Çак кунсенче «В.И. Ленинăн тăван çĕршывĕ» музей-заповедникăн типографи музейĕнче чăваш чĕлхи янăрарĕ. Унта чăваш тĕнчинчи паллă çыннăн Виктор Егоров-Аванмарт скульпторăн, художникăн пултарулăхне хисеплекен ентешсем пухăнчĕç.
Тĕлпулăва музейăн тарават ĕçченĕ Виктория Скупова уçрĕ. Хавхалансах юратнă ашшĕне, Виктор Аванмарта, сăмах пачĕ вăл.
Ульяновскри «Ă» сас паллине халалласа лартнă палăк авторĕ, хисеплĕ скульптор, Суворов училищин преподавателĕ хăй 1989 çулта йĕркеленĕ преми çинчен каласа пачĕ. Хальччен ăна 100 ытла çын тивĕçнĕ иккен: 60 арçынпа 40 хĕрарăм.
Кашни çул парăнакан пĕчĕк скульптурăна (йывăçран касса кăларнă хÿхĕм хĕрарăм кÿлепине) ульяновецсемпе пĕрлех Чăваш Республикинчи ăсчахсем, тĕрлĕ тытăмра вăй хуракан ăстасем, Раççейпе ют çĕршывсенчи паллă çынсем илме тивĕçлĕ пулнă.
Кичем мар каçа 2022 çул Виктор Глебовичăн Аван премине тивĕçнĕ паллă чăваш хĕрарăмĕсем Елена Уресметовăпа Надеж да Сандркина илем кÿчĕç. Паллă дизайнермодельерпа АПШри чăвашсен ассоциацине ертсе пыракан хастар, марафон чупăвĕн маçтăрĕ хăйсен пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе паллаштарчĕç.
Сăнĕпе те, ĕçĕпе те илемлĕ хĕрарăмсен калаçăвĕ, аса илĕвĕ курма килнисене кăсăклантарсах ячĕ. Марафон чупăвĕн маçтăрĕн, Чăвашкассинче çуралса ÿснĕ ентешĕн паттăрлăхĕ, Шăмăршă районĕн (ЧР) сĕткенĕпе çитĕннĕ Елена Леонтьевнăн куравĕнчи хăй аллипе ăсталанă капăрлăхсем, пуканесем, тумсем тыткăнларĕç вĕсене. Уйрăмах çамрăксем нумай ыйту пачĕç. Вырăнти чăвашсен пурнăçĕпе малашне валли палăртнă ĕçĕсене пырса тивекеннисене УОЧНКА председателĕн Владимир Бабайкинăн та хуравлама тиврĕ. Владимир Петрович уява чĕннĕ сумлă хăнасене парнесем пачĕ, çитĕнÿсемпе саламларĕ. «Надежда Сандркина çитĕнĕвĕсем çинчен нумай илтнĕ эпĕ, анчах та куçа-куçăн паян пуçласа тĕл пулатпăр. Америка чăвашĕсене салам калама ан манăр пиртен», – терĕ вăл.
«Ахах-мерчен» юрă ансамблĕ (пултарулăх ертÿçи Анна Кузнецова) илемлĕ чăваш юррисемпе савăнтарчĕ. Мĕнле уяв юрă-кĕвĕсĕр ирттĕр? Мероприяти вĕçĕнче çĕр улми тата тăпăрчă пÿремеччисемпе, 7 курăкран пăшăхлантарнă чейпе хăналанчĕç, тарават хуçисене тав туса музейри тепĕр тĕлпулуччен уйрăлчĕç.
– Паян эпир хĕрпе иксĕмĕр халиччен пулман çĕрте пулса тĕлĕнмелле çынсемпе паллашрăмăр. Виктор Егоровпа эпир Ульяновскри патшалăх педагогика институтĕнче пĕрле вĕреннĕ. Географи учителĕсем. Кичем мар каçа йыхравласан пĕр сăмахсăрах килме тăрăшрăм. Паян курни-илтни, пĕрле сăн ÿкерĕнни яланлăхах асра юлĕ. Хĕрачара ытарайми чăвашсен пултарулăхĕ, культурипе йăли-йĕркисем мăнаçлăх çуратрĕç. Тав йĕркелÿçĕсене, Елена Уресметовăпа Надежда Сандркинăна, пурне те илем тĕнчине илĕртсе кĕнĕшĕн, пултарулăхшăн, – терĕ Ирçел вăтам шкулĕн завучĕ Татьяна Михайловна Кашкарова савăнăç туйăмне пытармасăр.
Александра РОМАНОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Your Wishlist : Locations
Welcome to TownHub.