Çимелли – пĕр çăкăр пĕрчи те пулин – тупасси пĕчĕкскерсемшĕн тертлĕ пулнине ăнланса хамăрăн 4-мĕш класпа хĕл пуçламăшĕнчех сырăш (кормушка) турăмăр. Унтан кашни кунах дежурство йĕркелесе кайăксене çитерес ĕçе тимлерĕмĕр.
Эпĕ арпуспа кавăн вăрри, хĕвелçаврăнăш тĕшши илсе килтĕм. Кăсăясем, çерçисем еплерех юратса çиеççĕ тутлăскерсене.
Хĕл варринче йывăçран тепĕр сырăш туса çакрăмăр. Ачасен çемйи те çак ырă ĕçе явăçни хавхалантарчĕ.
Вăл хатĕр те!
Пирĕн класс ачисене курсанах çунатлă тусăмăрсем капăрланса сырăша вырнаçтарнă йывăç патне вĕçсе килеççĕ. Çуркунне пире тав туса илемлĕ юррисемпе савăнтарасшăн. Эпир те вĕсем пекех урамра ăшăтасса кĕтетпĕр.
Алексия.
Чăнлă районĕ, Кивĕ Улхаш шкулĕ.

Your Wishlist : Locations
Welcome to TownHub.