Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçенте çуралнă паллă вăрманçă, пахчаçă Валериан Дубов 75 çул тултарчĕ. Эпир унпа Вăрманçă кунĕнче тĕл пулса сад-пахча ĕрчетсе сывлăха çирĕплетесси тата пурнăçри чылай философиллĕ самантсем пирки калаçрăмăр.
– Валериан Николаевич, Эсир çăвĕпех тăрăшакан дача историйĕ пирки пĕлес килет.
– Шкул хыççăн эпĕ ЙошкарОлари вăрманпа техника Атăлçи институтĕнчен вĕренсе тухрăм. Çартан таврăнсан «Удмуртлес» комбинатра, Ульяновск облаçĕнчи Тереньга районĕнчи Молвинăри вăрман хатĕрлекен лаптăкра вăй хутăм. 1985 çулта тытăнса 30 çул – Ульяновскри хулана илем кÿрекен ÿсен-тăранпа йывăçсем çитĕнтерекен питомник пуçлăхĕ. Паян Çĕнĕ хулари урамсене, парксемпе скверсене эпĕ ÿстернĕ йывăçсемпе тĕмсем хăтлăх кÿреççĕ. Дачăра харпăр питомник. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче харпăр питомниксем йĕркелеме тытăнчĕç. Анчах та вĕсенче лăсăллă йывăçсем çукчĕ-ха. 1988 çулта кедр, туя, чăрăш йышши йывăçсене пуçласа лартрăм. Каярах вара сиплĕ йывăç-курăксем, чечексем акма пуçларăм. Ман пахчара 12 тĕрлĕ иçĕм çырли йывăççи (виноград) çитĕнет. Вăрманçă пулни мана ĕçре питĕ пулăшать.
– Мĕнле тăпра сирĕн садра?
– Хăйăрлă хутăш çĕр. Эпĕ ÿснĕ Тимĕрçен ял тăрăхĕнче хура çĕр. Хула çывăхĕнчи çĕр лаптăкĕнчи çĕре кăпкалатса, апатлантарса тăмалла, им-çам, тислĕк, компост хушмалла.
– Мăнаçлантаракан ÿсен-тăрансем.
– Сиплĕ курăксемпе кăсăкланса кайсан вăррисене Алтайран çырăнса илтĕм. Паян нумай çул ĕнтĕ ăнăçлăнах элеутерококк, женьшень, левзей, лимонник, ылтăн тымар, аралия тата ытти курăксем... çитĕнтеретĕп.
– Юратнă сад?
– Паллах, хам ÿстерекен, пăхакан сад-пахча. Куллен тăрмашатăн, ним шеллемесĕр хăв пурнăçун пĕр пайне паратăн. Ирпеирех е хĕвел аннă чухне йăрансем хушшипе çÿретĕн те еплерех пурнăç илемлĕ тетĕн.
– Садпа паллашма çула тухни. Асра юлнă паллашу.
– Чи малтанхи евĕклĕ туйăм – хамăрăн Анат Тимĕрçен колхозĕн садне тухни. Улмуççисен турачĕсем курăнмаççĕ – хĕп-хĕрлĕ. Çыртатăн та – панулмирен сĕткен пĕрĕхет. Тулăх кĕр кунĕпе киленес те киленес килет. Пуян тăван кĕçĕн çĕршыв шăрши сăмсана кăтăклать. Атте мана йывăçсем çинчен каласа парать. Вăл ун чухнех груша ÿстеретчĕ. Эпĕ ăна пулăшаттăм. Ульяновскри питомникра вăй хума пуçласан Мускаври сад ĕрчетессипе ландшафт архитектурин институтĕнче пулма тÿр килнĕччĕ. Савăнтăм. Унтан кÿршĕре Муркаш районĕнче пулнăччĕ. Чăваш пахчаçин, Йошкар-Олара пĕрле вĕреннĕ Александр Петрович Ванюшкинăн, садĕнче тĕлĕнмелли-ăмсанмалли пайтах.
– Чечен сад ĕрчетме мĕн кирлĕ?
