Тăван чĕлхемĕр – ĕмĕре

27 августа 2021 07:58

Облаçри чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен учительсен август уйăхĕнчи канашлăвĕ кăçал ытти çулсенчен урăхларах иртрĕ. Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн председателĕ Олег Мустаев канашлăва Атăл çинче теплохода тара илсе йĕркелерĕ. Тăкаксене автономи хăй çине илчĕ.

«Тăван чăваш чĕлхин ачасен кăмăл-сипетне çирĕплетнĕ çĕрти пĕлтерĕшĕ» темăпа иртнĕ область семинарне УОЧНКА председателĕ Олег Мустаев салам сăмахĕсемпе уçрĕ.
– Çăмăл мар вăхăтра ĕçлеме тивет сире. Паян тăван чĕлхене ашшĕ-амăшĕ те вĕрентесшĕн мар, правительствăн юлашки хушăвĕпе ăна аслисенчен ыйтмасăр, вĕсем ирĕк памасăр вĕрентме те юрамасть. Нумайăшĕ ачисем вырăсла лайăх калаçма вĕренччĕр тесе тăван чĕлхе тесе вырăссене илеççĕ. Чăваш Республикинчи вĕрентÿ министерстви документсене вăхăтра хатĕрлейменни пирки (вĕрентме юракан кĕнекесен списокне кĕртмен) сире учебниксемпе те тивĕçтерейместпĕр. Апла пулин те эсир хăвăр ĕçĕрте тăрăшатăр, май пур таран ачасене тăван чĕлхе çумне çыпăçтаратăр. Тав сире пурне те.
Çĕнĕ вĕренÿ çулне пуçлама кăмă-лăрсем çĕкленÿллĕрех пулччăр тесе семинара тăвăр та пăчă аудиторире мар, уçă сывлăшра, Атăл çинче ярăнса ирттерме палăртрăмăр, теплоход тара илтĕмĕр. Автономи кунта хăй ĕçлесе илнĕ укçине хыврĕ. Çĕнĕ вăйпа, çĕнĕ хăватпа ĕçлеме сунатăп çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче, – терĕ вăл. Иртнĕ тапхăрта палăрнă учительсене – Г.И. Сергеевăна (Ульяновск, 72-мĕш шкул), А.Н. Грачева (Çинкĕл районĕ, Ялавăр), Т.П. Спиридоновăна (Çĕнĕ Малăкла районĕ, Курахви) тата «Вĕренÿ аталанăвĕн институчĕ» учрежденин директорне С.А. Андреева УОЧНКАн тав çырăвĕпе чысларĕ. Ялавăр шкулĕнчи пуçламăш классен вĕрентÿçине А.Н. Грачева УОЧНКА председателĕ автономи символикиллĕ поло-футболка тăхăнтартрĕ.
Салам сăмахĕсене облаçри Нацисен культурисен центрĕнчи чăваш уйрăмĕн заведующийĕ Ираида Гаврилова, облаçри чăвашсен пĕртен-пĕр «Канаш» хаçачĕн тĕп редакторĕ Елена Мустаева каларĕç.
– Эпир сирĕнпе пĕр ĕç тăватпăр – тăван чăваш чĕлхи çĕр çинчен ан çухалтăр тесе тăрăшатпăр. Çавăнпа та пирĕн пĕрле, çыхăнса ĕçлемелле. «Канаш» хаçат ĕçченĕсем хуть те хăш яла кайсан та шкула кĕмесĕр, вĕрентекенсем пирки çырмасăр килмеççĕ. Сирĕн енчен те çакнах кĕтетпĕр. Эсир хăвăр чăваш хаçатне çырăнасса, ачасен ашшĕ-амăшĕсене »Канаш» çырăнма сĕнессе, ачасене пирĕн хаçата вулаттарасса шанатпăр. Çаплах ачăрсен пултарулăх ĕçĕсене ярса парасса кĕтетпĕр. Эпир вĕсене хаваспах пичетлетпĕр. Тав пирĕнпе пĕрле пулнăшăн, – терĕ Елена Николаевна.
Регионти вĕренÿ аталанăвĕн институчĕн чăваш шкулĕсемпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ Владимир Грузин облаçра тăван чĕлхене вĕрентесси мĕнле пыни пирки каласа пачĕ тата иртнĕ вĕренÿ çулĕнче палăрнă учительсене, институтпа тачă çыхăнса ĕçлекенсене чысларĕ. Вĕрентÿ министерствин тав çырăвĕсене А.И. Грузина, Л.А. Васильева тивĕçрĕç.
