Шкулти кашни тĕл пулу – чĕре витĕр тухакан аса илÿ

19 февраля 2021 09:41

Пĕтĕм Раççейри ветерансен «Боевое братство» обществăлла юхăмăн Ульяновскоблаçĕнчи уйрăмĕн пайташĕ – хулан Заволжски районĕнчи филиалĕн хастарĕ – Владимир Ярухин çак кунсенче Ульяновскри 63-мĕш пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкула çитсе курнă.
Запасри милици подполковникне, ачасене çарпа патриотла ăс парассипе нумай вăй хуракан чăваш арне вĕренÿ учрежденийĕнче хапăл пулнă. Владимир Егорович 5-мĕш В класра вĕренекенсемпе «Хăюлăх урокне» ирттернĕ. Тĕл пулу усăллă тата питĕ кăмăллă иртни пирки класс ертÿçи, чăваш пики Марина Моисеева ачасен ашшĕ-амăшне каласа кăтартнă.
– Урок теми анлă пулчĕ. Пĕр хутчен çеç мар вилĕмпе куçа-куçăн пулма тÿр килнĕ Владимир Ярухин шалти ĕçсен пайĕнче (ШĔМ) службăра тăни, Чернобыльти атомлă электростанцири авари (1987 ç.) хыççăн унта пĕр хăрамасăр ĕçлени тата Çур-çĕр Кавказри (Чечня, 1999-2000 çç.) хĕрÿ командировкăсенче тăшманпа çапăçни çинчен каласа пачĕ, вĕренекенсен вунвун кăсăк ыйтăвне хуравларĕ, – тенĕ Марина Алексеевна чăн паттăра тав туса.
Тăван çĕршыв хÿтĕлевçи шкул ачисене службăра ÿкернĕ историллĕ сăнÿкерчĕксемпе тата «Время выбрало нас» музейри документсемпе, паха экспонатсемпе паллаштарнă. Паттăрлăх урокне пурĕ 26 ача хутшăннă.
– Çакăн евĕр уйăхлăх – служба, тăван çĕршыв, патриотла ăспару, хÿтĕлев çинчен калаçмалли сехетсем – вĕренÿ учрежденийĕсенче кирлине ачасен куçĕсенчен пăхсах куратăп, – çирĕплетсех калать «За безупречную службу» (1,2,3-мĕш пусăмсем), тата «За доблесть в службе» медальсене, «За заслуги перед Отечеством» орден медальне (2-мĕш пусăм) тата ытти сумлă наградăсене тивĕçнĕ, тăван Упи ял тăрăхĕнчи паттăр ентешĕсем çинчен çырнă сумлă кĕнекесен авторĕ Владимир Ярухин. – Çĕршыв геройĕсем, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен пĕлмеллех çамрăк
ăрăвăн. Ырă тĕслĕхсем çинче çитĕнекен çамрăксем çак çăмăл мар пурнăçра нихăçан та усал тумĕç, Раççей хÿтĕлевçисем пулса ÿсĕç. Офицерсем, отставкăри е запасри çар çыннисем служба çинчен каласа памасан ăçтан илĕç вĕсем тĕрĕс информацие? Кунашкал калаçусем кирлĕ. Çакна эпĕ кашни тĕлпулурах курса ĕненетĕп.
Александра РОМАНОВА.
М. Моисеева сăнÿкерчĕкĕ.

Фото

Location for : Listing Title