те хастарлăх аталанать. Ĕçченнисем валли татах ĕç тупăнать. Пуçлăхпа ĕçтешсенчен пулăшу ыйтмалли чи лайăх вăхăт.

СКОРПИОН – 24.10 – 22.11.
Уйăх тĕрлĕ пулăмсемпе пуян пулĕ. Вĕсенчен нумайăшĕ пурнăçа япăх витĕм кÿрет. Кăмăла ытлашши хуçмалла мар, уйăх вĕçĕнче пурте йĕркеленет. 20 число хыççăн сирте хаярлăх вăранать. Хирĕçмелле мар. Ăмăртусене хутшăнмалла.

УХĂÇĂ (Стрелец) – 23.11 – 21.12.
Мĕнле ĕç тусан та пустуй пулĕ, чуна канлĕх памĕ. Çавăнпа та çĕннине шырамалла мар, мĕн пуррине тытса чарма тăрăшмалла. Çак тапхăрта нимĕнле пуçару та ăнăçлă пулмĕ. Васкаварлă пурнăçламалли ĕçсене кăна тумалла.

ТУ КАЧАКИ (Козерог) – 22.12 – 20.01.
Хăйĕн активлăхĕпе ĕçри хастарлăхне аталантарĕ. Тупăшне ÿстерме, начальствăпа ĕçтешсем хушшинче авторитетне ÿстерме е çирĕплетме май пур. Уйăхăн иккĕмĕш çурринче канмалла. Карьера ÿсĕмĕ кĕтет. Çавна пула ĕç укçи те ÿсет.

ШЫВТĂКАН (Водолей) – 21.01 – 19.02.
Хирĕçле пулăмсем сахал мар пулаççĕ. Иккĕленекенсем унччен шухăшласа хунă ĕçрен пăрăнаççĕ, çапла вара вăл путланĕ. Çемьери ăшă вучахшăн тата ăнланушăн савăнмалла. Эсир ĕçре те, харпăр пурнăçĕнче те пур йывăрлăха та çĕнтерме пултаратăр.

ПУЛĂСЕМ (Рыбы) – 20.02 – 20.03.
Пулăсен тăванĕсемпе çывăх çыннисене мĕн май килнĕ таран ытларах тимлемелле, çемьери хăтлăхпа киленмелле. Укçа çитменни тарăхтарать, каярахпа пурте йĕркеллĕ пулать. Пысăк çынсемпе хутшăнмалла мар. Çăлтăрсем сире ырă сунман çынсем пуррине асăрхаттараççĕ.

Фото

Location for : Listing Title