Çур ĕмĕр пурăнма пĕрле – пĕр юрра юрлама пĕлмелле

24 августа 2021 10:28

Ку çулла ылтăн юбилейне Кивĕ Улхашра пурăнакан çирĕпленнĕ йăла-йĕркепе пуян, ырă кăмăллă, сăпайлă çемье – Ольгăпа Михаил Эльмуковсем – паллă тунă.

Çур ĕмĕр пĕрле – çакă мар-и тĕлĕнтермĕш? Икĕ çынна – пĕр шăпа. Икĕ ют çын пĕрлешсе пур ĕмĕт-тĕллеве, ĕç-хĕле пĕрле йĕркелесе ертсе пыма пуçламалла-çке. Ун валли арçыннин те, хĕрарăмĕн те вăй-хăват, пĕлÿлĕх, чăтăмлăх, ăнкарулăх çитермелле. Ольга Николаевна та, Михаил Николаевич та – Кивĕ Улхашран. Никам та паллаштарман вĕсене, пĕр-пĕрне хăйсем тупнă. Пĕрре курсах кăмăлланă. Туй туса пĕрлешнĕ. Ачасем çуратнă. Çемье историйĕнче йĕркесем тата нумай...

«Çур ĕмĕр пĕрле пурăнма юрату юррине пĕрле кĕвĕлеме, юрлама пĕлмелле», – тесе ахальтен каламан пуль ĕлĕк. Эльмуковсем илемлĕ юрă çырма пултарнах. Ĕнтĕ 50 çул пĕрле утаççĕ вĕсем юнашар. Пур-нăç вĕт вăл – темле те пулнă пуль çак хушăра: йывăрлăхсем те, пĕр-пĕрне хÿтĕлени-тимлени те, ăнланса каçарни те. 3 ачана (2 хĕрпе 1 ывăла) ура çине тăратнă, ятарлă вăтам тата аслă пĕлÿ панă. Ача ÿстерме пулăшакансемсĕр мар ĕнтĕ: Ольга Николаевнăн амăшĕ нумай хавхалантарнă. Ыттине пĕтĕмпех хăйсен вăйĕпе, тăрăшулăхĕпе, профессири ăсталăхĕпе парăнтарнă. Нихăçан та, никама та, нимшĕн те ÿпкелешмесĕр. 5 теçетке çул хушшинче, хăйсем калашле, пĕр пăт тăвар кăна çимен. Самай ытларах та. Анчах та яланах пур пуçарура та пĕр-пĕрне хавхалантарнă, пулăшнă, ăнланнă.

Михаил Николаевич – питĕ яваплă, ĕçчен çын. 1946 çулхи чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнче çуралнă. Матрена Васильевнăпа Аслă вăрçа хутшăннă Николай Емельянович Эльмуковсен кĕçĕн ачи. Паян хăй те 75çулхи юбилейĕ патнелле çывхарса пырать. Çирĕп кил хуçалăхĕн пуçлăхĕ вăл. Михаил Эльмуков ачаран вĕренме кĕме ĕмĕтленнĕ. Кивĕ Улхашри вăтам шкулта 8 класс пĕтернĕ хыççăн Рязановăри (Мелекесс районĕ) совхоз-техникума кĕрет. Ĕç биографине слесарьтен, юсавçăсен бригадин бригадирĕнчен пуçлать. Ятарлă вăтам пĕлÿ илсен 25 çул «Алгаши» колхозăн тĕп инженерĕнче, председатель çумĕнче тăрăшать. Геннадий Ледюков председатель пулнă вăхăта ырăпа аса илет хисеплĕ ĕç ветеранĕ. Михаил Николаевича пĕр хутчен çеç мар Чăнлă районĕнчи халăх тата ял депутачĕсен канашĕсен депутатне суйланă. Наградисен çÿпçинче РФ ял хуçалăх министерствин Хисеп грамоти, ытти нумай Тав çырăвĕпе Тав хучĕ. Чăнлă районĕн Хисеплĕ çынни вăл.  

