"Канаш" хаçат хыпарĕсем

Çӗнӗ хыпарсем

Канаш
11 декабря 2021 08:07

Конституци – патшалăхăн право никĕсĕ, çав никĕс çинче саккун кăларакан тата пурнăçлакан власть тытăнса тăрать. Конституци патшалăх аталанăвĕн çул-йĕрне тата çĕршыври кашни гражданинăн прависемпе тивĕçĕсене палăртать. Раççей Конституцийĕ – демократи принципĕсем çинче никĕсленнĕ. Вăл РФ гражданинĕ шутланакан кашни çыннăн интересне хÿтĕлеме тивĕçлĕ саккун.

Канаш
08 декабря 2021 08:51

РФ тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ – Кашара пурăнакан Николай Щербаков – сумлă ята тăван «Волга» ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕнче механизаторта ĕçлесе тивĕçнĕ.

Канаш
07 декабря 2021 08:00

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ кăна-ха, ачасем 2-мĕш триместрта вĕренме пуçларĕç. Ульяновскри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 5-мĕш шкулта та вĕренекенсен ĕçне хакласа оценкăсем кăларчĕç. Шкул ачисемшĕн те, учительсемшĕн те хумхануллă та яваплă тапхăр: район, регион олимпиадисене, Раççей шайлă викторинăсене, конкурссене хутшăнаççĕ, проектсем хатĕрлеççĕ.

Канаш
03 декабря 2021 10:00

Кăçал вашават, хисеплĕ çыннăмăр 60 çул тултарчĕ. Паян вăрçă ачисен, тыл ĕçченĕсен, ĕç ветеранĕсен кăмăлне çĕклес тесе тăрăшать вăл. Пурне те «Кĕмĕл тапхăр» тĕпеле йыхăрать, малалла пурăнма, ырри пирки ĕмĕтленме шанăç парнелет.

Канаш
02 декабря 2021 08:26

Ульяновскри 57-мĕш шкулта çĕнĕ чăваш çырулăхне тунăранпа 150 çул тата Иван Яковлев чăваш халăхне халал панăранпа 100 çул çитнипе çыхăннă облаçри çамрăксен «Пирĕн пуласлăх» форум шайĕнче Чăваш тĕррин фестивалĕ иртрĕ.

Канаш
01 декабря 2021 09:47

Пухтелĕнчи Ольгăпа Николай Мускинсем патне Санкт-Петербургран хăнасем килсе кайнă. Ахаль хăнасем кăна мар, Раççейри «Алеша» ыркăмăллăх фончĕн ĕçченĕсем. Фонд тăлăхсене, пурнăçра йывăр лару-тăрăва çакланнă, чирлĕ, сусăр ачасене пулăшать.

Location for : Listing Title