«Сăрнай» – Канаш хулинче

04 мая 2021 11:25

Ентешĕмĕрсене ятне Чăваш чĕлхи кунне тата Аслă Патриархăмăр Иван Яковлев çуралнăранпа 173 çул çитнине халалланă савăнăçлă уява чĕннĕ.
Кÿршĕре Ульяновскран пынă хăнасене питĕ вашават кĕтсе илни пурин кăмăлне те çĕкленĕ. Вырăнти паллă коллектив – «Канаш» чăваш халăх хорĕ – ĕçтешĕсене Культура керменĕ умне тухса çăкăр-тăварпа, техĕмлĕ сăрапа сăйланă. Чăваш юрри-кĕвви, сăмахĕ илтĕннĕ.
Хулари илемлĕ вырăнсемпе паллашнă хыççăн Культура керменĕнче икĕ ушкăн çавра сĕтел хушшине ларса чăваш чĕлхин пуласлăхĕ пирки калаçнă. Каçалапа пĕрлехи концерта хутшăннă.
– Тĕп сцена çинче 4 сехете тăсăлнă савăнăçлă мероприятие куракансем тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Çакă пире, артистсене, çунат хушрĕ. Аншлаг пулчĕ. Юрăçсене тата та тата сцена çине тухма ыйтрĕç. Канашри Раççейĕпе паллă чăваш халăх хорĕ (пултарулăх ертÿçи Иван Кирилов) кăçалхи кăрлачра 30 çул тултарнă. Ульяновецсене питĕ
ăшшăн кĕтсе илнĕшĕн чĕререн тав тăватпăр , – пысăк хавхаланупа каласа пачĕ ăнăçлă çулçÿрев çинчен «Сăрнай» ансамбль солистки Роза Егорова.
«Канаш» Çĕнĕ хулари «Ниме» чăваш культура центрĕнче 2020 çулхи кĕркунне хăнара пулнăччĕ. Çак туслăх малалла та тăсăлтăр тесен çыхăнăва татмалла мар, малалла та аталантарма тăрăшмалла.


Елена НОВИКОВА.
Интернетри сăнÿкерчĕк.

Фото

Location for : Listing Title