Усăллă калаçу уява çаврăннă

02 марта 2021 11:24

«Чĕлхе – халăх чунĕ» ятпа йĕркеленĕ тĕл пулу хăнисем – 5-мĕш "Г" класс ачисем (класс ертÿçи – Надежда Сайфуллина) – çĕр чăмăрĕ çинче пурăнакан нацисем, вĕсен чĕлхипе йăли-йĕрки çинчен ыйтусем нумай панă, викторина ыйтăвĕсене хуравланă, кĕске хайлавсем çырнă, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене шыранă.
ЧР тава тивĕçлĕ артистки Зоя Рейтер тăван чĕлхене аталантарас, ăна сыхласа хăварас тесен унпа калаçмаллине, юрламаллине, шкулсенче вĕрентмеллине палăртса хăварнă. Ульяновск облаçĕнче пурăнакан 
100 ытла халăхран тĕпписем вырăс, чăваш, тутар, мордва пулнине пĕлтерсе Зоя Михайловна çав чĕлхесемпе юрăсем юрласа панă. 
 – Ачасем, пăхăр-ха ман алăра илемлĕ чечексен пуххи. Мĕн тĕсли кăна çук çыхăра! Тĕнчери тĕрлĕ чĕлхесемпе танлаштарас килет манăн çак çеçкесене. Чĕлхе вăл – халăх чунĕ. Кашни хăйне евĕр илемлĕ, янăравлă, çепĕç. Анчах та унпа калаçмасан, атте-анне чĕлхине пĕчĕкрен вĕренмесен вăл вилет, – тенĕ вăл Турă панă парнене сыхласа хăварас тесен нумай ĕçлемеллине кăтартса.
Шкул ачисем те пушă алăпа килмен уява – тĕрлĕ авторсен илемлĕ, тарăн шухăшлă сăввисене вуланă, чĕлхе çинчен хатĕрленĕ проектсемпе паллаштарнă.  

Александра РОМАНОВА.
Н. Сайфуллина сăнÿкерчĕкĕ. 

Фото

Location for : Listing Title