Шкул хăйĕн вăрттăнлăхĕсемпе илĕртет

07 декабря 2021 08:00

Шкул директорĕпе Валерий Ульяновпа çак кунсенчен пĕринче тĕл пулса калаçрăмăр. 2020-2021 вĕренÿ çулĕн вĕçĕнче кунтан 11-мĕш класс вĕренекенĕсем 26-ăн тухнă, тăххăрмĕшсем – 50. Пурте тенĕ пекех вĕсем аслă тата ятарлă вăтам вĕренÿ учрежденийĕсене кĕнĕ. 1-мĕшне 50 ача килнĕ. Вĕсем паян пĕлÿ илес тесе тăрăшса вăй хураççĕ.
Шкулта 39 педагог ĕçлет. Вĕсем хушшинче – РФ тава тивĕçлĕ учителĕ те, вĕренĕвĕн Хисеплĕ ĕçченĕ те, пысăк категориллĕ вĕрентÿçĕсем те пур.
Хăйĕн историне Сергей Киров ячĕллĕ 5-мĕш номерлĕ шкул 1918 çулхи авăнăн (сентябрь) 1-мĕшĕнчен пуçланă. Унччен Анат Терраса хутлăхĕнче (вăл вăхăтра темиçе пĕчĕк ял пулнă) Чĕмпĕр хулинче патронсем кăларакан завод хута кайнă. Кĕркунне 1-мĕш пусăмлă пуçламăш шкул уçăлнă, çур çултан аслăрах ачасем пĕлÿ илме пуçланă. Хĕрлĕ çар валли вăрçă хатĕрĕсем кăларнă, Петроградран çемйи-çемйипе куçса килнĕ. Малтанхи уроксем барак евĕр кивĕ йывăç çуртра иртнĕ. Кăмака хутса тăнă. 10 çултан вара 3 хутлă хальхи шкул çуртне хута янă. Вăл халĕ те çулсерен ачасене кĕтсе алăкне уçать.
Раççей революционерĕн, совет саманинчи политика ĕçченĕн С.М. Кировăн ятне 5-мĕш вăтам шкула 1935 çулта панă.
Тата çулталăкран вăл 10 çул вĕренмелли учреждени пулса тăрать. Аслă вăрçă вăхăтĕнче унăн учителĕсемпе вĕренекенĕсем кĕтнĕ Аслă Çĕнтерĕве пысăк тÿпе хывнă.
Аслă вăрçă хыççăн 1,5 пин ача пĕлÿ илнĕ пулсан, паян – 500 ытла. Шкул мухтавĕ – кунта ĕçлекен хорсем. Чи малтанхине 1958 çулта йĕркеленĕ. 30 çул хулари чи аван шкул хорĕн ятне тивĕçсе тăнă.
60-70-мĕш çулсенче Ульяновскри пирвайхи физикăпа математика класĕсене шăп кунта йĕркеленĕ. Çур ĕмĕр каялла шкул хулари чи аван вĕренÿ учрежденийĕ пулнине çирĕплетекен ялава илнĕ.
2015 çулта шкулта «Володарец» кадет клубĕ уçăлнă. Вăл паян вĕренÿ учрежденийĕн визит карточки. Шăпах «пиллĕкмĕшĕнче» вĕренекенсем – Ульяновскра 1-мĕш Поста чĕртсе тăратакансем. Ку ахальтен мар, шкул директорĕ Валерий Ульянов совет саманинче хисеплĕ хурал службин улшăнми ертÿçи.
Çуртăн 2-мĕш хучĕ музее аса илтерет. Кунта – стендсем, шкул историйĕ, ăруран ăрăва вĕренме çÿрекен династисен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ, çитĕнĕвĕсем.
Уроксем классенче кăна мар, Майăн 1-мĕшĕ ячĕллĕ Культура çуртĕнче, «Волга» стадионта, «Фаворит» клубра, 2-мĕш ÿнер шкулĕнче, библиотекăра иртеççĕ.
Нумай паллă çын вĕренсе тухнă ку шкултан. Вĕсен хушшинче – Совет Союзĕн Геройĕ Владимир Деев, Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕ Евгений Головихин каратист, кикбоксингпа Раççей чемпионĕ Валерия Шмелева, Афганистанра вилнĕ Игорь Лукащук...
70 яхăн çын 5-мĕш шкула ылтăн медальпе пĕтернĕ, 52 – кĕмĕл. Учреждени директорĕ, халăх çут ĕçĕн отличникĕ, Майна районĕнчи Чÿрекелте çуралнă Валерий Ульянов калашле, ку çул та кашни 4-мĕш выпускник шкула наградăпа вĕçленĕ.
2003 çултанпа туртать ентешĕмĕр çăмăл мар лава. «Учитель ĕçĕ – чи чыслă ĕçсенчен пĕри», – терĕ Валерий Владимирович пурне те – ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшне вĕренÿре ăнăçу сунса.
Ку шкулта пулнă хыççăн манăн та çĕнĕрен 1-мĕш класа каяс килчĕ. Ахальтен мар шкул çулсерен выпускниксене кăна мар, çамрăк учительсене те илĕртет. Хулари чи ватă шкулсенчен пĕрин хăйĕн вăрттăнлăхĕсем пур мар-и? Шăпах вĕсем пĕр çемьери пек туслă пурăнакан коллектива чун кĕртеççĕ тата хавхалану кÿреççĕ.
Алена СЕЛИВАНОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Фото

Location for : Listing Title