06 мая 2021 13:00

Хисеплĕ Олег Николаевич, хаклă ентешсем, Чĕмпĕр тăрăхĕнчи ĕçчен те тараватлă чăвашсем!
Сире Чĕмпĕр тăрăхĕнче чăваш наци культура автономийĕн отчетпа суйлав Пухăвĕ ăнăçлă иртнĕ ятпа чун-чĕререн саламлатăп, малашне те хастар ĕçлеме ырлăх-сывлăх сунатăп! Олег Мустаева малашне те Чĕмпĕрти чăвашсене çÿллĕ шайра ертсе пыма çирĕп сывлăх, хастарлăх сунатăп.
Сирĕн организаци Раççей Федерацинче чăннипех те чи пĕлтерĕшлĕ те сумлă чăваш автономийĕсенчен пĕри. Ахальтен мар сирĕн тăрăхра 100 пин ытларах чăваш пурăнать, шучĕпе те ытти халăхсем хушшинче эсир виççĕмĕш вырăнта.
Чăваш наци конгресĕпе Чĕмпĕр облаçĕнчи пĕрлешÿ тачă çыхăнса, пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлеççĕ. Паллах, пысăк пĕлтерĕшлĕ, усăллă ĕçсем тума сире влаç тытăмĕпе ăнланса, килĕштерсе ĕçлени пулăшать.
Эпир пĕлетпĕр, Чĕмпĕр облаçĕн культура министерствинче чăвашлăха аталантарассипе пурĕ 9 специалист тăрăшать, вĕренÿ министерствинче чăваш шкулĕсемпе ĕçлекен тĕп специалист Владимир Владимирович Грузинăн та ĕçĕ курăмлă. Вĕсене тав сăмахĕ калас килет. Эсир вĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлетĕр.
Чĕмпĕрте «Канаш» хаçат тухса тăма пуçлани 32 çул çитрĕ, ăна пĕтĕм чăвашсем юратса вулаççĕ. «Атăл юрри» альманаха та тепĕр хут чĕртсе тăратни питĕ кирлĕ пулăм. Чĕмпĕр облаçĕн правительстви хавхалантарса пынипе «Еткер» чăваш телепрограмми вăхăтра тухса тăни те тăван чĕлхене, чăваш халăхĕн культурине анлă сарма май парать.
Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен та-та архив ĕçĕн министерствипе Чăваш наци конгресĕ пулăшнипе Чĕмпĕр тăрăхне культурăпа ÿнерте тăрăшакансем час-часах килсе спектакльсем, концертсем кăтартаççĕ, унсăр пуçне тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ.
Облаçра пурĕ 27 чăваш ан-самблĕ ĕçлет, 6-шĕ халăх ансамблĕ ята тивĕçнĕ. Пĕлтĕр «Мерчен» çĕнĕ ансамбль йĕркеленнĕ.
Каласа хăварас килет, сирĕн тăрăхри паллă чăваш çыннисене асăнса кашни çул тенĕ пек бюстсемпе палăксем лартни те питĕ пархатарлă ĕç. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, 2019 çулта Çинкĕл райо-нĕнче СССР халăх артистне
Алексей Ургалкина, Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхаш ялĕнче Совет Союзĕн Геройне Николай Григорьевич Князькина унăн 100 çулне, Кашара паллă çыравçа Владимир Садая асăнса бюст-палăксем уçнă. Эпĕ те çак мероприятисене хутшăнса сирĕн мухтавлă ĕçĕрсене курса пĕрре мар савăннă.
Сирĕн ĕçĕрсен «çимĕçĕ» чăннипех те пархатарлă та тухăçлă. Чĕмпĕр облаçĕнче 1989 çулта чăваш чĕлхине предмет пек е факультатив майлă 8 шкулта вĕрентнĕ пулсан, халĕ 101 шкулта чăваш чĕлхине тĕрлĕ майпа вĕренеççĕ.
