Ульяновскри «Содружество» библиотекăна Татьяна кунĕнче чăвашсем нумайăн пуçтарăннăччĕ. Унта пĕртăван Никоноровăсен – качча кайнăранпа Анна Трофимовăпа Татьяна Ермилова – кĕнекисен хаклавĕ иртрĕ.
– Аккăшĕпе йăмăкĕ иккĕшĕ те Ульяновск облаçĕнчи чăваш çыравçисен «Шевле» литература пĕрлешĕвĕн пайташĕсем, малалла та ĕçлес шухăшлă прозаик-сăвăçсем, облаçри «Канаш» хаçатăн литература страницин кĕтнĕ хăнисем. Кĕнекесене пичете хатĕрлеме ыйтма та вĕсем редакцие пычĕç. Çакă пире савăнтарчĕ, паллах. «Пĕртăвансем» тата «Манăçми самантсем» кĕнекесем кун çути курнинче Ирина Даниловăпа иксĕмĕрĕн тÿпе те пур. Анна аппа, Татьяна Степановна, сире аслине 4-мĕш кĕнеке тухнă ятпа, кĕçĕннине çĕнĕ кайăкпа саламлатпăр. Вулакансем ыйтаççĕ тĕрленчĕкĕрсене, сăввăрсене, мĕншĕн тесен сирĕн хайлавăрсем пурте пурнăçран илнĕ, вĕсем вулакансене питĕ çывăх. Эппин вăй патăр. Калемĕр малашне те çивĕч пултăр, çĕнĕ шухăшсем килсех тăччăр, – терĕ облаçри пĕртенпĕр чăваш хаçачĕн тĕп редакторĕ Елена Мустаева.
Хăтлава Анна аппа («Ах, аннеçĕм, анне», «Ăраскал», нумай юрă авторне тĕнчипе саланнă чăвашсем юратса, хисеплесе çапла чĕнеççĕ) хăй ертсе пычĕ. Чун-чĕринче капланса çитнĕ шухăшĕсене пĕлтерсе кашнине сăмах пачĕ вăл.
– Кĕнекене хатĕрлесе çитерсе, укçа тупса кăларасси кăна мар, унпа пĕтĕм чуна парса ĕçлемелле, – терĕ Анна Степановна. – Пуçăмра кăмăла каякан сюжет аталанать те – сăнарсене калăпласа çырса кăтартсан хайлав çуралать. Нумайăшне пурнăçран илетĕн паллах. Прототипĕсем те пур. Кайран кĕнеке тухсан вулакансем йĕрке хушшинче хăйсене тупни те пулман мар. Хăшĕсем тав тăваççĕ, хăшĕсем юнаççĕ те. Эпĕ ача чухнех çыркаласа пăхнă. «Пионер сасси» хаçатра пичетленнĕ. Кайран ÿссен алăри ручкăна çÿлĕк çине хунă пулас. 35 çул тултарнăранпах эпир каллех чăваш юхăмĕнче. Ульяновск районĕнчи Вышки ялĕнче пурăнма пуçларăм, çавăн чухне тĕрленчĕксем çырăнма тытăнчĕç. «Еткер» тĕп редакторĕ Олег Мустаев мана хăй ертсе пыракан чăваш телекăларăмне пĕрре мар чĕннĕ. Эпĕ юрлама юратнине пĕлетчĕ вăл. Пĕррехинче вара Олег Ни колаевич: «Ытти авторсенне юрласа çитĕ, хăвăн юррусене çырма вăхăт», – терĕ. 1993 çулта атте вилчĕ. Пĕррехинче çапла лартăм та çур сехетре юрă çуралчĕ. Аннене (вăл 89 çула çитиччен пурăнчĕ) халалланă юррăма, ытарайми хаклă çын çуралнă кунĕнче юрласа патăм. Кайран юрă тĕнчипе сарăлчĕ. Олег Мустаева пысăк тав. Вăл пире нумай пулăшнă. Тем пек хисеплеттĕм, юрататтăм çак талантлă çынна. Александр Богатов шухăшĕпе, Анна Никонорова çырнинче амăшĕпе ашшĕн, асламăшĕпе аслашшĕн тÿпи виçесĕр пысăк.
Тĕлĕнмелле çивĕч ăслă, пысăк тавракурăмлă чăвашсен çемйинче çитĕннĕ-çке 6 пĕртăван – 4 хĕрпе 2 ывăл.
– Анна, Татьяна, Полина, Вера тата тетĕшсем. Тĕрлĕ çĕрте пурăнаççĕ пулсан та эпĕ çак хĕрарăмсене, чăн коммунистсене, пĕрпĕринсĕр курмастăп та, вĕсене ĕмĕрне тутăхман тимĕртен шăратнă. Ялан пĕрле. Ăçта пулăшу аллине тăсмалла, ăçта канашĕпе, ырă сăмахĕпе хавхалантармалла – туххăмра пĕр-пĕрин патне вĕçтерсе çитеççĕ, – терĕ Александр Михайлович.
Мишаади пĕртăвансене халалланă сăввисене Анастасия Никитинăпа Нина Еграшкинăна вулаттарчĕ. РФ тата ЧР Профессиллĕ писательсен союзĕсен пайташĕ Елена Алексеева çĕнĕ кĕнекесене профессионал куçĕпе тишкерсе пăхрĕ, ĕçтешĕсене ÿркенменшĕн тав турĕ.