– 2020-2021 вĕренÿ çулĕнче чăваш чĕлхипе литературине уроксенче, урок тулашĕнче тата факультативсемпе кружок майĕпе 1197 ача вĕреннĕ. 15 шкулта 517 ача чăваш чĕлхипе литературине предмет майĕпе ăса хывать. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен урок мелĕпе Ульяновск хулинчи 47-мĕш шкулта чăваш чĕлхине вĕрентме пуçлаççĕ. Урок тулашĕнче 27 шкулта 349 ача чăвашла калаçма, çырма, вулама, юрлама, ташлама вĕренет. 24 шкулта ĕçе факультативпе кружок мелĕпе йĕркеленĕ. Унта 331 ача ăс пухать. Кашни çулах чăваш чĕлхипе литература пĕлĕвне ачасем олимпиадăна хутшăнса кăтартаççĕ. Иртнĕ çул регион шайĕнчи олимпиадăна 27 ача хутшăннă. Вĕсенчен 15-шĕ çĕнтерÿçĕпе призер ятне тивĕçнĕ. Чăнлă районĕнчен: Дарья Имангулова, Ксения Денисова, Алина Борисова (вĕрентекенĕ Е.К. Сулагаева, Кивĕ Улхаш шкулĕ), Вероника Биктеева, Сергей Грузин (вĕрентекенĕ А.И. Грузина, Тутар Каши), Кристина Авасева (вĕрентекенĕ С.В. Телеева, Анат Тимĕрçен), Мария Павлова (вĕрентекенĕ С.И. Мигукова, Вăта Тимĕрçен), Михаил Долгов, Алина Макарова (вĕрентекенĕ С.Ф. Кудряшова, Çĕнĕ Улхаш);Олеся Мулякова, Анастасия Топтыгина (вĕрентекенĕ С.А. Марышева, Ульяновск, 55-мĕш шкул), Семен Дьяконов (вĕрентекенĕ З.Н. Ярославская, Майна районĕ, Чÿрекел), Яна Егорова, Дмитрий Михайлов (вĕрентекенĕ В.В. Грузин, Ульяновск, 57-мĕш шкул), Анастасия Селифанкина (вĕрентекенĕ Г.И. Сергеева, Ульяновск, 72-мĕш шкул) çĕнтерÿçĕсемпе призерсен ятне тивĕçнĕ.
Çаплах кăрлач уйăхĕнче Чăваш Республикинчи вĕренÿ министерстви ирттернĕ «Туслăх хĕлхемĕ» конкурсра, Чăваш наци конгресĕ йĕркеленĕ викторинăра, нарăс уйăхĕнче чăвашсен çĕнĕ алфавичĕ йĕркеленнĕренпе 150 çул çитнине халалланă «Çĕнĕ хум» литература конкурсĕнче, ака уйă-хĕнче пĕтĕм чăваш диктантĕнче çу уйăхĕнче «Константин Иванов – чăваш литература классикĕ» конкурс-викторинăра Чăнлă районĕнчи Ирçел шкулĕнчи Н.М. Сайгушева, Пухтел шкулĕнчи В.Л. Пидиксеева, Ульяновск районĕнчи Симĕс Ращари Р.А. Волкова, Унтăрти Л.С. Улюкина, Унтăр шкулĕн филиалĕнчи В.П. Денисова, Салмановкăри С.В. Яковлева, Димитровградри В.В. Киргизова, Çĕнĕ хулари Л.А. Васильева вĕрентекенсен ачисем хăйсен пултарулăхĕсене кăтартса малти вырăнсем çĕнсе илнĕ.
2020-2021 вĕренÿ çулĕнче вĕренекенсемпе ачасем «Канаш» хаçат редакцийĕнче пулса курчĕç, ăшă кăмăллă калаçу иртрĕ, – вĕçлерĕ вăл докладне пурне те çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнипе саламласа. Вĕренÿ аталанăвĕн институчĕпе тачă çыхăнура ĕçлекенсене – О.Н. Мустаева, Е.Н. Мустаевăна, И.В. Гавриловăна, А.А. Никитинăна – директор ятĕнчен Тав çырăвĕ парса хавхалантарчĕ.
Семинарта тĕрлĕ темăпа тухса калаçма 13 çын çырăннăччĕ. Н.М. Сайгушева тăван чĕлхепе литература урокĕсенче ачасенче патриот туйăмне вăратасси, С.В. Яковлева тăван чĕлхе урокĕсенче усă куракан мелсем, В.В. Прохорова хушма вĕрентÿ тытăмĕ тăван чĕлхене вĕренме мĕнле пу-лăшни, С.В. Телеева тăван чĕлхепе литература урокĕсенче ачасен кăмăл-сипетне пуянлатасси – паянхи вĕрентĕвĕн никĕсĕ пулни, Т.П. Спиридонова тăван литерату-рăна вĕреннĕ çĕрте халăх вăййисем мĕнле витĕм кÿни пирки каласа пачĕç. Тăхтав вăхăтĕнче Димитровградран пĕртăвансем, ача сачĕн заведующийĕсем Анастасия Свидерскаяпа Галина Третьякова илемлĕ чăваш юррисем шăрантарчĕç.
Икĕ сехет теплоходпа ишнĕ хыççăн вĕрентекенсем семинар ĕçне УОЧНКА çуртĕнче тăсрĕç.

Елена ТРОЯНСКАЯ.
А. Никитина сăнÿкерчĕкĕсем.

Фото

Location for : Listing Title