Тăхăрьялти Канавкассине – 100 çул

28 июня 2021 08:28

ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнче Пÿркел питĕ пысăк ял пулнă. 1913 çулта пурĕ 2352 çын пурăннă тесе çырнă «Списки населенных мест Симбирской губернии» кĕнекере. 1911 çулта Пÿркел Кĕрепне куçса ларнисене шута илсен тата аллă (асăннă кĕнеке) ытла çын хушăнать. Çĕр ĕçченĕсем Столыпин реформи вăхăтĕнче ирĕклĕхе туйса хĕсĕк ялсенчен уйрăлса тухма тытăннă юхăма Пĕрремĕш тĕнче вăрçи, революципе Граждан вăрçисем путарса хураççĕ пулсан та пĕтĕмпех пĕтереймеççĕ. Тăрăшуллă та ĕçчен пÿркелсен пĕр туслă ушкăнĕ типĕ çанталăкпа выçлăх çулĕсене пăхмасăр 1921çулта тăван ялĕнчен икĕ çухрăма, хĕвел тухăç енне куçса ларать. Вăл вăхăтра Пÿркел çĕрĕсем питĕ анлă пулнă.
Çĕнĕ яла Кĕçĕн Тилçе юханшывĕ сарăлса ака-суха тума юрăхлă çĕрсене ан пăстăр тесе чавнă канав çумĕнче пулнипе Канав эртелĕ теме пуçлаççĕ (Артель «Канава»). Колхозсем йĕркеленсен «Красная Канава» пулса тăрать, чăвашла кĕскен – Канав çеç. Халĕ Канавкасси тесе те калаççĕ.
Камсем, миçе çемье пуçласа куçса ларнине пĕлекен паянхи кун ялта тупăнмарĕ. Пăвари архивра 1940 çулхи хут пуххисенчен çакна пĕлме пулчĕ: ялта пурĕ 28 хуçалăхра (ватти-вĕттине те шута илсен) 153 çын пурăннă. Осиповсен – виçĕ çемье, Архиповсен, Кузьминсен, Малышевсен, Мясниковсен, Нуждинсен, Сидоровсен, Харитоновсен икшер килĕ пулнă. Тата яла Алексеевсем, Беляевсем, Верияловсем, Гаврилинсем, Данилинсем, Еруслановсем, Игнатьевсем, Корниловсем, Макаровсем, Пахомовсем, Шихрановсем килсе тĕпленнĕ. Чи йышлă çемье Ефим Игнатьевăн (1886-1967) – 10 çын. Ял çыннисен çуралнă çулĕсене сăнаса пăхсан, 1921 çулта куçса ларнă вăхăтра килсен шучĕ те, халăх йышĕ те самай сахалтарах пулни палăрчĕ (Похозяйственная книга 1940-1942 гг.). 1949 çулхи юпан 5-мĕшĕ тĕлне вара килсен шучĕ 32 пулса тăрать. Вăрçă хыççăн çамрăксем Иван Александрович Алексеевпа Николай Александрович Сидоров ашшĕсен килĕнчен уйрăлса тухаççĕ. Каярахпа П.А. Архипов тата Наталья Нуждина çемйисем хушăнаççĕ. (Государственная книга регистрации земель Буденовского района, ТАССР, 1940-1949 гг.).
