Телейне Кашарах тупнă

08 декабря 2021 08:51

Çăкăр хакне ачаран пĕлнĕ. 1971 çулта колхозра ĕçлеме пуçланă. 1973-1974 çулсенче салтак тивĕçне пурнăçланă. Кĕркунне çартан таврăннăранпах тăван хуçалăхра вăй хунă вăл. Нумай çул тракторпа (çав шутра – ДТ-75, Т-40, МТЗ-82), тĕрлĕ комбайнпа тырă çапнă тата погрузчикпа чĕкĕнтĕр кăларнă. Тырçири чи шанчăклă туссем тимĕр утсем (ДОН, КСК...) пулнă.
– Çулла мĕнле иртрĕ тетĕр-и? Сисĕнмерĕ те. Сĕве юхан шывне пулла çÿрерĕмĕр. Витесене юсарăмăр, пахчара та ĕç тупăнсах пычĕ. Ĕç çынна илем кÿрет. Хусканусăр епле-ха? Вăл яланах пур пирĕншĕн те – тивĕçлĕ канури çынсемшĕн.
Ĕлĕк ваттисем мĕнле калатчĕç-ха? «Кил хуçалăхĕнче нимĕн те ишĕлсе, юхăнса тăмалла мар. Кунне пĕр пăта та пулин çапмалла», – тетчĕç. Эпир, чăвашсем, шурсухалсен канашне, шухăшне тимлеме тăрăшнă. Пирĕн çемьере те пĕри шофера, тепри Çинкĕлти профессипе техника училищинче тракториста вĕреннĕ. Хуçалăхăн ертÿçи Наиль Гайниев ĕçлеме юратакансене питĕ хисеплетчĕ, пĕрне те кÿрентерместчĕ – утă, сахăр, тырă паратчĕ, санаторисене яратчĕ. Вăхăчĕ аван пулнă ун чухне. Хальхипе танлаштарма çук. Анатолий Головин (Май) парторгчĕ.
Ял клубĕнче ĕç çыннине кантарма концертсем, спектакльсем хатĕрлетчĕç. Халăх канма та, лаша пек вăй хума та пĕлнĕ, – паллаштарать çамрăк чухнехи тапхăрпа Каша мухтавĕ.
Николай Гурьевич паянхи пурнăçа та лайăх паллăпа хаклать. Сĕве хĕрринчи ялта çуралса ÿснĕшĕн, çакăнтах хисепе тивĕçлĕ пулнăшăн, савнă пикипе çемье чăмăртанăшăн, пепкисем çут тĕнчене килнĕшĕн Турра тав тăвать.
– Мăшăр шанчăклă манăн, аван. Ман шухăша та вырăна хурать, хăй те – килшĕн, çемьешĕн. Ачасем ÿссе çитĕннĕ, хăйсен пурнăçĕпе пурăнаççĕ, – тет Николай тете.
– Ял-йыш пирĕн лăпкă, вашават кăмăллă. Калаçас, хал пĕлес тесен урама çеç тух! Эпир тутарпа чăваш ялĕсен чиккине çывăх пурăннăран икĕ чĕлхепе те шăкăлтатса калаçатпăр. Тăнăçлăха юратакан туслă ентешсем, кÿршĕ-аршă хамăр çулаллисем.
Интерессем те пĕр. Кану кунĕсенче ачасене, мăнуксене кĕтме пуçлатпăр. Пахчара, кил хуçалăхĕнче кăштăртаткалатпăр. Пенси параççĕ. Пурăн та пурăн. Ку амак ăçтан тухрĕ тата! Пандеми тесе хăратаççĕ. Çĕнĕ кăшăлвирус чуна ыраттарать. Хамăра упрамалла, сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла.
Уçă сывлăшра ахаль те нумай çÿретпĕр-ха эпир. Урама тухмасăр епле-ха? Николай Гурьевич ĕç ударникĕ, социализмла ĕç ăмăртăвĕсен çĕнтерÿçи.
Пултаруллă колхозникăн наградисен çÿпçинче Хисеп хучĕсем, Тав çырăвĕсем нумай. Мăшăрĕпе, Нина Владимировнăпа, 4 теçетке çул ытла пĕрле юратупа килĕшÿре пурăнаççĕ, ачисемшĕн тĕслĕх шутланаççĕ.  

Алена АЛЕКСЕЕВА.
Чăнлă районĕ.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Фото

Location for : Listing Title