Тимĕрçĕ лаççи. Тимĕрçĕ

09 апреля 2021 08:32

Тимĕрçĕ ĕçĕ çăмăл мар. Çавăнпа та унăн хăш-пĕр енĕсем çинчен каласа пани витĕмлĕрех пулать пек туйăнать, кашни ĕçĕн хăйне евĕрлĕ вăрттăнлăхĕ пур. 
Тимĕрçĕ лаççинче яланах икĕ çын ĕçленĕ: тимĕрçĕ тата хĕртнĕ пысăк тимĕре туптакан (молотобоец). Маçтăр хăйĕн мăла-тукĕпе сунтал çине хунă хĕп-хĕрлĕ хĕртнĕ тимĕр çумĕнче чăнкăртаттарса, кĕвĕлентерсе, хĕртнĕскере кувалдăпа ăçтан çапмаллине (туптамаллине) кăтартса тăнă. Туптаса çитерсен, чарăнма вăхăт çитсен тимĕрçĕ хăйĕн мăлатукне хăяккăн йăвантарса хунă. Кувалдăпа (султанпа) урăх хĕртнĕ тимĕре шаккаман. Ку тимĕрçĕпе молотобоецăн чĕлхи пулнă. Вĕсем пĕр-пĕрне лайăх ăнланнă.
Тимĕрçĕ лаççине пыракансене те ăста ĕçлеттерме тăрăшнă, пулăшма ыйтнă. Молотобоец ĕçне пурнăçлакан вăйлă, çирĕп çын пулнă.
Ку асамлă çуртра яланах алă айĕнчи тĕрлĕрен ĕç хатĕрĕсем кирлĕ. Вăл япаласемсĕр тимĕрçĕ хăйĕн тĕп тивĕçне пурнăçлама пултараймасть. Сăмахран, хĕртнĕ тимĕре çара алăпа тытаймастăн. Ăна тытас тесен хĕскĕчĕ кирлĕ, вĕсем те пысăкăшпе тĕрлĕрен пулнă. Апла пулсан, тимĕрçĕн те хăйĕн ĕçĕнче тĕрлĕрен инструментсемпе усă курма тивнĕ.
Тимĕрçĕре ĕçлекен çын лаçа яланах шывпа тултарнă валашка лартнă. Хуçи ĕçе пырсан чи малтан валашкара шыв пуррипе-çуккине тĕрĕсленĕ. Тимĕре çемçетме тата тимĕре питĕ вăйлă хытарма (каление) шыв кирлĕ пулнă. Ку ĕçсем асăрханулăх, тимлĕх ыйтаççĕ. Питĕ лайăх хĕртнĕ хыççăн ăна хытарас тесе пĕр вăхăт шывра тытмалла. Тимĕр хытать, авкаланмасть, çирĕплĕхĕ ÿсет. Хытă тимĕре çемçетес тесен ăна лайăх, вăйлă хĕртнĕ хыççăн каллех шывпа усă курса çемçетнĕ, кунта каллех хăйĕн вăхăчĕ пур. Апла пулсан кашни ĕçĕн хăйĕн вăрттăнлăхĕ пулнă. Нумай чухне тимĕртен пĕр-пĕр япала тусан ăна шывра сивĕтмен, туптаса пĕтерсенех çĕр çине пăрахнă е хунă.
Тимĕрçĕ лаççинче тĕп ĕç хатĕрĕ вĕркĕчĕпе (горн) кăмрăк çунтарса тимĕр хĕртмелли вырăн – тĕппи. Малтанласа тимĕре йывăç кăмрăкĕпе усă курса (çунтарса) хĕртнĕ. Йывăç кăмрăкне хатĕрлекенсем – вăрман тăрăхĕнче пурăнакан çынсем.
Каярах йывăç кăмрăкĕ хăйĕн пĕлтерĕшне çухатма тытăнать, ун вырăнне çĕр кăмрăкĕ йышăнать. Унăн хĕрÿлĕхĕ нумай пысăкрах пулнипе уйрăлса тăрать.
Тимĕрçĕ лаççи çумĕнче лашасене таканламалли вырăн пулнă. Таканĕсене тата вĕсене çирĕплетмелли пăтисене те çавăнтах ăсталанă. Вăхăтĕнче хуçалăхсенче лашасем нумай пулнă.
Çакăнтах лаша ураписен кустăрмисене кăшăллама тата втулкăлатма хатĕр механизм пулнă. Ку ĕçе тумасан – урапа кустăрмисем нумай çÿреймен.
Тимĕрçĕ лаççи – ялти пĕчĕк завод тесе каланине тепĕр тĕслĕхпе çирĕплетни вырăнлă. Пурте пĕлетпĕр, çурт-йĕр тăвас тесен – тĕрлĕ калăпăшлă тимĕр пăтасем кирлине. Çавăнпа та тĕрлĕрен пăтасене тимĕрçĕре туптанă. Вăхăт нумай кирлĕ пулнă. Халĕ ун пек пăтасене ялти музейсенче курма пулать.
Кашни ĕçĕн хăйĕн илемлĕхĕ пур. Ĕçчен те пултаруллă çынна вăл хăй патне туртать, чаплă ĕçсем тума хистет. Пирĕн ял çыннисем тимĕрçĕ ĕçне те лайăх пĕлнĕ. 
Пĕр-пĕринчен вĕренсе пынă, ĕç вăрттăнлăхне тĕплĕнрех пĕлме тăрăшнă. Анчах та ушкăнра пĕри яланах ыттисенчен пултаруллăрах пулнă. Çавăнпа та Питимĕр Узалукова аса илни вырăнлă, ун пек çынсене ылтăн алăллă çынсем тенĕ. Питĕ кăткăс япаласене те ăста ылтăн аллипе маçтăрланă. Ăслă, ĕçчен çын тимĕрçĕ ĕçне питĕ лайăх пĕлекенсенчен пĕри пулнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче ялта велосипед пулман тесен те юрать. Пĕррехинче пĕр ял çынни велосипед туянса килсен ăна курнă Питимĕр тете чăтса тăрайман – çийĕнчех тимĕрçĕ лаççинче хулăн пралукран ăсталаса ĕçе кĕртнĕ, унпа урамра ярăнса çÿренĕ.
Вăл велосипед халĕ Çĕнĕ Улхаш шкулĕн музейĕнче упранать. 
Тимĕрçĕ ĕçĕ – кăткăс ĕç. Пĕр-пĕр хатĕр тăвас, ăна вĕçне çитерес тесен – питĕ пысăк чăтăмлăх кирлĕ. Ыран пĕтеретĕп тесе каласа – ĕçе айккине хурсан вăл вĕçленмессе те пултарать. Ĕçĕн вăрттăнлăхĕпе меслетне пĕлни тата пултарулăхпа ÿркен-менлĕх пулни – çынна мухтав çулĕпе уттарнă – ăна мăнаçлантарнă.
Василий СЕЛЕНДЕЕВ, 

хисеплĕ таврапĕлÿçĕ.
Чăнлă районĕ, 
Чăвашкасси. 

Фото

Location for : Listing Title