Шăматкун Ульяновскра Чăваш Республикинчи Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ çамрăксен театрĕ хăнара пулчĕ.
Кĕтнĕ артистсем хулан Чукун çул районĕнчи «Современник» кинопа концерт комплексĕнче Николай Сидоров драматург пьеси тăрăх лартнă «Çĕн мăшăрăн çĕр кĕске» камитне выляса пачĕç.
– Шупашкарсен ăста вылявне пăхса ларнăçемĕн хам та спектакльте сăнарланнă ял пурнăçне хутшăннăнах туйăнчĕ. Таймапуç юратнă театра чăваш чĕлхине чун каниччен итлесе киленме майсем туса панăшăн. Ĕмĕт пурнăçланчĕ. Юратнă çăлтăрсене – Светлана Дмитриевăна, Николай Тарасова, Дмитрий Михайлова, Николай Дмитриева, Венера Пайгильдинăна... – курса савăнтăмăр. Ульяновска тахçантанпах килменччĕ ТЮЗпа драма театрĕ. Питĕ тунсăхланăччĕ. Урăх ун пек ан пултăрах, – терĕ чăваш спектакльне курма юратакан ентешĕмĕр Галина Тарасова.
Спектакль çăмăл жанрлă. Апла пулин те çивĕччи, пурнăç çинчен шухăшлаттараканни те кунта çук марччĕ: çемьере ăнланулăх çукки, туйăмсене тĕрĕслекен çăмăл мар лару-тăрăва çакланни, епле пулсан та пĕр-пĕрне каçарма пĕлни, укçана пăхăнма пăрахни, чăваш ĕçченлĕхĕ.
– Ăçта юрату, унта ырату та. Эх, шухă çилçунатлă çамрăклăх. Хăв йăнăшсем туса пĕтермесĕр те аслин сăмахне тимлеместĕн-çке эсĕ. Пĕрремĕш юрату аçа-çиçĕмĕ, пĕр-пĕрне ăнланаймасăр уйрăлса кайни... Кайран çак йăнăшсене тÿрлетме тăрăшни. Ачалла айванлăх. Мана Арман Варукĕ (Альбина Агеева артистка), çамрăк арăм (Алина Зайцева), Çĕпритун (Анатолий Анисимов) вылянисем уйрăмах килĕшрĕç, сăмахĕсем чуна пырса витерчĕç. Спектакль тăршшĕпех кулăшла сценăсем чăннисемпе черетленсе пычĕç. Пайтахранпах кун пек ахăлтатса кулса, мĕнпур кăмăл-туйăмпа спектакль пăхса ларманччĕ. Çунатсем хушăннăнах туйăнчĕ. Тав йĕркелÿçĕсене чăваш кураканне хисеп тунишĕн, – терĕ Вера Шашкина.
Çав каç çеç Чăваш Ен тĕп хулинчен ЧНК съездĕнчен килсе çитнĕ УОЧНКА председателĕ Олег Мустаев сцена çине хăпарса артистсене ăшшăн тав турĕ. Ульяновскри Культура çурчĕсен тытăмĕн пуçлăхне Людмила Хохловăна, Çĕнĕ Нагаткинăри (Чăнлă районĕ) «Укăлчапа» «Хĕвел» ансамбльсен пултарулăх ертÿçине Елена Лянкинăна ЧНК Хисеп хучĕсене тата асăнмалăх хаклă парнесем пачĕ. Çĕнĕ хулари чăваш хастарĕсен мăчаварĕ Владимир Ярухин Олег Николаевич аллинчен Андриян Николаев космонавт ячĕллĕ медале тата вăрăм кунчаллă сăран атта тивĕçрĕ.
Спектакль вĕçленчĕ. Халăх сахал пулни çеç чĕрене пăртак ыраттарчĕ. Çынсем, ахăртнех, кăшăлвируса пула тухса çÿреме хăраççĕ. Санитарипе гигиена хушăвĕсене пурнăçласа, сакă урлă ларса, маска тăхăнса çÿресен сыхланма пулатех.
Елена НОВИКОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.