Сывлăх кунне палăртнă

07 апреля 2021 10:38
Ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче Сывлăх кунĕ. Çакна халалласа Аслă Нагаткин ялĕнче «Пурнăç патне 10000 утăм» акци иртнĕ. Сывлăх площадкинче пухăннисем юн пусăмне, организма кислородпа тăрантармалли шая виçме пултарнă, утни мĕнле усă пани пирки нумай кăсăклине пĕлнĕ.
Унсăр пуçне «Единая Россия» партин Чăнлă районĕнчи уйрăмĕн пайташĕсем «Ырă ĕçсен партийĕ» каленьдарĕпе ачасемпе зарядка йĕркеленĕ. Ăна Чăнлă районĕн Хисеплĕ гражданинĕ, пĕтĕмĕшле пĕлÿ парассин хисеплĕ ĕçченĕ, физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ирĕклĕ кĕрешÿ шкулĕн тĕп тренерĕ, Чăнлă районĕнчи кĕрешÿ шкулĕн никĕслевçи Борис Алексеевич Чернов ирттернĕ. Вăл пулас чемпионсене воспитани пама хăй хатĕрленĕ упражненисен комплексĕпе усă курнă.
Çакăн пекех мероприяти Мелекес районĕнче те пулнă. «Эпир пĕрле сывлăхшăн утатпăр!» девизпа йĕркеленнĕскере 15 вĕренÿ организацийĕнчен тата Мелекесс районĕнчи хастарлăх центрĕсенчен 500-е яхăн çын хутшăннă. Граждансен чи пысăк тĕллевĕ – сывă пурнăç йĕркине суйласси тата ăна тытса пырасси.

Фото

Location for : Listing Title