Тÿпере те пул эс, тăванăм, Ырьят!!!

25 марта 2021 09:00

Хаçатăмăрта Анатолий Дмитриев-Ырьят чылай çул çырусен пайне ертсе пычĕ. «Çынсемпе пĕр чĕлхе тупма мана Хирти Кушкă, унтан Раккассинчи сакăр çул вĕренмелли шкулсенче учительте ĕçлени, совпартшкулта вĕренни, Чăваш патшалăх университетĕнче чăваш филологийĕпе культура факультетĕнчен вĕренсе тухни самай пулăшрĕç. Журналистăн унăн тата чăн-чăн психолог та пулмалла, çынсене юратмалла, – теме юрататчĕ Ырьят хушма ятпа çÿренĕ çивĕч перо ăсти. Çапла. 1990 çулта тин çеç тухма пуçланă «Канаша» хăйĕн хайлавĕсене – сăввисене – 
илсе килнĕ те 2 теçетке çурă çула юлнă. Хаçат ĕçне илсе пынисĕр пуçне прозăпа нумай ĕçлетчĕ, повеçсем, роман çырчĕ. 
Анатолий Григорьевич çамрăк çыравçăсене юлташла сĕнÿсем, канашсем пама пĕлетчĕ. Çыру ĕçне питĕ кăмăллатчĕ. Тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа, пысăк яваплăхпа пурнăçланăран пысăк пĕлтерĕшлĕ наградăсене тивĕçрĕ. 
Çыравçă хăйĕн хайлавĕсемпе вулакансене тĕрĕс йышăнусем, ырă утăмсем тума пулăшатчĕ тени ÿстерсе калани мар. Анатолий Григорьевич хускатакан темăсем (тăван ялсене çĕнетесси, çамрăк ăрăва ăс парасси, йăх-несĕлсен çыхăнăвĕ, тăван чĕлхе аталанăвĕ, хÿтлĕхсĕр, чун-чĕри аманнă çынсене пулăшу аллине тăсасси) çивĕччĕ.
Çырма пуçлакан миçе çамрăка, е пуçне кĕмĕл тĕс çапсан аллине ручка тытнă шурсухала прозăпа поэзи  тĕнчине илсе кĕмен-ши хисеплĕ çыннăмăр? Тÿрех касса татмастчĕ вăл, çапса та хуçмастчĕ. Хăйсен йăнăшĕсене тупса тÿрлетме май паратчĕ.
Тивĕçлĕ канура та аллинчен калемне ямарĕ ĕçтешĕмĕр. Çырас ĕмĕчĕ пысăкчĕ унăн. Вулакансене çулран çул çĕнĕрен çĕнĕ кĕнеке кăларса савăнтарчĕ, поэзи анине тухăçлăн сухалатчĕ, прозăпа вăй хума та интереслĕ сюжетсем тупатчĕ... Шел... пурнăçĕ инсульта пула вăхăтсăр татăлчĕ.
Лăпкă çывăрăр, хаклă тусăмăр, йывăр тăпрăр çăмăл пултăр. Чунăр çÿлти патшалăхра канлĕх туптăр. Сирĕн кĕнекĕрсем Ырьят пултарулăхĕн вилĕмсĕрлĕхне ĕнентерсе ĕмĕр-ĕмĕр халăх хушшинче çÿрĕç. 

«Канаш» редакцийĕ, 
УОЧНКА. 


Нина ВАСИЛЬЕВА  Ăçта пулсан та – эс Ырьят!

Сывă чух пĕрре те шутламастпăр
Ыранхи кун мĕнле килессе.
Чирлесе ÿксен тин ăнланатпăр,
Çут тĕнче вышкайсăр хаклине.

Сывă чух ĕç нумай-çке, васкатпăр.
Чир тăвать пĕчĕкçĕн хăй ĕçне.
Умлăн-хыçлăн «лере» ăсанатпăр,
Каялла килме çук ял вĕçне.

Каш-кашлать çÿллĕ ÿснĕ йăмрамăр,
Кармашать тытас пек çăлтăра.
Пурнăç кăткăс, таçта талпăнатпăр,
Йăванатпăр хăрнă йывăçла.

Сĕве, Аслăкÿл, Чăнлăпа юнашарăн,
Ыткăнаç малалла хумсемпе.
Пуçра ăс пур чухне – шухăш тарăн,
Манаймастпăр çывăх ятсене.

Кармашать çÿлелле ватă хурăн,
Киленет çут хĕвел ăшшипе.
Мĕншĕн çук меслет пурнăç тăсмашкăн?
Юхтаратпăр куççуль кунсерен.

Кашни çын пурнăçĕ хăйне майлă,
Кашни хăварасшăн ырă ят.
Пирĕншĕн эс пултăн, Анатолий, Çăлтăр, –
Тÿпере те пул эс, тăванăм, Ырьят!!!


Фото

Location for : Listing Title