Спортсменка, юрăç, ылтăн алăллă ăста

08 апреля 2021 11:30

Валентина Лукина (Волкова) Мари Эл Республикинче çуралнă. Амăшĕпе ашшĕ, Çĕпрел районĕнчи Матак ял чăвашĕсем Марийăпа Никандр Волковсем, ĕç шыраса кÿршĕ региона кайнă пулнă. Хĕрача Çутă Кÿлĕ текен ялта çуралнă. Чертаклăна куçса килсен Валентина поселокри 1-мĕш шкула çÿреме пуçлать. Хулана вĕренме каять.
– Çамрăкла эпĕ яланах машинăсем тăвакан отрасльте ĕçлеме ĕмĕтленнĕ. Качча кайсан пепкесене ача садне вырнаçтарма йывăртан вăхăтлăха Ульяновскри шкулчченхи учреждение вырнаçрăм. Воспитатель пулăшаканĕнче вăй хутăм. Çапла майпа 14 çул ачасемпе ĕçлерĕм. Кайран ывăлсем ÿссен, больницăна куçрăм. Кам кăна пулса тăрăшман-ши эпĕ? Вăйлă чирлисене пăхаканра та, санитаркăра та, – хăйĕн пурнăçĕпе паллаштарать Валентина Никандровна. – Пенсие кайсан Чертаклă поселокне пурăнма куçрăм, çурт турăм.
Паян пĕр ывăл çемйипе манпа юнашарах пурăнать. Мăшăр çĕре кĕчĕ. Пĕччен пурнăçа илем кÿрес тесе районти Культура çуртне çÿреме пуçларăм. Унччен кашни иртсе каймассерен мĕн ĕçлеççĕ -ши кунта тесе шухăшлаттăм. Пĕррехинче ватăсен хастарлăхне ÿстерекен центр ертÿçи Наталья Уресметова мана хăйсем патне пыма йыхăрчĕ. Унтанпа хама пач урăхла, çил-çунатлă, телейлĕ туятăп, «Чайка» ирттерекен пур мероприятие те хаваспах хутшăнатăп. Наталья Вячеславовна пире фестиваль-конкурссене чĕнет, вырăнта ăс-хакăл тата спорт ăмăртăвĕсем йĕркелет. Земство театрĕнче вылятăп, теттесем тунă çĕре çÿретĕп. Чăваш ансамбльне йĕркеленĕ çĕрте ман тÿпе те пурришĕн савăнатăп.
Центра çÿрекенсем облаçра тата районта иртекен мероприятисене тăтăш хутшăнни, мала тухни пуш сăмах çеç мар.
Чертаклăсем пĕр хутчен çеç мар туристсен – область пенсионерĕсен – слетĕнче çĕнтернĕ, «Серебряные каникулы», «Сентябриада» фестивальсенче хăйсене кăтартнă, «Кросс нации», «Лыжня России» чупусенче призер ятне тивĕçнĕ. Ăçта кăна пулмаççĕ-ши çÿçне кĕмĕл тĕс çапнă хастарсем?! 2018 çулта слетра мала тухнă «Чайка» пайташĕсене Сергей Морозов губернатор Курск пĕккинчи çапăçура фашистсене çапса аркатнăранпа 75 çул çитнине халалланă чыслава хутшăнма, историллĕ вырăнсене кайса курма путевка панă. «Çулçÿрев питĕ килĕшрĕ. Кăмăл-туйăм капланăвне тытса чарма çукчĕ. Белгородра пултăмăр, Прохоровкăра, Курскра, – терĕ Валентина Никандровна. – Тепĕр çул Карсун районĕнчи Языковăна çитсе килтĕмĕр. Пĕлтĕрхи ĕмĕтсем ĕмĕт шайĕнче анчах юлни кулянтармасть пире, çулланнă хастарсене. Пулĕ вăхăт, çитĕ вăхăт. Пандеми таврашĕ урăх ан пултăрах ĕнтĕ».
Иртнĕ раштавăн 1-мĕшĕнче Валентина Лукина 60 çул тултарнă. Кĕçех 4-мĕш мăнукĕ çуралмалла пултаруллă та вăр-вар хĕрарăмăн. Вăл ăна та алă ăсталăхне вĕрентме ĕмĕтленет. «Сывлăх çеç пултăрччĕ», – тет.

Алена АЛЕКСЕЕВА.
Чертаклă поселокĕ.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Фото

Location for : Listing Title