"Канаш" хаçат хыпарĕсем

Çӗнӗ хыпарсем

Канаш
16 апреля 2021 08:00

Виктор Аванмарт – чăваш тĕнчинчи паллă скульптор, авангардист-художник, фотограф, публицист, Митта Ваçлейĕ тата Иван Яковлев ячĕллĕ премисен лауреачĕ, йывăç касакансен пĕтĕм тĕнчери «Юрлакан йывăç» фестиваль дипломанчĕ. 1993 çултанпа Чăваш ÿнерçисен пĕрлешĕвĕн пайташĕ. 1989 çултанпа хăйĕн ĕçĕсемпе тĕнчери, Раççейри, Чăваш Енри, облаçри куравсене хутшăнать. 8 хутчен ят (персональнăй) куравне йĕркелеме вăй-хăват çитернĕскер куракансемпе юлташĕсене нумай-мĕн çĕннине, тĕлĕнмеллине сĕннипе мухтанма пултарать. Маçтăр ĕçĕсем Ульяновскри художество музейĕнче, Раççейри, Германипе Швецири, Финляндири, Францири, АПШпа Китайри тата Японири харпăр коллекцисенче упранаççĕ. Вичкĕн куçлă, çивĕç ăслă Виктор Глебовичăн интернет тетелĕнчи шухăшлаттаракан статйисем, пысăк тĕпчевĕсем вулакан тĕнчекурăмне анлăлатаççĕ.

Канаш
15 апреля 2021 09:34

Ульяновск облаçĕнче Чăваш чĕлхипе культура уйăхлăхĕ пырать. Эпир те Кивĕ Улхаш шкул ачисем Тăван чĕлхе уявне ирттертĕмĕр.

Канаш
14 апреля 2021 11:58

1930 çулхи çуркунне, Совет патшалăхĕн никĕслевçи Владимир Ульянов çуралнăранпа 60 çул çитнĕ тĕле, СССР çĕршывĕн чи пысăк наградине йĕркеленĕ – Аслă çулпуçăн Владимир Ульяновăн ячĕллĕ Ленин орденне.

Канаш
09 апреля 2021 11:23

Юрий Гагаринăн биографийĕнчи кашни кунне, минут таранччен – çуралнăранпа трагедиллĕ вилĕмĕччен – çырса панă. Апла пулин те космоспа çыхăннă, анлă сарăлман интереслĕ фактсем сахал мар. Сире, вулаканăмăрсем, çакăн пек пулăмсемпе паллаштарасшăн.

Канаш
09 апреля 2021 08:32

Тимĕрçĕ лаççи – ялти хăйне евĕрлĕ пĕчĕкçĕ завод. Унта пултаруллă ăста тимĕртен темĕн те туптаса тума пултарнă: кусар, сенĕк, кĕрепле, хăлăп, турчăка, алăк тыткăчисем, тĕрлĕрен тăпсасем, хапха валли йĕкесем тата нумай-нумай тĕрлĕ япаласем хатĕрленĕ.

Канаш
08 апреля 2021 11:30

Валентина Лукина тивĕçлĕ канура. Анчах та пенсири пĕр кунне те килте кичеммĕн ларса ирттермен вăл. Ялан хусканура. Чертаклă район центрĕнчи çулланнă çынсен хастарлăхне ÿстерекен «Чайка» клуб пайташĕ, «çăлкуç» фольклор ансамбль юрăçи, кĕмĕл волонтер, пултаруллă спортсменка. Валентина Никандровна нумаях пулмасть иртнĕ «Лыжня россии» ăмăртура мала тухнă. Хĕлле – йĕлтĕрпе, çулла çуран чупса, теннисла, бадминтонла выляса район чысне хÿтĕлет вăл. Çемье уявĕсенче кĕреке хушшине ларса юрăсем юрлама, ачисемпе мăнукĕсен юратăвне, тимлĕхне туйма май пурришĕн тав тăвать.

Канаш
08 апреля 2021 10:10

Нумаях пулмасть Чăваш кĕ-неке издательствинче шкул çулне çитмен ачасем валли «Икĕ упа çури» ятлă кĕнеке кун çути курчĕ. Унăн авторĕ – Мишша пичче. Тĕрĕсрех каласан, Михаил Алексеевич Козлов. Пĕчĕккисем валли кăларнăскерĕн хуплашкине тĕрлĕ тĕссемпе илемлетсе ÿкернĕ. Кашни юмахĕ, ÿкерчĕкĕ ку пархатарлă ĕçе чĕрчунсене юратакан çын пурнăçланине ĕнентерет.

Location for : Listing Title