"Канаш" хаçат хыпарĕсем

Çӗнӗ хыпарсем

Канаш
28 апреля 2021 09:24

Ялта пĕр ачи те пулин механизатор пулма ĕмĕтленмен çемье пур-ши? Хуçалăха пĕрремĕш трактор килсенех вырăнти арçын ачасенчен чылайăшĕ ăна çÿретме вĕренесшĕн çунатланса çÿренĕ. Ăруран ăрăва парăнса пырать çак пархатарлă ĕмĕт-тĕллев ĕçчен кил-йышсенче.

Канаш
27 апреля 2021 07:00

Юлашки çулсенче Раççей тата регион правительствисем ялпа унта пурăнакансем çине тимлĕх уйăрни «Ял хуçалăхĕпе промышленность комплексĕн аталанăвĕ» наци проекчĕн чи пысăк пайĕсенчен пĕри пулса тăчĕ.

Канаш
26 апреля 2021 08:28

XIX ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕччен чăваш алфавичĕ пулман. Чăваш алфавитне йĕркелес йывăр задачăна Хусан университечĕн студенчĕ пулнă вăхăтрах ĕçе пикеннĕ И.Я. Яковлев татса панă. Вăл чăваш чĕлхинче тĕп сасăсем пурĕ 25, вĕсенчен 17-шĕ вырăс сассисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăманнине палăртнă, расна илтĕнекен сасăсене (ă, ĕ, ÿ, ç) ылмаштарма урăх сас паллисем шутласа кăларнă.

Канаш
25 апреля 2021 10:00

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, пирĕн Патриархăмăр Иван Яковлевич Яковлев çуралнă кун, пĕтĕм тĕнчере пурăнакан ентешĕмĕрсем Чăваш чĕлхи кунне палăртаççĕ.

Канаш
25 апреля 2021 07:06

1870 çулта, Хусан университечĕн студенчĕ пулнă май, Иван Яковлевич Н.И. Ильминскийпе тата унăн çемйипе паллашать. Ильминский çемйинче вилнĕ юлташĕн тата ĕçтешĕн А.А. Бобровниковăн ачисем – Екатеринăпа Николай пурăннă. Иван Яковлевич унта хĕрпе паллашнă. Çичĕ çултан Хусанти хĕрарăмсен гимназийĕнчен вĕренсе тухнă 16 çулхи Екатеринăпа 29 çулхи чăваш шкулĕсен инспекторĕн Иван Яковлевăн туй пулнă.

Канаш
23 апреля 2021 09:01

«Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕ» обществăлла организацийĕн 6-мĕш отчетпа суйлав конференцийĕн доклачĕ

Канаш
23 апреля 2021 08:38

Чăнлă районĕнчи Чăвашкасси ялĕн хальхи çĕнĕ масарне 1960-мĕш çулта уçнă. 61 çул хушшинче унăн таврашĕнче те, шалта та йывăçсемпе тĕрлĕ тĕмĕсем чылай ÿссе ларнă, масар вăрмана çаврăннă тесен те юрать. Ватă хурăнсемпе тирексем пĕлĕте çити кармашса ларнине, тĕмĕсем вил тăпри патне çитме кансĕрленине, вĕсем ÿксе картапа палăксене хуçас хăрушлăх пуррине ял халăхĕ сăнаса тăнă. Вăйлă çиллĕ çанталăкра масар çине тухма та шикленнĕ.

Location for : Listing Title