Спорта юратма вĕрентет

02 апреля 2021 08:34

Уроксем вĕçленнĕ пулсан та ачасем спортзалтан кайма васкаманни тĕлĕнтерчĕ мана: 45 минут ĕçленĕскерсем хĕрÿленсе ыранхи чупу, тепĕр эрнерен пулакан ăмăрту, спорт тумĕ... çинчен калаçрĕç. Эпĕ вара киленÿпе учитель кашнине вăхăт уйăрнине, еплерех ăслă хуравсем панине тимлесе тăтăм. Мĕнлерех юратаççĕ ăна вĕренекенсем.
Владимир Васильевич хăйĕн ĕçне юратнине, питех те тăрăшса вăй хунине кура шкул ачисем те пысăк результатсем çĕнсе илееççĕ. Вĕсем тунă çитĕнÿсем пирки пĕр тĕлпулурах каласа пама та çук. Юлашки 5 çул Çĕнĕ Улхаш пĕлÿ çурчĕ Чăнлă районĕнчи шкул ачисен комплекслă спартакиадин призерĕ. Вĕренекенсем хавхалансах спортăн пур тĕсĕпе те аппаланаççĕ. Кружоксемпе секцисенче çăмăл атлетикăпа футбол, теннис, волейбол, шахмат вăййине интересленсех вĕренеççĕ, хĕлле йĕлтĕрпе чупаççĕ. Сăмах май каласан, йĕлтĕрпе чупассипе ку шкул муниципаллă пĕрлĕхри тĕп вĕренÿ учрежденийĕ. Йĕлтĕрçĕсен команди 25 çул хушши район чемпионĕн ялавне тивĕçлипе йăтса пырать. Çулсерен шкул ачисем чупассипе регионсем хушшинче ирттерекен «Нагаткинская миля» ăмăртура мала тухаççĕ.
Владимир Серебряков вĕренекенĕсем аслисен спорт разрячĕсен нормативĕсене тултарса облаçри, пĕтĕм Раççейри чылай ăмăрту чемпионĕсем, призерĕсем пулаççĕ.
– Ачасем çĕнсе илнĕ кубоксемпе медальсене тирпейлĕн упратпăр эпир шкул музейĕнче. Пĕлтĕр çеç пандемие пула ниçта та тухаймарăмăр, – тет учитель. – Ман сире пĕр – 2019 çула – çеç – тĕслĕх вырăнне илсе кăтартас килет. Çĕнулхашсем ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсем хушшинче облаçра çăмăл атлетикăпа В.Г. Кузнецов маçтăр ячĕпе иртнĕ чупура (3 метр) – 1-мĕш вырăн йышăнчĕç, облаçри çамрăксен кĕркуннехи кросĕнче (3 000 метр) – 1-мĕш вырăн, регионсем хушшинчи «Нагаткинская миля» тупăшура (4 670 метр) – 1-мĕш вырăн, Хусанта иртнĕ пĕтĕм Раççей турнирĕнче (3 000 метр) – 2-мĕш вырăн, Мордови Республикин (Саранск) уçă первенствинче – 3-мĕш вырăн тата ытти те ытти те.
Владимир Серебряков пултаруллă та хастар ачасем çинчен каласа панă чухне вĕрентÿçĕн куçĕнче вут-хĕм вылянине, асли хăйĕн воспитаникĕсен çитĕнĕвĕсемшĕн чун-чĕринчен савăннине туятăн.
35 çул хушшинче Владимир Васильевич хăйĕн çулĕпе кайнă ачасене те пайтах вĕрентсе кăларнă. Вĕсенчен хăшĕсем Ульяновскри Олимп ятне йăтса пыракан физкультурăпа спорт техникумне пĕтернĕ, теприсем Шупашкарти Олимп резервлă физкультурăпа спорт техникумĕнчен вĕренсе тухнă...
Ачасене спорта юратма, сывă пурнăç йĕркине пăхăнма вĕрентекен физкультура учителĕ хăй те куллен пĕлĕвне ÿстерет. Хаваспах облаçри семинарсемпе конференцисене хутшăнать. В.В. Серебряков тĕпчекен тĕп темăсенчен пĕри – «Шкул ачисен хусканăвне, спортри туртăмне йĕркелесе илсе пырас майсемпе меслетсем». Вăл тăван шкулпа районти вĕрентекенсем, вĕренÿ учрежденийĕсен ертÿçисем, Ульяновскри учительсен пĕлĕвне ÿстерекен вĕренÿ аталанăвĕн институчĕн итлекенĕсем валли тăтăшах уçă уроксем, маçтăр-классем ирттерет.
Йыша спорта явăçтарас ĕçе йĕркелесе илсе пынă май Владимир Васильевич нумай вăйне шкул ачисене ăс парассипе ÿт-пĕвне аталантарассине парать. Педагогикăри ăсталăхĕшĕн илнĕ сумлă наградăсен çÿпçинче Ульяновск область губернаторĕн Тав çырăвĕпе Хисеп грамоти, регионти çут-ĕçпе ăспару министерствин Хисеп грамоти, Чăнлă район администрацийĕнчен панă Тав хучĕсем.
Ачасен ашшĕ-амăшĕн, ĕçтешĕсемпе вĕренекенсен хисепне çĕнсе илнĕ çын çемьере те шанчăклă, яваплă. Пур енчен те пултаруллă савнă мăшăрĕн сылтăм алли вăл, икĕ хĕрпе пĕр ывăла пурнăç парнеленĕ çын, юратнă кукаçи. 
– Хальхи саманара спортсăр пурнăç çук. Пăхăр-ха: çĕр çинчи пур ăнăçуллă çын та хăвăрт хусканусене кăмăллать, тренажер залне çÿрет, уçă сывлăша чупма тухать, сывă пурнăç йĕркине пăхăнать. Хамăрăн ачасем те мĕн пĕчĕкрен физкуль-турăпа спорт урокĕсене юрататчĕç. Паян та спортсăр хăйсене курмаççĕ. Хĕрсем, кĕрÿсемпе мăнуксем Шупашкарта пурăнса час-часах йĕлтĕр йĕрĕ çине тăраççĕ, çуран çÿреме маçтăр. Ывăл Ульяновскри 31-мĕш сывлăшпа десант бригадинче служба иртет. Вырăнти çар чаçĕн чысне хÿтĕлекенскер чылай спорт тĕсĕпе туслă, – терĕ Владимир Владимирович. Шкултан çĕкленÿллĕ кăмăлпа тухса эпĕ те ыранах, çук, паянах спортпа аппаланма картса хутăм...


Алена СЕЛИВАНОВА.
Чăнлă районĕ,
Çĕнĕ Улхаш ялĕ.
Автор сăнÿкерчĕкĕ

Фото

Location for : Listing Title