Уçă калаçу чунсене хускатрĕ

19 февраля 2021 08:35

Пирĕн çынсем тахçанах пĕрле пухăнса хаçатра пичетленнĕ статьясене сÿтсе явма, тишкерме пăрахнă ĕнтĕ. Модăран вăл совет саманипе пĕрле тухса ÿкрĕ. Анчах хăш-пĕр чухне хамăрăн шухăша та калас, пĕлтерес килет-çке. Кун валли митинга тухмасан та юрать. Мирлĕ, сĕтел хушшине пĕрле пухăнса ларса сÿтсе явнинчен, проблемăн
тĕп шăнăрне тупса палăртнинчен пахараххимĕн пултăр?
«Нимене» чăвашсене «Канаш» хаçатăн кăрлач уйăхĕн 29-мĕшĕнче (4-мĕш номер)кун çути курнă «Почему мы поддерживаем Путина» публицистика статйи пухăнма хистерĕ. Авторĕ Александр Михайлович Богатов. Статья пĕрисен кăмăлне кайрĕ, теприсене шутсăр тарăхтарчĕ. Эппин, эпир шухăшлама, хамăрăн, ачасен пуласлăхĕ пирки
кулянма манман-ха. Веçех çухатман-ха эппин эпир. Чунсăрлăх ăшне путса ларман. Д.В. Кузьмин тĕл пулăва йыхăрсан А.М. Богатов вулакансене хăйĕн шухăшĕпе çĕнĕрен паллаштарма тата хăй мĕншĕн çакăн пек статьяна çырнине ăнлантарма хаваспах килĕшрĕ.
Çавра сĕтел тавра 21 çын пухăнчĕ, 21 тĕрлĕ шухăш. Кашни хăйĕн тĕнчекурăмне, статьяпа килĕшнипе килĕшменнине тĕплĕн уçса пачĕ. Калаçу хĕрÿ пычĕ, çав вăхăтрах пĕрне-пĕри хисеплени, кашни çыннăн хăйĕн уйрăм шухăш пулма пултарнине ăнланни дискусси шайне ÿстерчĕ.
Елена МУСТАЕВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Фото

Location for : Listing Title