Çуралнă кун ячĕпе саламлатпăр!

06 апреля 2021 08:58

Паян, ака уйăхĕн 6-мĕшĕнче, Чăнлă районĕнчи Çĕнĕ Улхашра пурăнакан Валентина Николаевна ПЕРЕПЕЛКИНА 63 çул тултарчĕ.
Хаклă çыннăмăра çуралнă кунпа чун-чĕререн саламлатпăр. Кӗреш юман пек çирӗп сывлӑх, тулӑх пурнӑҫ, тулли телей, ҫӑлкуҫ пек тапса тӑракан вӑй-хӑват сунатпӑр. Хуйхӑ-суйхӑ санран аякран пӑрӑнса ирттӗр, ӗмӗтӳсем пурнăçа кĕрсе пыччӑр. Питÿ çинче ялан йăл-кулă çиçтĕр. Нумай-нумай ҫул пире савӑнтарса пурӑн. Эпир сана юрататпăр.

Вӑрӑм пултӑр санӑн ӗмӗрӳ,
Хурҫӑ евӗр пултӑр сывлӑху,
Ҫӑлкуҫ евӗр таптӑр вӑй-халу,
Умра ҫиҫтӗр тулли телейӳ.

Хĕрĕсемпе кĕрĕвĕсем, мăнукĕсем, Альшейкинсемпе Кебе çемйисем.

Фото

Похожие новости

К сожалению ничего не найдено

Location for : Listing Title