Тырçи паттăрĕсене чыслар!

12 октября 2021 08:00

Ялсенче çуллахи-кĕрхи ĕçсен хĕрÿ тапхăрĕ малалла пырать. Ял хуçалăх ĕçченĕсен кунĕ умĕн вĕсен результачĕсем çинчен яланхиллех мухтанса калаçма пултаратпăр эпир – хресченсем йывăр çут çанталăк условийĕсене пăхмасăр, пысăк хăвăртлăхпа вăй хурса ĕç пахалăхне туллин сыхласа хăварма пултарни савăнтарать çынсене.

Çĕр ĕçĕ çапла кăна мар вăл – çынран хăйне шеллемесĕр хастар вăй хунине ыйтать. Пысăк тухăç илес тесен пур ĕçе те хуçа куçĕпе пăхни, пур пуянлăхпа пĕлсе усă курни, тыр-пулăн кашни пĕрчине пĕр çухатусăр çапса илме ăнтăлни – пĕлтерĕшлĕ. Çăмăл мар ĕçшĕн тав тăватпăр сире!
Кашни çул юпан 2-мĕш вырсарникунĕнче Раççейре Ял хуçалăх ĕçченĕсен кунне паллă тăваççĕ. Ку уявра çăкăр ÿстерекенсене, вĕсем пухса илнĕ чĕртавара ĕçе кĕртекенсене, ял хуçалăхĕпе промышленность комплексĕн ветеранĕсене пархатарлă ĕçре тăрăшнăшăн саламлаççĕ.
Ытла шăрăхран çут çанталăк кăçал хресчен майлă пулмасан та Ульяновск облаçĕн пÿлмисене 1 млн ытла тонна тыр-пул кĕнĕ. Тухăçлăхĕ гектартан пĕлтĕрхинчен шăп çурри. Апла пулсан та апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕпе, çителĕклĕ таран çăкăр-кĕрпепе тивĕçтереççĕ вĕсем хуласене.
Тырçине пĕтĕмлетсе пынă май çĕрне-кунне пĕлмесĕр уй-хирте вăй хуракансене чыслаççĕ. Çак кунсенче кăна ак Раççей Федерацийĕнчи ял хуçалăх министерствин приказĕпе ял хуçалăх комплексĕн тытăмĕнче тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн, çулран çул вырмара мала тухнишĕн Чăнлăрайонĕнчи «Родники» кооператив тракторист-машинисчĕ Петр Сайгушев РФ ял хуçалăх министерствин Тавне тивĕçрĕ.
Хастар та тăрăшуллă çамрăка хисеплеççĕ коллективра, тивĕçлĕ наградăпа чĕререн саламлаççĕ. «Петр Николаевич ăста комбайнер-механизатор çеç мар, культурăсем ÿстерессине, техникăна вăйлă тĕшмĕртекен специалист та. Ватăсене хисеплесе пĕлĕвĕпе, паха опычĕпе усă курма васкать, çамрăксене юлташла вĕрентет, мĕн пĕлменнине кăтартать. «Тырçинче Акрос комбайнпа ĕçлет. Паян кĕрхи сухара «Кировецпа»  (ĕлĕкхи К-700) тăрăшать. Пурне те пулăшма хатĕр, ылтăн алăллă, ăшă чунлă çын», – теççĕ Петр Николаевич маçтăрлăхĕ пирки тăван коллективра.
Ашшĕ, Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, «Родники» ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕн председателĕ Николай Петрович Сайгушев, ывăлĕ çĕр ĕçĕнче тĕрмешес килнине ача чухнех туйнă.
Кĕтнĕ тĕпкĕч асли патне уя чупнă, шкулта вĕреннĕ тата Ульяновскри патшалăх ял хуçалăх академйĕнче аслă пĕлÿ илнĕ чухне мĕнпур яваплăхпа комбайнер пулăшаканĕ, штурвальнăй тивĕçне пурнăçланă.
Комбайнер сăмах еплерех мăнаçлăн илтĕнет! Тĕрĕссипе, вĕсем тырçи паттăрĕсем. Сарă тинĕсри карап штурвалĕ умĕнче ларакансен сăмахне мала хураççĕ ĕççинче, комбайн хуçисене итлеççĕ. Çирĕп утăмпа умне лартнă тĕллевĕ патне пыракан, пурнăçа, çут çанталăка юратакан çамрăк 2008 çултанпа – комбайнер. Петр Сайгушевăн тырçири кăтартăвĕсем акă миçемĕш çул ĕнтĕ районĕпе чи аваннисем. Тимĕр утне – Акрос комбайна – чунĕнчен юратать. Хуçалăхри тĕп агрономпа тĕп инженерăн Леонид Мещаниновпа Андрей Сайгушевăн пулăшаканĕ те вăл.
– Эпĕ хама телейлĕ çын тесе шутлатăп. Çук, çÿллĕ наградăна илнипе кăна мар, пурнăç мана юратнă, пархатарлă та чыслă ĕçе пурнăçласа пурăнма май панипе. Илнĕ пĕлÿпе ялта, уçă сывлăшра, уй-хирпе вăрман таврашĕнче усă курма пултарнăран телейлĕ. Çакă уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Ялтан тухса каймалла мар пирĕн, çакăнтах юлса ăна аталантарма, çĕклеме тăрăшмалла, ачасем ÿстермелле. Çуртсем кивелсе ан чалăшчăр, кермен евĕр çĕннисем çĕкленччĕр.
Патшалăх тĕрлĕ программăсем сĕнсе ялсем çине питпе çаврăнчĕ паян. Манашкал çамрăксем яла юлнăшăн (мăшăрпа пĕр ялсем эпир) савăнатăп. Пирĕн ял хуçалăхĕнче нумай çул вăй хунă паттăрсен, отрасль ветеранĕсен, ĕçне путланма памалла мар. Малалла тăрăшмалла. Ку Тав хутне илнĕ çĕрте манăн кăна мар, пĕрле ĕçлекенсен (58-ăн пĕр кооперативра вăй хуратпăр), вĕрентекенсен тивĕçĕ. Эп вăй хуракан «Родники» ял хуçалăхĕн тÿпи те. Мана тăван область правительствинче чыслани ял пурнăçне, тыр-пул пуссине тата та ытларах юратма хистет.

Алена Алексеева.
Чăнлă районĕ, Ирçел.
Автор тата область правительствин прессцентрĕн сăнÿкерчĕкĕсем.

Фото

Location for : Listing Title