– Илем валли тарăн пĕлÿ, опыт тата ÿркенменлĕх-ĕçченлĕх тени кирлĕ. Сад-пахча ĕрчетме ĕмĕтленекен хăйĕн тĕллевĕ патне пырса тухатех. Унта хăвăртрах çитес тесен йăнăшсем тăвассинчен пăрăнмалла. Тавралăха тĕпчемелле, çирĕп тымарлă тĕмсем, йывăçсем лартмалла, вăхăтра шăвармалла. Чирсемпе кĕрешмелле, халăхра çирĕпленнĕ мелсемпе усă курмалла. Вăрлăхпа тимлĕрех пулмалла. Вăл паха пултăр. Хăв хатĕрлесен тата аван.
– Вăй-хал хушакан садра киленсе ĕçленине урăх мĕнпе те пулин улăштарнă пулăттăр-и?
– Сад, вăрман ÿстересси маншăн кăмăл туртăмĕ кăна мар, юратнă професси те. Киленĕçсем тÿр килни аван. Ăна улăштарасси пирки калаçу та пулма пултараймасть. 75 çул тултартăм пулсан та дачăран килес килмест. Эпĕ вăрман çывăхĕнчи пысăках мар хуçалăхпа савăнатăп, ман пата килекен çынсен тав сăмахĕ чуна ăшăтать. Çакă тата малалла вăй хума хавхалантарать. Кашни кунах ĕç тупăнать кунта, унăн вĕçĕ-хĕрри те çук. Кашни ÿсен-тăрана тимлĕх уйăрмалла. Кая юлма юрамасть. Тепĕр чух ывăнатăн, çĕр ĕçĕ-çке. Çав-çавах чунра канăçлă.
– Мĕнле им-çам сапатăр?
– Минераллă тата органика удобренийĕсем. Кусен те, лешсен те аван енĕсемпе пĕрлех, начаррисем те пур. Вĕсем çĕре апатлантараççĕ, тăпра тытăмне тата тухăçлăхне аванлатаççĕ. Анчах та чĕрĕ организмсенчен пулнă им-çамра чир кÿрекен микроорганизмсем те пур. Минераллă удобренисем тăпрана тĕрлĕ кирлĕ тăварсемпе пуянлатаççĕ. Курăк ярса хунă шĕвексен те усси пысăк.
– Юратнă ĕç хатĕрĕсем.
– Кĕреçе, сенĕк, секатор.
– Хĕле епле хатĕрленетĕр?
– Хура, типнĕ çулçăсене татса пăрахатăп. Çанталăк тата та хытăрах сивĕтсен розăсене, ежевикăна, винограда («Изабеллăсăр» пуçне пурне те) витĕп. Материалĕ юра тытса тăтăр, ÿсен-тăрана сывлама май патăр. Тĕрĕссипе, чи лайăх виткĕч вăл – юр хăй.
– Валериан Николаевич, Сирĕн патăра харпăр питомникăра, садăра пырса курас текенсем пур. Эсир хапăл пулăр-и вĕсене?
– Пурне те хам патăмра курма хавас. Ыйтăвĕсене хуравлăп, хунавсемпе паллаштарăп. Иçĕм çырлине тутанса пăхăпăр. Тархасшăн. Телефон пур сирĕн.
– Сад ĕрчетме пуçлакан çынсене мĕнле канашсем панă пулăттăр?
– Хăрамалла мар. Литературăпа паллашмалла. Кирлĕ информаци интернетра та нумай. Кÿршĕсен мĕн ÿснине те сăнаса пăхмалла, шухăшламалла, тишкермелле. Тен, темиçе улмуççи лартиччен сиплĕ йывăç-курăк лартни аванрах: шиповник, катăркас,шăлан, хура пилеш, палан... Сывлăх пуринчен хаклă. Вĕсен вара чечекĕ те, çырли те, çулçи те усăллă, сиплĕ.
– Тавтапуç Сире калаçушăн, сывлăх сунатпăр.
Алена СЕЛИВАНОВА калаçнă.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Your Wishlist : Locations
Welcome to TownHub.