ТР Патшалăх Канашĕн пуçлăхне чăваш кĕпи тăхăнтартнă

05 мая 2021 09:28

Ульяновск облаçĕнчи Нацисен культурисене çĕнетсе аталантаракан центрти чăваш пайĕн ĕçченĕсем, вырăнти паллă алă ăстисем Татьяна Серебряковăпа Елена Уресметова Пăва хулинче (ТР) Халăхсен туслăхĕн çуртне уçассипе йĕркеленĕ чыслава хутшăннă.
Татьяна Анатольевнăпа Елена Леонтьевна хăйсен ĕçĕсен куравне йĕркеленĕ, мешехене хутшăнакансене чăваш тумĕпе, капăрлăхĕпе тата чăваш кил-çуртĕнче усă куракан йăлапа ĕçлев япалисемпе паллаштарнă.
– Çын питĕ нумайăн пухăннăччĕ. Пире Пăва районĕнчи чăвашсен наципе культура центрĕн пуçлăхĕ Владимир Ильин тата «Уяв» ансамбль питĕ аван кĕтсе илчĕç. Паян хулана паллама та çук. Вăл çĕнелнĕ, хитреленнĕ. Уява Тутарстан Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ Фарид Мухаметшин уçрĕ. «Пăвара 30 яхăн наци çынни пурăнать. Халăхсен туслăхĕн çурчĕ республикăра шучĕпе 9-мĕш пулчĕ. Вăл районти культура аталанăвĕн центрĕн никĕсĕнче уçăлчĕ. Тĕллев – çамрăксене тĕрлĕ халăх культурипе йăли-йĕркине вĕрентесси», – терĕ парламент пуçлăхĕ хутлăхра наципе культура политикине тĕрĕс илсе пынине палăртса. Татьяна Серебрякова ТР Патшалăх Канашĕн спикерне чăваш кĕпи тăхăнтартрĕ. Хăна парнепе кăмăллă пулни унăн сăн-пичĕ çуталнинченех курăнчĕ. Елена Уресметова тарават хуçасене чăваш тĕрри-эрешĕллĕ савăт-сапа пуххине парнелерĕ, – шăнкăравларĕç Ульяновскран Пăвана çĕнĕ çуртпа саламлама кайнă культура ĕçченĕсем Марина Борисовăпа Елена Афанасьева.
Александра РОМАНОВА.

Елена Уресметова сăнÿкерчĕкĕ.

Фото

Location for : Listing Title