Саламлатпăр!!!
"Канаш" хаçат хыпарĕсем
Çӗнӗ хыпарсем
Кашни çул пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери туберкулезпа кĕрешмелли куна палăртаççĕ. Шăп çак кун, 1882 çулта Р. Кох ăсчах тата тухтăр туберкулез инфекцине тупнă. «Палочки Коха» теççĕ ăна ăсчаха асăнса.
Чикĕ хĕрринчи çарсен ветеранĕсемпе Çĕнĕ Улхашри педагогика коллективĕ пĕлтĕр питĕ ырă йăла-йĕркене никĕсе хывса хăварчĕ – хĕлле Геннадий Клемендеева халалланă йĕлтĕр чупăвне йĕркелесе ирттересси.
Димитровградри «Савăнăç» ансамбль йĕркеленнĕренпе 25 çул çитрĕ. Ытла та хăвăрт иртсе кайрĕ çак тапхăр. Пуçăма аса илÿсем капланса килчĕç... Юрлама юратнăран хама мĕн чухлĕ астăватăп – ялан юрă-кĕвĕ тыткăнĕнче эпĕ.
Ялавăрта паллă ентешĕмĕре – легендарлă вĕрентекене тата фронтовика Евгений Малышева – халалланă йĕлтĕр чупăвĕ иртрĕ.
Пăр çинче асăрхануллăрах пулмалла
Чылай çĕрте ĕне усрама пăрахнин тĕп сăлтавĕ – çичĕ хут тар кăларса илнĕ тĕп продукци ахалех сая кайни. Кил хуçалăхĕнче ытти выльăх-чĕрлĕх те кĕшĕлтетсен юрĕ-ха вăл – йÿçĕхнĕ сĕте вырнаçтарма май пулĕ. Уссине курăн. Анчах та пулмасан? Çитменнине тата ял аслă çултан аякра вырнаçнă, çанталăкĕ те тĕрлĕрен килсе тухать. Кун каçа ĕçлесе ывăннă хресченĕн ĕне сунă хыççăн леçме инçе çула тухас килĕ-и? Паллах çук.
Ульяновск чăвашĕсем кăçал Çăварние Атăлăн сулахай çыранĕнче ирттерчĕç, ĕлĕкхи чăваш йăлипе хĕл уйăхĕсене чыслăн ăсатса ярса çуркуннене кĕтсе илчĕç.
И.Я. Яковлев çĕнĕ чăваш алфавитне тунăранпа 150 çул тата «Чăваш халăхне» халалне çырнăранпа 100 çул çитнине палăртса Ульяновск районĕнче 5-16 çулхи хĕрачасен илемлĕх конкурсĕ иртрĕ.
Ульяновскри 13-мĕш ача сачĕ виçĕ çул хăйĕн ĕçне наци компонентне кĕртет. Унччен облаçри тĕп халăхсен – вырăс, тутар, чăваш тата мордва-культурине сарассипе, мĕн пĕчĕкрен ăна ачасене вĕрентессипе Ульяновскри «Искринка» садикра кăна тăрăшатчĕç пулсан, паян наци теми нумайăшне кăсăклантарать.
Гостья литературного клуба «Варкăш» – писатель-журналист Елена Мустаева
Умрине курма пĕлет, чĕкеç пек калаçать. Таврапĕлÿ ĕçне чунĕпе парăнса вăй хурать.