Канавкассисем колхоз хуçалăхĕн ĕçне аван йĕркелесе ярса, тăрăшса ĕçленĕ. И.П. Осипов каласа панă тăрăх: «Пĕчĕк ялта тимĕрçĕ лаççи (Тилçе хĕрринче вырнаçнă пулнă), лавкка, правлени, лаша витипе сурăх вити, хĕвел çаврăнăш тĕшшине лашапа кăларакан хуралтă, йĕтем çинче дизель генератор пулнă. Электричество 1966 çулта кăна кĕртнĕ». «Красная Канава» колхозăн 30-мĕш çулсенчи ертÿçисем А.А. Алексеевпа А.С. Сидоров пулнă. 1940 çулти хутсене вуласан колхоз председателĕ Г.Т. Осипов пулнине пĕлме пулать. Вăрçăн йывăр çулĕсенче вăл хуçалăха питĕ пултаруллă ертсе пырать. Синкерлĕ самана вăхăтĕнче унăн хаяр пуçлăхсене те юрамалла, ял-йыша та кÿрентермелле мар пулнă. Кÿршĕ ялсем тĕрлĕ тÿре-шарана пула питĕ хĕнпе пурăннă пулсан, канавсем ытлашши выçлăхпа тертленменни çинчен халĕ те Тăхăрьял тăрăхĕнче ырă сăмах çÿрет. Тĕслĕхрен, 1941-1945 çулсенче Пÿркел ялĕнче çĕре яхăн ача вилнĕ («Тăхăрьял тăхăмĕ» ушкăн ачисен тĕпчевĕсем тăрăх). Канавра вара кун пек кун пулманнине архив хучĕсем уçăмлăн кăтартаççĕ. Саманан тата тепĕр ирсĕр пулăмĕ вăл 1930 çулсенче, çаплах вăрçă çулĕсенче те ял çыннисене раскулачить туни, Çĕпĕре, тĕрмене ăсатни, колхоза кĕменнисен пурлăхне туртса илни тата ытти киревсĕр ĕçсем кÿршĕ ялсенче,уйрăмах Пÿркелте, çине-çинех пулса иртнĕ пулсан, Канавра кун пекки пĕрре кăна пулнă (Похозяйственная книга). Григорий Тимофеевич Осипов тÿрĕ кăмăллă çын пулнă. Унăн вăрçа каймалла мар текен бронь пулсан та вăл 1943 çулхи пуш уйăхĕн 9-мĕшĕнче хăй ирĕкĕпе фронта тухса каять те таврăнаймасть. Хăçан, ăçта çухалнине эпĕ вăрах шырасан та тупаймарăм.
Ялти вăйпитти арçынсем фронтра пулнипе хуçалăх тилхепине Е.И. Молодцовăна параççĕ. Елена Ивановна Молодцова (Макарова) 1920 çулта Пÿркелĕнче çуралнă. «Агроном пулса ĕçлекен Ваня ятлă Чураппан каччипе çемье çавăраççĕ. 1939 çулта вĕсен ывăл çуралать. Туслă çемьен телейлĕ пурнăçне хаяр вăрçă татать.
1943 çулта Иван Максимович Молодцов Тăван çĕршывшăн пуçне хурать», – тесе çырать Канавра çуралса ÿснĕ А. Макаров полковник «Сорок лет на службе Родине» кĕнекере. Пĕчĕк ачаллă, тетĕш çемйинче пурăнакан çап-çамрăк хĕрарăмăн йывăр çулсенче колхоза ертсе пыма тивнĕ. Вăл çак ĕçе яла аманса таврăннă салтаксем киличчен илсе пынă. Кайран бригадирта тата ытти ĕçсенче тăрăшнă.1999 çулта çĕре кĕнĕ.
«Красная канава» колхоза Кивĕ Мертлĕсемпе пĕрлештериччен Прохор Кузьмич Харитонов (1912-1997) ертсе пынă.
Канавран Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 40 çын кайнă. Вĕсенчен 18 таврăнайман. Вăрçăра пуçĕсене хунисем:
1. Александр Архипович Алексеев, 1905-1.08.1941 çç.
2. Алексей Николаевич Гаврилин, 1912-?.
3. Павел Иванович Корнилов, 1901-06.12.1942.
4. Алексей Павлович Корнилов, 1925-?.
5. Илья Николаевич Кузьмин, 1914-09.12.1941.
6. Петр Николаевич Кузьмин, 1924-?.02.1943.
