Саламлатпăр

15 марта 2021 14:01
Раççей Федерацийĕн спорт министрĕн Олег Матыцинăн Хушăвĕпе 2021 çулхи пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче Инна Вячеславовна Тражуковăна (ирĕклĕ кĕрешÿ) Раççей тава тивĕçлĕ спорт маçтăрĕн ятне панă. Инна - пилĕк хутчен Раççей чемпионĕн, икĕ хутчен Европа чемпионачĕн кĕмĕл призерĕн, тĕнче чемпионкин ячĕсене тивĕçнĕ мухтавлă пике. 2016 çулхи Олимп вăййисенче (Бразилири Рио-де-Жанейро) 5-мĕш вырăн йышăнчĕ вăл. Ентешĕмĕре спортри хисеплĕ ята тивĕçнĕ ятпа хĕрÿллĕн саламлатпăр, малашне те çитĕнÿсем сунатпăр.

Фото

Location for : Listing Title