Регион тапхăрĕнчи олимпиада вĕçленнĕ

25 января 2021 11:25

Кăрлач уйăхĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕренекенсен регион тапхăрĕнчи олимпиади иртрĕ. Унта 9-11-мĕш классен ачисем хутшăнса хăйсен пĕлĕвне кăтартма пултарчĕç.
Регион тапхăрĕнчи олимпиадăна 9-мĕш класра вĕренекен 18, 10-мĕшĕнче – 6, 11-мĕшĕнче – 3 ача хутшăннă. Кăшăлвирус инфекцине пула кăçалхи тупăшу яланхи пек Мелекесс районĕнчи «Юность» канупа вĕренÿ лагерĕнче мар, Ульяновскри патшалăх педагогика университечĕн аудиторийĕсенче куçăмлă майпа иртнĕ. Жюри пайташĕсем – Ульяновск облаçĕнчи вĕренÿ аталанăвĕн институтĕнчи чăваш шкулĕсен инспекторĕ Владимир Владимирович Грузин, Чăнлă районĕнчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи, Ирçел шкулĕн
вĕрентекенĕ Надежда Михайловна сайгушева, Ульяновскри 55-мĕш шкулта «Атăлçи тăрăхĕнчи халăхсен культури» предметне ертсе пыракан Светлана Анатольевна Марышева ĕçсене тĕрĕслесе çĕнтерÿçĕсене палăртнă.

 Камсем-ха вĕсем, чи пултаруллисем?

Тăххăрмĕшсем хушшинче çĕнтерÿçĕсем иккĕн, иккĕшĕ те Чăнлă районĕнчен –Сергей Грузин (Тутар Каши шкулĕ, вĕрентекенĕ А.И. Грузина) тата Дарья Имангулова (совет союзĕн Геройĕ Н.Г. Князькин ячĕллĕ Кивĕ Улхаш шкулĕ, вĕрентекенĕ Е.К.Сулагаева). Вĕсем иккĕшĕ те пухма май пур 100 балран 94 балл пухнă.
Иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ Анастасия Топтыгина (Ульяновск хули, 55-мĕш шкул, вĕрентекенĕ С.А. Марышева), семён Дьяконов (Майна районĕ, Чÿрекел шкулĕ, вĕрентекенĕ З.Н. Ярославская), Яна Егорова (Ульяновск, 57-мĕш шкул, вĕрентекенĕ В.В. Грузин) – 80-шар балл пухнă.
Виççĕмĕш вырăна тухнисем 75-шер балл илнĕ: Алина Макарова (Чăнлă районĕ, Çенĕ Улхаш, вĕрентекенĕ С.Ф. Кудряшова), Олеся Мулякова (Ульяновск, 55-мĕш шкул, вĕрентекенĕ С.А. Марышева).
Çаплах Чăнлă районĕнчи Кунтикав шкулĕнчи Яна Сидоровăна (70 балл, вĕрентекенĕ Н.А. Казакова) тата Пухтел шкулĕнчи Диана Едифановăна (64 балл, вĕрентекенĕ В.Л. Пидиксеева) палăртас килет. Маттур ачасем.
Хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслесе пăхакансем хушшинче çаплах Диана Высоцкая, Ангелина Сумбаева, Юлия Белова (Ульяновск, 57-мĕш шкул), Анна Портнова (Ульяновск районĕ, симĕс Раща, вĕрентекенĕ Р.А. Волкова), Ирина Эндюкова (Ульяновск, 55-мĕш шкул), Карина Горожанина, Мария Самбаева, Ангелина Капитонова (Çинкĕл районĕ,
Уличе шкулĕ, вĕрентекенĕ Е.В. Краснова), Николай Муленков (Ульяновск, 64-мĕш шкул, вĕрентекенĕ Л.А. Васильева) пулчĕç.
Маттурсем!
Вуннăмĕш класра вĕренекенсен тупăшăвĕнче чи лайăх пĕлÿ Дмитрий Михайлов (Ульяновск, 57-мĕш шкул, вĕрентекенĕ В.В. Грузин) тата Ксения Денисова (Чăнлă районĕ, Кивĕ Улхаш шкулĕ, вĕрентекенĕ А. И. Денисова) кăтартнă. Вĕсем 92-шар балл пухнă. Чăнлă районĕн ачисем – Вероника Биктеева (Тутар Каши шкулĕ, вĕрентекенĕ
А.И. Грузина) 90 балл пухса иккĕмĕш вырăна тухнă, Михаил Долгов (Ирçел шкулĕ,
вĕрентекенĕ Н.М. Сайгушева) – 84 балпа тата Алина Борисова (Çĕнĕ Улхаш шкулĕ, вĕрентекенĕ С.Ф. Кудряшова), 83 балпа виççĕмĕшсем пулса тăнă. Аслă Нагаткин шкулĕнчен килсе çитнĕ Ксения Антиповăн (вĕрентекенĕ О.Ф. Митрофанова) та призер пулма пĕр-икĕ балл кăна çитмен.
Вунпĕрмĕш класра пĕлÿ пухакансем хушшинче чи пысăк балл – 98 – Кристина Авасева (Чăнлă районĕ, Анат Тимĕрçен шкулĕ, вĕрентекенĕ С.В. Телеева) пухнă. 83 балл пухса иккĕмĕш вырăн Мария Павлова (Чăнлă районĕ, Вăта Тимĕрçен шкулĕ, вĕрентекен с.И. Мигукова ) йышăннă. Виççĕмĕш вырăна 72 балпа Анастасия Селифанкина (Ульяновск, 72-мĕш шкул, вĕрентекенĕ Г.И. Сергеева) тухнă.
Жюри председателĕ Владимир Владимирович Грузин каланă тăрăх, кăçал олимпиадăна хутшăнакансен йышĕ пĕлтĕрхипе танлаштарсан икĕ хут нумайрах. Заявкăсене 30 ача панă. Анчах виççĕшĕ чире пула ăмăртăва çитеймен. Çинкĕл районĕнчи Улече шкулĕ тата Ульяновскри унччен олимпиадăсене хутшăнман шкулсем кăçал пĕлĕвĕсене тĕрĕслени те питĕ савăнтарнă.
Дана СВЕТЛОВА.

Фото

Location for : Listing Title