7. Василий Иванович Макаров, 1910-30.04.1942.
8. Иван Максимович Молодцов, 1913-30.10.1943.
9. Василий Семенович Мясников, 1917-?. 01.1942.
10. Василий Александрович Нуждин, 1907-5.10.1942.
11. Дмитрий Александрович, Нуждин, 1921-6.06.1942.
12. Михаил Михайлович Нуждин, 1923-01.02.1943.
13. Петр Данилович Нуждин, 1920-06.10.1943.
14. Григорий Тмофеевич Осипов, 1900-?.
15. Дмитрий Павлович Пахомов, 1902-05.09.1942.
16. Иван Николаевич Сидоров, 1898-01.01.1943.
17. Николай Кузьмич Харитонов, 1904-30.04.1942.
18. Василий Алексеевич Шихранов, 1906-11.01.1942.
Ку списока пăхсан çакăн пек пĕтĕмлетÿ тума пулать: пуçне хунисен шутĕнче çамрăксем (1920 çул хыççăн çуралнисем) пиллĕкĕн çеç. Таврăнманнисем пурте тенĕ пекех Тăван çĕршыва вăрçăн пирвайхи çулĕсенче хÿтĕлесе вилнĕ (1941-1942 çç.), пиллĕкĕшĕсĕр пуçне. Вĕсенчен чылайăшĕ хыпарсăр çухалнă.
Хăюлăх кăтартакансенчен Александр Спиридонович Сидорова (1907-1972) асăнса хăварас килет. Вăл Пÿркелĕнче çуралса ÿснĕ. Çирĕмрен каçсан авланнă, виçĕ ывăл çуратнă. Вăрçăччен «Красная Канава» колхоз председателĕ, счетовод пулса ĕçленĕ. Фронта 1941 çулхи авăнăн 19-мĕшĕнче кайнă. Тăшмансене хирĕç пирĕн ентеш Хĕвеланăç фронтĕнчи 136-мĕш противотанковăй дивизионра артиллерин кĕçĕн сержанчĕ пулса çапăçать. Архиври хутсем çинче вăл суранланни çинчен те вулама пулать: «1943 çулта юпа уйăхĕн
24-мĕшĕнче Н. Тухино ял таврашĕнче А.С. Сидоров кĕçĕн сержант тупăпа персе гитлеровецсен пулемет точкипе пĕр отделенине тĕп тăвать. Вăл «Çапăçури хастарлăхшăн» медале тивĕç», – тесе çырнă награда памалли хут çинче Андрющенко капитан.
Малалли сăмахсем Петр Михайлович Нуждин (1926-2008) çинчен пулĕç. Ăна 1943 çулхи чÿк уйăхĕн 18-мĕшĕнче вăрçа илсе каяççĕ. Вăрçă çулĕсем ентеше Карелие илсе çитереççĕ.1944 çулхи авăн уйăхĕнче вĕсен полкне Монголие куçараççĕ. 1945 çулхи çурлан 9-мĕшĕнчен пуçласа авăнăн 3-мĕшĕччен милитаристла Японие хирĕç пынă çапăçусене хутшăнать. Йывăр лару-тăрура Хинган тăвĕсемпе Монголири пуш хирсем урлă каçнă çĕрте хăюлăх кăтарт-нăшăн Канавкасси каччине «Çа-пăçури хастарлăхшăн» медальпе чыслаççĕ. Çав çулхи раштав уйăхĕнче паттăр çамрăк стрелок автоматчикран тинĕс пехотинецĕ пулса çĕршыва хÿтелес ĕçе малалла тăсать. Тăван Тăхăрьяла вăл 1950 çулхи çуркунне кăна таврăнать.
