Тĕрлĕ халăх арĕсем спортра ăмăртнă

25 февраля 2021 09:32
Раççей çар истори обществин ялавĕсем айĕнче национальноçсен, аслă вĕренÿ заведенийĕсен, ветерансен тата патриотла организацийĕсен 32 команди тăчĕ. Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕ кăçал ăмăртăва виçĕ команда тăратрĕ – «Еткер», «Булгар» тата «Çамрăксен».
Турнира хутшăнакансене тата хăнасене Ульяновск облаçĕн администрацийĕн национальноçсен тата конфесси хутшăнăвĕсен управленийĕн начальникĕ Сергей Паховский, Ульяновск хулин пуçлăхĕ Сергей Панчин, Засвияжски районĕн ертÿçи Наиль Юмакулов, Ульяновскри казаксен атаманĕ Андрей Куликов полковник саламларĕç.
Çĕрлечченех пынă тупăшу хĕрÿрен те хĕрÿ пычĕ.
Çĕнтерÿçĕ ятне иртнĕ çул тин йĕркеленнĕ грексен наципе культура автономийĕн команди тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăнта – азербайджан автономийĕ, виççĕмĕшĕнче – МАИР (пĕтĕм тĕнчери ислам усламĕн пĕрлешĕвĕ) команди.
Чăваш автономийĕн виçĕ командинчен «Еткер» тата «Булгар» çурма финала тухнă. «Еткер» азербайджан командине, «Булгар» МАИРа кăна выляса янă.

Фото

Location for : Listing Title