"Канаш" хаçат хыпарĕсем

Çӗнӗ хыпарсем

Канаш
02 марта 2021 11:24

Çĕнĕ Ульяновскри «Мир» Культурăпа кану центрĕнчи «Чĕкеç» клубра Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне халалланă мероприяти иртнĕ. Хальхинче чăваш чĕлхипе культурине аталантарассипе вăй хуракан Зоя Рейтер хăй тĕпелне хулари 1-мĕш шкул ачисене чĕннĕ.

Канаш
01 марта 2021 14:04

Нарăсăн 15-мĕшĕнче, Тăван çĕршыв тулашĕнче салтак тивĕçне пурнăçланă Раççей çыннисене асăнмалли кун, Н.Н. Благов ячĕллĕ 15-мĕш библиотекăра «Афган чĕрене ыраттарса пысăк суран хăварнă» реквием-каç ирттернĕ.

Канаш
26 февраля 2021 09:24

Çак кунсенче Ульяновск облаçĕнчи тăван чĕлхепе литература вĕрентекенĕсем тата пултаруллă шкул ачисем «Канаш» хаçат редакцийĕпе тĕл пулу ирттерчĕç. Вулакансемпе канашçăсем чăвашсен наципе культура автономийĕн çуртĕнче пухăнчĕç.

Канаш
26 февраля 2021 08:19

«Канаш» хаçат çумĕнчи Ульяновск облаçĕнчи чăваш çыравçисен «Шевле» литература пĕрлешĕвĕн пайташĕсем уйăхра пĕрле пухăнса тĕрлĕ темăсем сÿтсе яваççĕ. Ĕçлĕ ларусемпе çĕнĕ кĕнекесен хăтлавĕсемпе пĕрлех чăваш хаçатĕнче пичетленнĕ хăш-пĕр калавсене те çыравçăсем пăхса тухаççĕ.

Канаш
25 февраля 2021 09:32

Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕнче Ульяновскри «Новое поколение» спорт керменĕнче Азербайджан наципе культура автономийĕн тата унăн председателĕн Ислам Гусейновăн пуçарăвĕпе йăлана кĕнĕ «Туслăх кубокĕ» мини-футбол турнирĕ иртрĕ. Кăçалхи ăмăрту вун виççĕмĕш пулчĕ.

Location for : Listing Title