Тăхăрьял тăрăхĕнчен вăрçа арçынсем кăна мар, хĕр-упраçсем те кайнă. Вĕсен шутĕнче пĕчĕк Канав ялĕнче пурăнакан Петр Михайлович Нуждинăн иккĕмĕш сыпăкри тăванĕ Лида. «Память народа» сайтра вырнаçтарнă хут мĕлки çине çырнине вуласан 1943 çулхи утă уйăхĕн 16-мĕшĕнче Буденнăй военкоматне (халĕ Çĕпрел районĕнчи Кивĕ Шемĕршел) Тăхăрьялтан тăватă çамрăка фронта ăсатма чĕнтерсе илнине пĕлме пулать. Вĕсен шутĕнче кÿшĕ ялсен хĕрачисемпе пĕрле Канаври Лида Нуждина та пур.
Лидия Даниловна Глинкина (Нуждина)(1923-2015) çав кунсем çинчен каласа панинчен: «… киле пырса кĕтĕм, аттепе анне чĕнмеççĕ, хăйсем питĕ хурлăхлă. Тĕпелелле иртрĕм те пăхатăп, сĕтел çинче повестка выртать... Тепĕр кунне тухса кайрăм вара Буденнăя.
Аттепе анне 60 çул тултармалла,тете фронтра, пурĕпĕр ăсатрĕç». Кунта çакна каласа хăвармалла: Данил Степанович Нуждин (1884-1962) арăмĕпе, ывăлĕпе тата хĕрĕпе пурăннă. Петĕр ывăлне (1920 çç.) 1941 çулхи çу уйăхĕнчех Хĕрлĕ Çара илсе кайнă. 1943 çулта унран çырусем килме пăрахнă. Хыпарсăр çухалнă, халĕ те паллă мар хăçан пуçне хуни. Хĕрупраçсене пулеметчик пулма вĕрентеççĕ те 37-мĕш полк шучĕпе фронта яраççĕ. Пĕрремĕш çапăçу 1943 çулхи авăн уйăхĕнче Смоленск облаçĕнчи Ярцево хулине ирĕке кăларнă çĕрте пулса иртет. Вара малалла Хĕвел анăç еннелле.
– Смоленск, Белорусси, Варшавăна çитет. Нимĕç самолечĕсем çинчен пăрахнă бомбисем сирпĕннипе пулемёт расчетĕнчи юлташĕ-сем пурте вилеççĕ, Лида суранланать, госпитальте выртса тухать (Виртуальный музей ВОВ РТ сайтран). Ахăртнех çиес çăкăрĕ пулнă ентĕ. Кайран (29.05.1949 ç.) Лидия Даниловнăна «Варшавăна ирĕке кăларнăшăн» медаль парса чыслаççĕ. Канав ялне хĕр салтак 1945 çулхи çурла уйăхĕнче кăна таврăнать, мĕншĕн тесен вĕсен полкне Польшăри совет салтакĕсене вĕлерекен националистсене тĕп тума тÿрĕ килет. Вăрçă хыççăн Л.Д. Нуждина-Глинкина Пÿркел ватам шкулĕнче учительница пулса ĕçленĕ.
