Регионсем хушшинчи çыхăну çирĕпленет

16 августа 2022 08:00

Алексей Русских губернаторпа Чăваш Ен пуçлăхĕ Олег Николаев регионсем хушшинчи промышленность кооперацийĕн ыйтăвĕсене сÿтсе явнă.
Тĕл пулу августăн 5-мĕшĕнче пулса иртнĕ, Чăваш Ен делегацийĕ Ульяновск облаçне килсе çитнĕ. «Эпир хамăр пур енчи кÿршĕсемпе те регионсем хушшинчи кооперацие хастар ÿстеретпĕр. Çĕртме уйăхĕнче Чăваш Республикине бизнес-миссипе кайса куртăмăр, «Иннопромра» калаçăва малалла тăсрăмăр, пĕрпĕринпе килĕшÿсене çирĕплетрĕмĕр. Халĕ ĕç практика лапамне тухрĕ, пирĕн предприятисем пĕрлехи проектсемпе çыхăнса ĕçлеме пуçларĕç. Кÿршĕ регионсенчи предприятисем усă куракан сайра тĕл пулакан технологисене, малта пыракан опыта вĕренесси пĕлтерĕшлĕ. Çакăн валли пĕр-пĕрин опычĕпе паллашатпăр», – палăртнă Алексей Русских.
«Эпир Ульяновск облаçĕпе юлашки темиçе уйăх питĕ тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Ку ĕç сутуилĕве çыхăнтарас, кашни предприятин ĕçлес майĕсене вăйлатас тата çĕнĕ шая çĕклес тĕллевпе пырать. Паян пилĕк тĕп çул-йĕр палăртатпăр: машиностроени, электротехника, композитлă материалсем, агропромышленность комплексĕ тата карбон полигонĕсем. Суту-илÿ çыхăнăвĕсене аталантарса эпир вĕсене регионсем хушшинчи кластерсем пек йĕркелеме пултаратпăр. Çакă çыхăнусене палăрмаллах вăйлатма май парать», – тенĕ Олег Николаев.
Аса илтеретпĕр, Ульяновск облаçĕн делегацийĕ июнь уйăхĕнче Чăваш Республикинче иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери «Иннопром» промышленность куравĕнче регионсен предприятийĕсем хушшинчи тĕллевсем çинчен калакан меморандумсене алă пуснă. Хальхи вăхăтра пĕрлехи проектсем пирки калаçу пырать.
Çапла, «Трактор завочĕсем» концерн «Металлоконструкци» КТЦ патĕнче тĕрлĕ номенклатурăри гидравлика цилиндрĕсене тĕрĕслеме саккас тунă. Çавăн пекех концерн Димитровградри «Полесье ДГпа» пĕрле ятарлă продукци – ача-пăча валли теттесем – «Трактор завочĕсем» кăларакан техникăн копийĕсене туса хатĕрлеме палăртнă.
Импорта улăштарас енĕпе Чăваш Ен предприятийĕсемпе Ульяновскри «Поликом» тата «Автосвет» килĕшÿсем тăваççĕ.
Чăваш Ен делегацийĕн ĕç программи шайĕнче Ульяновск облаçĕнчи «Автодом», «Металлоконструкция» КТЦ, «Завод Трёхсосенский», çаплах «АБ ИнБев Эфес» предприятисенче пулнă, пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлесси çинчен калаçу ирттернĕ. Çавăн пекех Чăваш Енри ĕçтешсене Порт уйрăм экономика зонипе паллаштарнă.
Аслă вĕренÿ учрежденийĕсемпе те килĕшÿсем йĕркеленĕ. Ульяновск облаçĕнчи, Чăваш тата Мордва Республикисенчи аслă шкулсем карбон полигонĕсем тăвас тĕлĕшре наукăпа вĕренÿ инфратытăмне аталантарĕç. Кун пирки УлПУ ректорĕ Борис Костишко, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Андрей Александров, Н.П. Огарев ячĕллĕ Мордва патшалăх университечĕн ректорĕ Дмитрий Глушко Алексей Русских губернатор тата Олег Николаев элтепер умĕнче виçĕ енлĕ килĕшÿ çине алă пуснă.
Виçĕ университет углерод балансне тĕрĕслесе тăмалли технологисен полигонĕсем пулса тăрĕç. Аса илтеретпĕр, Раççейре карбон полигонĕсен тытăмне йĕркелемелли проект Раççей Президенчĕ Владимир Путин хушнипе РФ вĕренÿпе наука министерстви пулăшнипе пурнăçланать. Полигонсем – университетсемпе наука организацийĕсем пĕрле климатăн активлă газĕсене вĕренсе тĕпчемелли территорисем. Тĕпчевсем çĕр çийĕнче тата çĕр айĕнче иртĕç.
«Пирĕн виçĕ регион юнашарах, климат условийĕсем те пĕр пек туйăнаççĕ. Анчах ландшафт пысăк витĕм кÿрет иккен. Çак кăткăслăха пула методикăсем те тĕрлĕрен. Тăтăшах тĕрĕслевсем ирттермелле. Эпир ку проекта хаваслансах сÿтсе яврăмăр», – тенĕ Андрей Александров.

Дана СВЕТЛОВА.
Интернетри сăнÿкерчĕк.



Фото

Location for : Listing Title