Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче - область АКАТУЙӖ!

18 мая 2021 11:37
Чӑваш халӑхӗн чи паллă уявĕсенчен пĕри – ака-суха уявĕ Акатуй – область шайĕнче кăçал çу (май) уйăхĕн 29-мӗшӗнче Ульяновск хулинчи Ипподромра иртет.

2021 çулхи Акатуй кураторĕсем - Чӑваш Республикинчи Етӗрне тата Муркаш районӗсем.
Чӑвашсен облаçри Акатуйĕ Ульяновск область Правительстви, регионти искусствӑпа культура политикин министерстви, Ульяновск облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗ, Халӑх культура центрӗ пулӑшнипе иртет.
Акатуй программине облаҫри 27 пултарулăх коллективĕ (ку вара 220-е яхӑн ҫын) тата Шупашкартан килекен „Асамат“ ушкăнпа уйрăм эстрада юрăçисем илем кÿрĕç. Çаплах Чӑваш Ен, Пушкӑртстан, Тутарстан, Крым Республикисенчен, Оренбург, Пенза, Тюмень, Мускавпа Ленинград облаҫӗсенчен официаллӑ делегацисем килӗҫ.
Акатуйра кашни район хăйĕн кил-çуртне лартса капăрлатни йăлана кĕнĕ. Вĕсен илемне, апат-çимĕçпе ӑстасен пултарулăх ĕçĕсен куравне, хăнасене кĕтсе илме пĕлнине жюри хаклĕ, çĕнтерÿçĕсене хаклă парнесемпе чыслĕç. Кашни муниципалитет хӑйӗн кил-çуртне уйрăм ят пама пултарать, çав тематикăпа капăрлатать. Тӗслӗхрен: «Икерчӗ хуҫалӑхӗ», «Чӑваш апат-çимĕçĕ», «Ҫӑкӑртан асли çук», «Чӑваш тӗрри» тата ытти те.

Çаплах Акатуйра:

-Чӑваш Енпе Ульяновск облаҫӗнчи халăх алăсталăхĕн ĕçĕсен ярмăркки;
-Чӑваш кӗнеке издательствин продукцийӗн куравӗ;
-В. Г. Аванмарт скульпторăн тата художникăн ӗҫӗсен куҫса ҫӳрекен куравӗ (ӑстаҫӑн 60 ҫулхи юбилейне халалланă);
-спорт вӑййисем – Кĕрешÿ, кире пукан йăтасси.
Тĕп сцена çинчи церемонипе концертсăр пуçне ача-пăча, çамрăксен, купăсçăсен лапамĕсем ĕçлесе тăрĕç. Суту-илÿ, тĕрлĕ куравсем ĕçлĕç, ташă-юрă, вăйă-кулă кашнин кăмăлне çĕклентерĕ.

Уявăн официаллă пайĕ Ипподромра 11.00 сехетре пуçланать.
Область Акатуйне пурне те хапăл туса кĕтеççĕ!

Йĕркелÿ комитечĕ.

Фото

Location for : Listing Title