Паллах, вăрçă çулĕсенче тылра пурăнма та йывăр пулнă. Паянхи куна Канаври чи ватă çын Евдокия Павловна Осипова (Корнилова) (1927 ç. çуралнă) аса илĕвĕсем те çакна çирĕплетеççĕ: «1941 çул хĕле кĕрсен эпĕ килте кĕçĕн йăмăкпа тата шăллăмпа кăна тăрса юлтăм: атте çуллах вăрçа тухса кайрĕ (Павел Иванович Корнилов, 1901 г.р., призван 28.06.1941 г. Похоз. книга), тетене вунулттăрах вăрçа хатĕрленме тесе военкомат чĕнтерсе илчĕ, 17 тултарсан фронтах ăсатнă, унтан вăл таврăнаймарĕ те (А.П. Корнилов,1925 çç.,хыпарсăр çухалнă. М.Х.), аннене окоп чавма Вырăс Киштек патне ячĕç. Пур килти ĕç хамăр çине тиенчĕ. Пÿрте выльăхсем çинĕ юлашки улăмпа ашăтаттăмччĕ, яшка пĕçереттĕмччĕ. Пĕр кун мăрье ишĕлчĕ те анчĕ. Кăмакана мĕнле хутмалла, пÿрте вут та хыпса илме пултарать. Ялтан камтăр окоп чавакансем патне апат е ĕç хатĕрĕсем илсе кайнă пулнă, аннене мĕн пулнине каласа панă. Вара анне çĕрле килсе мăрьене тÿрлетсе хучĕ те çутăличчен çитес тесе васкасах каялла кайрĕ». Калас пулать – хĕлле çĕрлехи çулпа каллĕ-маллĕ 20 çухрăм ытла утмалла пулнă чăваш хĕрарăмĕн. Халĕ Евдокия Павловна аслă хĕрĕпе Вера Николаевăпа Чĕмпĕр облаçĕнчи Чăнлă поселокĕнче пурăнать. Çулла, ватлăха пăхмасăр, тăван ялне килсе çÿрет.
Çĕнтерÿ хыççăнхи çулсенче те пурнăç çăмăлах пулманнине пăхмасăр Канав ялĕ малаллах талпăннă. 1960 çулсенче партипе правительство пĕчĕк ялсене пĕтермелли политика илсе пыма тытăнать. Çав çулсенче Тăхăрьялти хăш-пĕр ялсем пĕтсех лараççĕ. Канавкасси ниме пăхмасăр пурăнать. Унăн пултаруллă çыннисем хамăр тăрăхра та, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче ĕçчен те тăрăшуллă пулнипе чапа тухаççĕ. Канавкассисем милиципе çар хĕсметĕнче тăрса пуçлăхсен шайне çитнĕ. Акă Ю.И. Алексеев милици подполковникĕ, ШĔМĕн тĕрлĕ медалĕсене тивĕçнĕ. А.В. Макаров (1931-2019) – çар полковникĕ, хĕç-пăшаллă вăйсен медалĕсене. 2015 çулта вăрă-хурахсене тытса чарнă чух пуçне хунă Канавкассин мăнукне, Андрей Баннова, Мускавран илсе килсе пытарчĕç. Ăна, президент указĕпе «Хăюлăхшăн» орденпа чысланă. Банновăн кукашшĕ, Анатолий Нуждин,Чĕмпĕр тăрăхĕнче паллă çын. Вăл тĕрлĕ çĕрте ăста ял хуçалăх ĕçченĕ, колхоз ертÿçи пулнă. Халĕ аса илÿсем çырса кĕнекесем кăларать.
Çаплах канавкассисем ял хуçалăх ĕçĕсенче те хастарлăх кăтартаççĕ. Н.М. Нуждин (1942-2019) тракторист тата комбайнер «Ĕçри хастарлăхшăн», «В.И. Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă» медальсене тивĕçнĕ. Халĕ ялта пурăнакан О.Е. Осипов, С.Г. Сидоров комбайнерсем, В.Н. Нуждин водитель çулсерен тыр-çире малтисен ретĕнче. Хăй вăхăтĕнче, вĕсен хастарлăхне кура, «Тăхăрьял тăхăмĕ» таврапĕлÿçĕсен ушкăнĕнчи ачасем Канавкасси гербĕ çине пĕчĕк ял çумĕнчи хирте тырă выракан комбайн ÿкерсе хунăччĕ.
Халĕ Канавкассинче ялан пурăнакан çын шучĕ питĕ сахал, килĕ те 19 кăна юлнă. Шкула каякан ачасем пĕрре те çук. Çапах та ĕçчен те туслă халăхăн йăх-несĕлĕ малашне те пĕтмĕ тесе шанас килет.

Михаил Хĕветке.

Фото

Location for : Listing Title