Тĕппи – ачисен тимлĕхĕ

17 мая 2022 10:00

Вунă ачана пурнăç парнелесе, ăс парса ура çине тăратасси çăмăл ĕç мар. Çакнашкал хисеплĕ çынсем умĕнче пуç таймалла.
Орловка поселокĕнче питĕ сăпайлă, ĕçчен хĕрарăм, 10 ывăлпа хĕр çуратнă ача амăшĕ-героиня Зинаида Ледюкова (Кондорла) пурăнать. Ăна ентешĕсем ĕçченлĕхĕшĕн, сапăрлăхĕшĕн хисеплеççĕ.
Зинаида Григорьевна 1947 çулхи акан 10-мĕшĕнче Кивĕ Улхашра çут тĕнчене килнĕ. Григорий Николаевичпа Клавдия Петровнăн çемйинче шучĕпе 2-мĕш ачи. 6 ачаллă хĕрарăм питĕ ир упăшкисĕр, тĕпренчĕкĕсем ашшĕсĕр тăрса юлаççĕ. Амăшне колхоз ĕçĕнче те, килте те пулăшаççĕ.
Зинаида 9-мĕш класс хыççăн Ульяновск хулине çул тытать, чукун чул çине ĕçе вырнаçать вăл. Çăкăр хакне пĕлсе вăй хурать. Пурнăç çулĕ çине Турă çырнине тĕл пулма пÿрнĕ иккен – 1967 çулта Орловка йĕкĕтне качча каять. Александр Ледюков мăшăрĕ пулса тăрсан çамрăк хĕрарăм «Рассвет» хуçалăха ĕçлеме вырнаçать. Тĕрлĕ çĕрте вăй хунă май ачасене ура çине тăратассишĕн ырми-канми тăрăшнă. 1969 çулта аслă хĕрĕ Лариса çуралнă. Вăл хальхи вăхăтра Кĕçĕн Нагаткинăра пурăнать. Ял шкулĕнче учительте вăй хурать. Паян вĕсен те 3 ача, 4 мăнук.
Ывăлĕ, Вячеслав, Аçтăрханти тинĕс çÿрев училищине пĕтернĕ, паян Ульяновскра пурăнать. Хĕрĕ пысăк ĕнтĕ. Петр Рязановăри ял хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Вăл 3 ача ашшĕ. Микулай Орловкăра пурăнать, 2 ача ÿстерет. Дмитрийпе Алексей аслă тетĕшĕ пекех Аçтăрханти тинĕс çÿрев училищинче пĕлÿ илнĕ.
Хальхи вăхăтра пĕри Орловкăра çемйипе пурăнать, кĕçĕнреххи студент чухне юратма ĕлкĕрнĕ хуларах юлнă. Иккĕшĕн те икшер ача. Наталья Ульяновскри ял хуçалăх ак адемийĕнчен вĕренсе тухнăранпах Ульяновскра тĕпленнĕ. 1 ача амăшĕ. Михаил Алексей пекех Аçтăрханта пурăнать, мăшăрĕпе 2 ачана ура çине тăратаççĕ. Зинаида Григорьевнăн чи кĕçĕн ывăлĕ Сергей Орловкăра юратнă амăшĕпе пурăнать. Арăмне те питĕ хисеплет вăл, 3 ача ашшĕ, пĕчĕкрен чăваш çемйинчи чи аван йăласене тĕпе хурса ÿснĕ. «Хамăр халăхăн авалтан пыракан йăли-йĕркипе тĕпкĕчĕн тĕп киле юлса ватлăхра ашшĕ-амăшне пăхса пурăнмалла.
Шел, хальхи çамрăксем чи кĕçĕннин ялта тĕп килте юлма тивĕçлине мансах хуланалла вĕçтереççĕ»,– терĕ Сергей Александрович. Арçын, туслă çемйипе, амăшĕпе юнашар пурăнса ĕçе çÿренипе çеç çырлахмасть, çулран çул тăван килне çĕнетет, тĕреклетет. Пĕлтĕр çуртăн 2-мĕш хутне хăпартнă вăл. Харпăр хуçалăхĕнче ĕçлемелĕх пур – вите тулли выльăх-чĕрлĕх ĕрчетеççĕ.
Зинаида Григорьевна «Ача амăшĕн мухтавĕ» (3-мĕш пусăмри) тата «Ача амăшĕ-героиня» орденсен кавалерĕ. Тăван çĕршыв ăна 2-мĕш пусăмри Ача амăшĕн медальне, Хисеп хучĕсене парса чысланă. Зинаида Ледюковăн ятне Ульяновск облаçĕн Ылтăн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ.
Хĕрарăм ачисемпе мăнукĕсен, пĕр ял çыннисен юратăвĕпе хисепне тивĕçлĕ. Ачисем Тăван çĕршыв патриочĕсем, ĕçчен çынсем пулса çитĕнччĕр тесе сахал мар тăрăшнă, çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçленĕ. Ывăлĕсенчен кашниех салтак тивĕçне пурнăçланă.
Пурнăçа питĕ юратакан, ырă кăмăл-туйăмлă, кÿршисемпе ялйыш çитĕнĕвĕсемшĕн савăнма пĕлекен, ачисене, мăнукĕсене телей, сывлăх сунакан хĕрарăм – поселок мухтавĕ, Чăнлă районĕнчи чи сумлă çынсенчен пĕри.
10 ачине те вĕсем мăшăрĕпе пархатарлă, ăслă-тăнлă çынсем пулса ÿсчĕр тесе ăс панă.
Паян Зина аппа ачисемпе мăнукĕсен хăтлăхĕшĕн пурăнать.
Унăн 10 ывăл-хĕрĕнчен кашниех пултаруллă. Еплерех пуян вăл!
Унăн паян 21 мăнук тата 4 кĕçĕн мăнук. Çапла тĕпренчĕкĕсем пурте пысăк. Анчах та хуть те мĕнле лару-тăрура та вĕсем тăван килне туртăнаççĕ, шăнкăравлаççĕ, килеççĕ. Амăшне чунри вăрттăн шухăшĕсене пĕлтереççĕ, çĕр çинчи чи хаклă çыннине юратнине калаççĕ. Вăл та вĕсене чунтан юратать, сума сăвать, хăйне ватлăхра тимлĕх уйăрнине хаклать.

Валентина МЕРЛУШКИНА,
библиотека ĕçченĕ.
Архиври сăнÿкерчĕк.
Чăнлă районĕ, Орловка ялĕ.



Фото

Location for : Listing Title