Манăн уйрăмах хастар тăрă-шакан Чĕмпĕр тăрăхĕнчи чăваш наци культура автономийĕн уйрăмĕсен ертÿçисене тав туса ырăпа асăнса хăварас килет. Вĕсен шутĕнче Чăнлă районĕн уйрăмĕн ертÿçи Анатолий Александрович Узиков, Мелекесс районĕн уйрăмĕн председателĕ Валентина Викторовна Киргизова тата Майна районĕн уйрăмĕн автономийĕн ертÿçи Юрий Николаевич Волынщиков. Чăннипех те вĕсем хастар ĕçленипе çак районсенче чăваш культурине, йăли-йĕркине çирĕп тытса пыраççĕ, чăваш чĕлхине аталантарас тĕлĕшĕпе курăмлă ĕçлеççĕ. Кун пек пысăк, кирлĕ ĕçсем тунă çĕрте сирĕн пек хастарсем пурри сирĕн председателĕн, Олег Николаевич Мустаевăн тÿпи те пысăк тесе шутлатăп. Олег Николаевича уйрăм тав сăмахĕ.
Хисеплĕ ентешсем! Ĕç курăмлăхĕпе тухăçлăхĕ, пирĕн пуласлăх çамрăксене хутшăнтарса, вĕрентсе пынинчен те нумай килет. Юлашки вăхăтра волонтерсен юхăмне аталантарса яни те сирĕн ĕçе анлăлатма май пачĕ, унăн шайне ÿстерчĕ.
Чĕмпĕр облаçĕнчи чăваш наци культура автономийĕ Грант проекчĕсене хутшăнса культура, спорт, вĕренÿ енĕпе чылай грант çĕнсе илнĕ, вĕсене ăнăçлă пурнăçа кĕртнĕ.
Чăваш наци конгресĕ хăй енчен сире пур енлĕн пулăшса пыма яланах хатĕр.
Пирĕн хастарсем час-часах сирĕн пата килсе тĕрлĕ меро-приятисене хутшăнса илем кÿреççĕ, тĕрлĕ енлĕ пулăшаççĕ. Ку енĕпе эпĕ вĕсене яланах хавхалантарса пыма тăрăшатăп.
Сирĕн организаци тăрăшнипе Чĕмпĕр тăрăхĕнчи çамрăксем кашни çул конгресс йĕркелекен «Кĕмĕл сасă», «Раççей чăваш пики» тата ытти фестиваль-конкурссене хутшăнса час-часах çĕнтереççĕ. Кăçал та, ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче иртнĕ «Кĕмĕл сасă» Раççей шайĕнчи конкурсра Чĕмпĕртен килнĕ Мария Ямщикова виççĕмĕш сумлă вырăна тивĕçрĕ.
Акă 2019 çулта иртнĕ «Хĕрарăм, сан умăнта таятăп пуçăма» конкурсра сирĕн хастар Татьяна Серебрякова Гран-при çĕнсе илчĕ, хам енчен хавхалантарма мăшăрĕпе иккĕшне «Чăваш Ен ахах-мерченĕ» санаторине путевка парнелерĕм.
Эсир кашни çул çÿллĕ шайра йĕркелекен Акатуй чăн-чăн чăваш чаплă уявĕ пулса тăчĕ. Чăваш Енрен кăна мар, Раççейри ытти тăрăхĕсенче тĕпленсе пурăнакан ентешсем те сирĕн праçнике чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, килсе сирĕнпе пĕрле савăнма хапăл тăваççĕ. Эсир тăрăшса туса лартнă «Чăваш кил-çурчĕ» чăннипех те тăван халăха хамăр культурăпа тачă паллаштаракан илемлĕ вырăн пулса тăчĕ.
Олег Николаевич ăнăçлă ертсе пынипе чăвашсене сирĕн тăрăхра питĕ хисеплеççĕ, курăмлă ĕçсемшĕн тав сăмахĕ калаççĕ.
Конгресăн вице-президенчĕ пулнă май эпир Олег Николаевич Мустаевпа пĕр-пĕрне пулăшса, ăнланса тăрăшатпăр. Яланах çапла пуласса эпĕ шансах тăратăп.
Хисеплĕ ентешсем! Чăвашлăха, хамăрăн пуласлăха шанса, вăй парса ĕçленĕшĕн пурне те пысăк тав. Пĕрле ĕçлер, пĕрле пулар. Ун чух пирĕн ĕçсем те ăнса пырĕç.

Чăваш наци
конгресĕн президенчĕ
Николай Угаслов.

Фото

Location for : Listing Title