Ольга Николаевна – халăх çут ĕçĕн отличникĕ. 40 çул ытла вĕренÿ тытăмĕнче вăй хунă, тăван Кивĕ Улхаш шкулĕнче ачасене математикăна вĕрентнĕ. 1950 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче çуралнă хĕрачи шăпине вĕрентекен ĕçĕпе çыхăнтарасшăн пулнипе мăнаçланнă çеç Ольга Эльмуковăн (Краснова) ашшĕпе амăшĕ Екатерина Тимофеевнăпа Николай Владимирович. Пике шкул пĕтернĕ çул 10-мĕшсем те, 11-мĕшсем те шкултан тухнă. 1966 çулта вĕренÿ тытăмне çĕнĕлĕх кĕртнĕ пирки ку. «Çав çул Ульяновскри патшалăх педагогика институтне математикăпа физика факультетне кĕреймерĕм, конкурс ытла та пысăкчĕ. Мана тăван шкула чĕнчĕç, 1-мĕш класа шанса пачĕç. 28 ача ман куçран пăхса ларать. Эпĕ 17-ре. Чунăма парса ĕçлеме пуçларăм. Çав класран Геннадий Мулянов (паян Чăнлă район администрацийĕн пуçлăхĕ), Петр Кашеев (паллă инженер-рационализатор, «Канашăн» обществăлла корреспонденчĕ) тата ытти пултаруллă ачасем вĕренсе тухрĕç. Тепĕр çул ĕмĕтленнĕ çĕре кĕтĕм. Ку ачасене 10-мĕшĕнчен кăлартăм. 

Вăл вăхăтра Кивĕ Улхаш вăтам шкулĕнче 730-шар ача вĕренетчĕ. Пур таврари ялсенчен (Пухтел, Çĕнĕ Улхаш, Чăвашкасси, Кивĕ тата Çĕнĕ Йĕлмел (Çĕпрел районĕ, ТР) кунта килетчĕç», – тет педагогика ĕçĕн ветеранĕ. Шкулта 2-3 сменăпа ĕçлеме тивнĕ, килте те тумалли чылай пулнă. Хуçисене карта тулли выльăх-чĕрлĕх кĕтнĕ, çуртне кăмрăкпа хутса ăшăтмалла пулнă. 

Пултаруллă та ăш-пиллĕ çемьепе калаçса ларнă май вăхăт иртнине те сисмерĕм эпĕ. Паян Ольгăпа Михаил Эльмуковсем тивĕçлĕ канура. Вĕсен 6 мăнук. Питĕ ăслă, тавçăруллă, маттур ачасем. Аслисем пурте шкула медальпе пĕтернĕ. Кукашшĕ-кукамăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ пурне те пулăшма хатĕр. Çулла хăйсем те туртăнаççĕ вĕсем Кивĕ Улхаша. Ăшшăн пупленĕ вăхăтра кăна Санкт-Петербургри хĕрĕсем (пĕри косметологра, тепри шăл тухтăрĕнче вăй хураççĕ), ывăлĕ Владимир (шалти службăн полковникĕ, çемйипе – Ульяновскра) ашшĕпе амăшĕ патне хал пĕлсе шăнкăравларĕç. 70 çултан иртнине пăхмасăр çемье яланхилле ĕмĕт-тĕллевсемпе пурăнать. Çĕнĕ шухăшсем те вĕсен нумай. 

– 9 çул каялла тĕпĕ-йĕрĕпе çунса кайрăмăр. Тепĕр кун ĕнер çеç çирĕп çурт тăнă вырăна ишĕлчĕксенчен, кĕл-кăмрăкран тасатма 50-60 çын пухăнчĕ. Тайма пуç ентешсене, кÿршĕ-арша çын хуйхине чĕри патне илнишĕн. Ун чухне çири тумпа тăрса юлнăскерсем ачасем пулăшнипе çĕнĕ 2 хутлă çурт çĕклесси пирки шутлама та пултарайман эпир. Тĕнче ырă çынсемсĕр мар. Ура çине тăма вăй-хал çитертĕмĕр. Паян малашлăх çине шанăçпа пăхма пурте пур, малаллах ăнтăлатпăр. Ачасем, мăнуксем пире савăнтараççĕ. Сывлăх çеç пултăр, – терĕ Ольга Николаевна. 

Арăмĕпе упăшкин 50 çул кăвакарчăнсем пек мĕнле килĕштерсе пурăнмалла тесе ыйтсан облаçри «Çемье – 2005» конкурсра «Нумай ачаллă çемьесен эстафети» номинаци лауреачĕ Михаил Эльмуков лăпкăн çеç: «Çемьере кашнин хăйĕн вырăнĕнче пулмалла», – терĕ. «Пĕр-пĕрне юратсан, упрасан, каçарма пĕлсен çеç ăнланулăх патне çитетĕн», – упăшкин сăмахĕ çумне хутшăнчĕ çепĕç чĕлхеллĕ арăмĕ.   

Алена АЛЕКСЕЕВА. 

Чăнлă районĕ.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Фото

Location for : Listing Title