Регионăн мухтавлă ывăлĕ

01 марта 2021 09:08

Хисеплĕ чăвашăн – «Майнăри автотранспорт предприятийĕ» автономлă обществон директорĕн Константин Ярославскийĕн – ятне «Ульяновск облаçĕнчи чи лайăх çынсем» Хисеп хăмине кĕртнине илтсен чун хĕпĕртерĕ. Ентешĕмĕр паллă кун умĕн «Транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн тытăмĕн ертÿçи е унăн çумĕ» номинацире мала тухрĕ.
– Тĕрĕссипе каласан, – телефонпа вăрттăнлăхне уçрĕ Константин Григорьевич, – ку хыпар маншăн пĕр кĕтмен çĕртен пулчĕ. Çапларах пысăк чыса тивĕçни пирки эпĕ область правительствинчен шăнкăравласан çеç пĕлтĕм. Мана Хисеп хăми валли сăн ÿкерĕнме килмелле терĕç.
Пĕтĕмĕшле вара регионти Хисеп хăми çине лекнине çирĕплетекен хута нарăс уйăхĕнче савăнăçлă лару-тăрура 33 çынна панă. Çав шутра – тухтăрсем, механизаторсем, усламçăсем тата ыттисем те. Йăхташăмăр списокра юлашки. Хушамачĕ хăйнеевĕр саспаллирен тытăннăран паллах. Вăл çакна хăнăхнă.
Константин Ярославский 1967 çулхи пушăн 8-мĕшĕнче Чÿрекелте çуралнă. 2001 çулта Ульяновскри патшалăх педагогика университетне пĕтернĕ. Тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн вăл Ульяновск облаçĕнчи Саккунсем кăларакан Пухăвăн, регионти промышленноçпа транспорт министерствин, Майна район администраци пуçлăхĕн Хисеп хучĕсене, РФ транспорт министерствин Тавне тивĕçнĕ.
Автотранспорт предприятийĕнче вăй хума Константин Григорьевич 1991 çулта пурлăхпа техника тивĕçтерĕвĕн инженерĕн должноçĕнчен пуçланă. Ĕçлес кăмăллă çын аякранах курăнать те вăл – чăваш хастарне 3-4 çултанах 1-мĕш автоколоннăна шанса параççĕ. Профессири пахалăхĕсене тата ĕçри тивĕçĕсене пурнăçланă çĕрти яваплăхне кура 2000 çулхи авăн уйăхĕнче Чÿрекел чăвашĕ тиевсем куçарас енĕпе вăй хуракан директорăн çумĕ пулса тăрать. Çакăнпа пĕр вăхăталлах предприяти службисене ертсе пыма тытăнать. Константин Ярославский автопарк вăй-хăвачĕпе уйрăмах тухăçлă усă курас тесе ĕçе тĕрĕс йĕркелесе илсе пырассине, малашне валли палăртса хурассине пысăк тимлĕх уйăрать. 2018 çултанпа – генеральнăй директор. Куллен хăйĕн пĕлĕвне ÿстерме ăнтăлать вăл. Çивĕч ыйтусемпе хушусене кĕске вăхăтра пурнăçлать çеç мар, предприяти тата ĕçтешĕсен интересĕсене пуринчен мала хума тăрăшать. Ертÿçĕ тилхепине хăйнеевĕр пысăк профессиллĕ ăсталăхпа тытса пырать. Коллективпа çемйисем канма, сывă пурнăç йĕркине пăхăнма, спорта явăçма пултарччăр тет. Пуринпе те пĕрле спорт ăмăртăвĕсене, субботниксене тата ытти тулашри ĕçсене хутшăнать.
Константин Григорьевичпа Чÿрекелĕнче иртнĕ чăваш чĕлхипе культура кунĕнче паллашнăччĕ. Амăшĕпе, РФ тава тивĕçлĕ учителĕпе Лидия Федоровна Ярославскаяпа, ăшшăн калаçса тăратчĕ вăл. Ун чухне пултаруллă чăваш УОЧНКАн Майна районĕнчи уйрăмне ертсе пыратчĕ, кăмăл çирĕплĕхĕпе, темрен ытла кĕçĕн Тăван çĕршывне юратнипе уйрăлса тăратчĕ, хăй чăваш пулнипе мăнаçланатчĕ. Паян та нимĕн те улшăнман хаçат тусĕн – çÿçне çеç кĕмĕл тĕс çапнă, туртакан лавĕ пысăкланнă. Ытти енчен çавăн пекех: хастар чăваш, Ульяновск облаçĕн чи лайăх çыннисенчен пĕри.
Чÿрекел çыннисем те пысăк çитĕнÿсемшĕн хисеплеççĕ, хаклаççĕ ентешне. Чи малтанах – çынлăхшăн, май килнĕ таран пулăшма, итлеме, илтме вăхăт тупнăшăн. «Паянхи сумлă награда вăл хуçишĕн кăна мар, мĕнпур ял çыннисемшĕн пĕлтерĕшлĕ, чыслă», – теççĕ.
Алена СЕЛИВАНОВА.
Ульяновск область
правительствин
сайтĕнчи
сăнÿкерчĕк.

Фото

Location for : Listing Title