Таса шывпа танлаштарчĕ

24 января 2022 09:00

Раççей пичечĕн кунĕпе тата Кивĕ Çĕнĕ çул уявĕпе саламлама «Канаш» хаçат редакцине РФ патшалăх Думин
депутачĕ, Ульяновск облаçĕн экс-губернаторĕ Сергей Морозов тата унăн çумĕ Ольга Никитенко килсе кайрĕç,
парнесем парнелерĕç.
Салам çырăвĕнче Сергей Иванович Ульяновск облаçĕнчи чăваш хаçачĕ регионти общество пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăннине палăртрĕ. Çак паллă кун шăпах канашçăсене саламлама кăмăл пулнине пĕлтерчĕ. Калаçу сĕтел хушшинче вĕри чей ĕçсе малалла тăсăлчĕ.
«Мĕн ĕмĕтленнисем сирĕн пурнăçа кĕччĕр. Малашне те пĕрле ĕçлемелле пултăр», – терĕ Сергей Иванович сăмахсене çирĕплетсе алăсене пĕрле тытса.
– Ульяновск облаçĕнче чă ваш, тутар тата мордва чĕлхисемпе хаçатсем тухса тăни хăй истори, тĕлĕнмелле пулăм.
Пĕчĕк йышпа кăларса тăракан пĕчĕк хаçатсем тееймĕн сире.
Паянхи кун нумайăшĕ интернетра пурăнать, нумай çĕрте наци хаçачĕсем пĕтсе ларчĕç.
Эсир вара 32 çул тухса тăратăр, хăвăрăн пиншер ентешĕрсем патне эрнере пĕрре çитетĕр. Эсир журналистсем кăна мар, эсир – таса шыв пек вулакансен пурнăçне килсе кĕретĕр. Эсир – чăн-чăн! Вулакансене облаçри, Раççейри хыпарсемпе паллаштарма пĕлетĕр кăна мар, кирлĕ пулсан вĕсене йывăрлăхра пулăшу аллине тăсатăр, çынсене хавхалантаратăр. Маттурсем! Сирĕн хаçатăр малашне те пурăнтăр, Турă пулăштăр! Эпĕ вара сире пулăшса пырăп, – терĕ Сергей Иванович.
С.И. Морозов Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн хушăвне вуласа пачĕ. 2021 çулти раштавăн 30-мĕшĕнче алă пусса çирĕплетнĕ документра халăх пултарулăхне, йăли-йĕркине аталантарас, кашни этносăн хăйнеевĕрлĕхне, культура палăкĕсене сыхласа хăварас тĕлĕшпе 2022 çула Раççей халăхĕсен культура еткерлĕхĕн çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ.
– Ульяновск облаçĕ – çак йĕрпе питĕ ăнăçлă та нумай çул ĕçлекен, пуян опыт пухнă регионсенчен пĕри. Кунта, паллах, наци хаçачĕсен пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк, – хушрĕ вăл.
Çаплах С.И. Морозов «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партийĕн халăх программипе кĕскен паллаштарчĕ. Раççей халăхĕн пурнăçне тивĕçлĕ тăвассишĕн, партин программине пурнăçлассишĕн малашне пĕрле, тачă çыхăнса ĕçлессине шанатăп терĕ.
УОЧНКА председателĕ О.Н. Мустаев тата «Канаш» хаçатăн тĕп редакторĕ Е.Н. Мустаева хаклă хăнасене тав турĕç. Олег Николаевич экс-губернатора «Чăваш çĕршывĕ» икĕ томлă кĕнеке парнелерĕ, Елена Николаевна – «Атăл юрри» альманахсен пуххине тата хăйĕн кĕнекине.

Елена ТРОЯНСКАЯ.

Фото

Location for : Listing Title