Телейне ютра тупнă

25 августа 2021 09:39

Раиса Садовникова пайтахранпа «Канаш» çырăнса илет. Кăшăлвирусран сывалма та ăна чăваш хаçатĕнчи сĕнÿ пулăшнă.
Кивĕ Майна район чăвашĕсенчен ытларахăшĕ ку тăрăха ĕç шыраса килнĕ. Вăрманлă, уй-хирлĕ вырăнсенче хăй вăхăтĕнче совхозсем кĕрлесе тăнă, уйрăмах выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес çĕрте ĕçлекенсене пурне те хваттер панă. 
Дмитриево-Помряскино ялĕнче те чăвашсем пайтах. Питĕ илемлĕ, çырла-кăмпапа пуян вырăнта кун-кунланипе савăнса пĕтереймеççĕ вĕсем. Район Ульяновск облаçĕн çурçĕр-хĕвел тухăç пайĕнче, çут çанталăкăн ытармалла мар кĕтесĕнче вырнаçнă. 
Раиса Садовникова (Исаева) çамрăкла ку тăрăх çинчен илтмен те. Ишлĕ хĕрĕ Матака (ТР, Çĕпрел районĕ) качча кайнă. Мăшăрĕпе пĕр чĕлхе тупма май çуккине ăнлансан шухăша путнă. Телейлĕ шăпа шыраса килнĕ вăл кунта. Çĕнĕ çĕрте ĕмĕрĕпех «Заречное» опытпа производство хуçалăхĕнче ĕçленĕ. Ĕне сунă, выльăх пăхнă. 
– 1973 çулта хĕн кăтартакан упăшкаран тарса ачасемпе Чертаклăна килтĕмĕр. Инкепе пичче пире шеллесе килне йышăнчĕç. Анчах та совхозра дояркăсем кирлĕ мар тени ман чĕрене вăйлах ыраттарчĕ. «Фермăна вырнаçсан хваттер параççĕ, ытти çĕрте пайтах кĕтме тивĕ», – кулянса шутларăм эпĕ. Инке мана Кивĕ Майнăна кайса пăхма сĕнчĕ. Çăлăнăç шыраса пурте пĕрле тиенсе килтĕмĕр. Дмитриево-Помряскинăри хуçалăхра ĕçе тÿрех йышăнчĕç. Чăваш хĕрарăмне ĕçе илнĕшĕн хĕпĕртенине те пытармарĕç. 3 кунтан хваттер пачĕç пире. Вăхăт иртнĕçемĕн эпĕ пур кăтартупа та чи малта пыракан доярка пулса тăтăм. 
Упăшка пĕлнĕ эпĕ кунтине – хыçран шыраса Кивĕ Майна районне килнĕ. Каснă чĕлле каялла сыпма çук тесе йышăнмарăм. Ман тĕллев – 3 хĕре ÿстерессиччĕ. Шкул хыççăн кашнинех ятарлă вăтам пĕлÿ илме пулăшрăм, качча патăм. Кĕрÿсем маншăн ывăл пекех хаклă. Шел, иккĕшĕ нумаях пулмасть умлăн-хыçлăн чирлесе вилчĕç. Паян кунччен йĕретĕп, – тет Раиса Николаевна. 
Хĕрарăм хуйхине ачисем, мăнукĕсем пурри, эрнесерен «Канаш» хаçат килсе тăни çăмăллатаççĕ. Дмитриево-Помряскинăра пурăнакан хĕрĕсем тăтăшах амăшĕ патне кĕрсе тухаççĕ. Хăй те пур енĕпе те пулăшма тăрăшать вĕсене. 
– Пĕр 30 çул каялла Чертаклăна хăнана кайрăм та сĕтелĕ çинче чăваш хаçачĕсем выртнине куртăм. «Канаш» тесе çырнă вĕсем çине. Тăвансем кăларăм Ульяновскра тухнине, хуть те мĕнле çыхăну уйрăмĕнче те çырăнса илме май пуррине пĕлтерчĕç. Çавăнтанпах эпĕ ăна илме пĕрре те пăрахман. Манăн чи шанчăклă туссенчен пĕри вăл, – терĕ Рая аппа кăмăллăн кулса.
1940 çулхи кăрлачăн 5-мĕшĕнче çуралнăскер вăйпитти вăхăтра сахăр диабечĕпе чирлесе каять. Кивĕ Майнăри тĕп район пульницине вăхăтра кайса тĕрĕс сиплев илет вăл. Кашни кун хăйне инсулинпа укол тăвать, май килнĕ таран сывă пурнăç йĕркине пăхăнать. 
– Пĕлтĕр вăйлă аптрарăм, ялти фельдшер Галина Угарина укол тума пуçларĕ, тест илнĕ хыççăн кăшăлвируспа чирлени паллă пулчĕ. 5 кун укол тунă хыççăн мана хулана ЦГКБ текен сиплев учрежденине илсе кайрĕç. Киле сывă таврăнтăм. Тайма пуç Галина Николаевнăна мана вăхăтра тимлĕх уйăрнăшăн, пульницăна выртма калаçтарнăшăн, «Канаша» – хыпарланăшăн. Хăвăра начар туйсан васкаса тухтăр патне каймалла тесе çырнине вуланă хыççăн шурă халатлисенчен пулăшу ыйтрăм. Тавах сире, çыравçăсем, – сăмахне малалла тăсрĕ Раиса Садовникова. – Ку эрнере манăн туя каймалла-ха. Мăнук Вадим авланать. Аграри университетĕнчен вĕренсе тухсан вăл салтака кайса килчĕ. Хамăр ялти Северьяновсен хĕрне качча илет. Савăнатăп уншăн. Хамăн ачасемшĕн.         
Хурине те, шуррине те сахал мар курма тивнĕ ентешĕмĕр темрен ытла 3 хĕрĕпе кĕрĕвне, 4 мăнукне, 2 кĕçĕн мăнукне юратать. Çак сăпайлă, кăмăллă хĕрарăмăн пурнăç тĕллевĕ паян пĕрре – çывăх çыннисене усă кÿресси. 
Александра РОМАНОВА.
Кивĕ Майна районĕ.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.


Фото

Location for : Listing Title