Тĕнче фестивалĕн лауреачĕсем

02 апреля 2021 07:30

Виççĕмĕш çул Крым Республикинчи халăх пултарулăх центрĕ пĕтĕм тĕнчери «Российский Берег» искусство фестивальне ирттерет. Йĕрке-лекенни – пĕтĕм тĕнчери Grand Art искусство форумĕн пултарулăх пĕрлĕхĕ. «Российский Берегăн» çуллахи тата хĕллехи тапхăрĕсем пур. «Хĕллехи карнавал» ятпа иртекен фестивале заявкăсене нарăсăн 7-мĕшĕччен йышăннă. 
Унăн тĕллевĕ – халăхăн пултарулăхри вăй-хăватне аталантарасси, çĕнĕ талантсем тупасси, малашне вĕсене пулăшасси. 
Положени тăрăх конкурса 3 çултан аслăраххисен, пĕччен е ушкăнпа хутшăнма ирĕк пур. Ÿнер çыннисене «Хореографи», «Вокал», «Музыкально-инструментальное искусство», «Цирк», «Театр», «Художественное слово» номинацисенче тупăшма май панă.
Нарăсăн 25-мĕшĕнче сумлă жюри фестиваль-конкурсăн çĕнтерÿçисене палăртнă. Çак кунсенче дипломсем хуçисем патне çитнĕ.
Е.Н. Лянкина ертсе пыракан ачасен «Хĕвел» ушкăнĕ «Вокал» номинацире «Тăван ял» юрă юрласа 3-мĕш степеньлĕ лауреат дипломне тивĕçнĕ. «Укăлча» ансамбль «Анне» юрăпа 3-мĕш степеньлĕ лауреат дипломне илнĕ. 
«Укăлча» юрăçи, чăн-чăн алă ăсти, тĕрлеме юратакан Нина Петровна Угарина «Нарспипе Сетнер тĕлпулăвĕн» тĕрĕллĕ картинине фестивале тăратнă. Крымран 1-мĕш степеньлĕ лауреатăн дипломĕ çитнĕ.
Пултаруллă ентешĕмĕрсене çитĕнÿсемпе чун-чĕререн саламлатпăр. Малашне те чăваш культурине хамăр тата ытти халăхсем хушшинче сарма ăнăçусем, çирĕп сывлăх сунатпăр. Çакăн пек ÿркенмен ертÿçĕсем, юрăçăсем пулсан чăваш юрри-ташши инçетре илтĕнĕ.

Надежда ДАНИЛИНА.
Автор сăнÿкерчĕкĕсем.

Фото

Location for : Listing Title