2010 çулта Пăвана (ТР) куçса кайсан Анна аппа пурнăçĕнче çĕнĕ тапхăр пуçланнă. Унтанпа вăл Тутарстанти чăвашсен наципе культура центрĕн Пăва уйрăмĕн секретарĕ, малтан – «Уяв», халь «Туслăх» фольклор ансамблĕсен солистки. Пĕлтĕр хăй 70 çул тултарнă тĕле Анна Степановна пьеса çырнă. Нумай çĕрте ун тăрăх лартнă спектакль кăтартнă.
Чи пĕлтерĕшли вара – хаклă çыннисем, Пăвари «Туслăх» (пултарулăх ертÿçи Наталья Ракова) юрăçисем, таккаварсемпе элшелсем, тăванĕсем (Татьянăпа Анатолий Князевсем, Елизавета Ильина, Розалия Дубова, Нина захарова, Нина Албутова, Иван Никоноров, Лариса Юманова, Николай Кузьминпа Валерий Иванов, Верăпа Михаил Игнатьевсем, Галина Кверевкина), паян юратнă та хаклă çыннисене, çĕнĕ кĕнекесен авторĕсене, саламлама Ульяновска килсе çитни. Вĕсен юррисем, çепĕç сăмахĕсем пурне те çунат хушрĕç.
Питĕ ăшă кăмăл-туйăмпа хăтлава Татьяна Ермилова пурăнакан Аслă Нагаткинăран ентешĕсем, тусĕсем килсе çитнĕ. «Канашăн» обществăлла корреспонденчĕсем Александра Ледюковăпа Нина Юнгерова, чăваш кĕнекине сума сăвакан тата ытти пĕр шухăшлă тăванĕсем те Татьяна Степановнăна пирвайхи кĕнеки тухнă ятпа саламларĕç, малашне валли ăнăçусем сунчĕç.
Чăвашкасси шурсухалĕ, хисеплĕ таврапĕлÿçĕ Василий Селендеев Т.С. Ермиловăн прозипе поэзине, чĕлхине, содержанине тишкерчĕ.
– Тайма пуç сире кĕнекесемшĕн. Чун-чĕререн савăнса вуласа тухрăм чечен хуплашкаллă кĕнекери хайлавсене, пурне те «5» паллăпа хаклатăп, – терĕ Василий Алексеевич Аннăпа Татьянăн характерсене кăтартса парас ĕçри пысăк пултарулăхне палăртса. – Кам-ха вăл çыравçă? Писатель вăл – халиччен пĕлмен çынпа пырса калаçакан, хăйĕн, тата хăйĕнне кăна та мар, кăмăл-туйăмне хут çине илемлĕ, шайлашуллă чĕлхепе çырса хума пĕлекен. Çыннăн шухăшлавне, кăмăлне витĕр куракан, çут çанталăка сăнама пĕлекен, тата лайăх психолог кăна çыравçă пулма пултарать.
Сăмах илес текенсем нумайăн пулчĕç. Татьяна Ермиловăпа пĕр класра вĕреннĕ Кунтикав йĕкĕчĕ Анатолий Богатов аса илÿсен авăрне путсах пулас çыравçă хĕр чухнех питĕ пултаруллă та хăюллă пулнине, 3 ачана путасран шывран туртса кăларнине каларĕ. «Мана хăйĕн сăввисене вуласа хак пама тăтăшах ярса паратчĕ.
Пĕррехинче ăна çак йĕркесене пухса кĕнеке кăларма сĕнтĕм. Тен, «Манăçми самантсем» сăвă-хайлав пуххи кун çути курнинче манăн тÿпе те пур», – кăмăллăн кулчĕ вăл. Пĕр класра вĕреннĕ Ирина Лазарева та килнĕччĕ. Полина Калашниковăпа (Никонорова) Иван Никоноровран – чечек çыххисем. Вĕсем пĕртăванĕсен пархатарлă вулаканĕсем иккен. Малашне хăйсем те сăвăсем хайласа пăхма сăмах пачĕç.
– Ăçта Никоноровсем – унта яланах уяв пулнă. Пултăр та, – терĕ Нина Еграшкина Аннăпа Татьянăна телей, сывлăх, ăнăçу, мир сунса. – Хăвăр хутшăнакан пур мероприятие те юррăрсăввăрпа илем, савăнăç кÿретĕр.
Сирĕн пек хастарсем пулнипе чăваш культури аталанать те, ачасем тăван сăмаха илтсе ÿсеççĕ, асанне-кукамай чĕлхипе вулаççĕ. Эпир те ырă çутă кăмăллă ентешсем, хаклă тăвансем патне туртăнатпăр. Ăçта ăшă – унта яланах савăнăç, телей.
УОЧНКА тата хăй ятĕнчен пултаруллă пĕртăвансене Петр Петров саламларĕ. Хăтлав çÿллĕ шайра иртрĕ. Хаклă хăнасемпе – «Туслăх» юрă ушкăнĕпе – вырăнти «Палнай», «Илем», «Сăрнай» ансамбль солисчĕсем те туслăх кăшăлне тăрса илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç.
Алена СЕЛИВАНОВА.
Ульяновск хули.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Your Wishlist : Locations
Welcome to TownHub.