Вĕрентет, юрлать, тĕрлет

12 февраля 2022 09:00

Скугареевкăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта «Чувашский фолькор» кружок ертсе пыракан Людмила Иванова Тереньга районĕнчи учительсен «Çулталăк вĕрентекенĕ - 2022» конкурсĕнче призерсен шутне кĕнĕ.

Людмила Петровна – пуçламăш классен вĕрентекенĕ. Куконкурса хутшăнма ăна тăван шкул дирекцийĕ, юратнă коллективĕ сĕннĕ. Илĕртÿллĕ те вăр-вар чăваш хĕрарăмĕ, пултаруллă ал ăсти уçă урока пуçламăш класс ачисемпе мар, чăваш яш-кĕрĕмĕпе йĕркелеме шутланă. Темине тăван халăх  культурипе, чăваш халăх сăмахлăхĕпе суйласа илнĕ.
– Шел, хальхи вăхăтпа шайлашса тăракан информаци технологийĕсен саманинче интернет чăхăмлани мана 2-мĕш вырăнтан 3-мĕшне антарчĕ.
Çавăнпа та киле панă ĕçе, хатĕр материала туллин уçса параймарăм, – учитель пуплевĕнче тарăху туйăмĕ палăрчĕ.
– Апла пулсан та чăвашăн ытарайми культурипе, шутсăр пуян фольклорĕпе паллаштаракан урок пурне те килĕшнĕн туйăнчĕ.
Вунă ытла вĕрентекентен 3-мĕш вырăна тухни хăех Люд мила Ивановăн ĕçне комисси пысăк хакланине пĕлтерет-çке. Урокра вăл курăмлăх хатĕрĕсемпе, чăваш сăмахĕсемпе, куçарупа нумай усă курнă, курава хăй аллипе çыхнă, çĕленĕ, тĕрленĕ япаласене тăратнă. Ачасен тĕрлĕ енлĕ ыйтăвĕсене жюри пайташĕсене те интереслентерсе ярса хуравланă.
3-мĕш пусăмлă диплома тата укçан премие тивĕçнĕ ентешĕмĕр 1967 çулхи çĕртмен 5-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи (ЧР) Вăрăмхăва ялĕнче çуралнă, тăван ял шкулне пĕтернĕ хыççăн Теччĕри (ТР) педагогика училищинчен вĕренсе тухнă. Ульяновск облаçне куçса килсе çак пархатарлă ĕçе илсе пыма пуçланăранпа кăçал 35 çул çитнĕ.
– Скугареевкăна эпир мăшăрпа, Юрий Петрович Ивановпа, килтĕмĕр. Вăл туйччен кунти ятарлă вăтам пĕлÿ паракан вĕренÿ учрежденине водителе вырнаçнă пулнă.
Пĕрремĕш кунранах ку тăрăха юратрăм. Çут çанталăк илемĕ тыткăнланипех 35 çул пурăнатăп Подкуровка ялĕнче. Шел, çулташăн пурнăç çулĕ кĕске пулчĕ – 2 хĕрпе 1 ывăла кун çути парнеленĕ упăшка усал чире пула пурнăçран ир уй- рăлчĕ. Паян манăн, çамрăк кукамайăн, 3 мăнук, малашне асанне пулма ĕмĕтленетĕп.
Аннепе аттене, Нина Афанасьевнăпа Петр Васильевич Носовсене, чĕререн тав тăвас килет. Пĕртен-пĕр хĕрне пĕрлешсен 12 çултан çуратма пултарайнăшăн кăна мар, ĕçе çыпăçма, çынсене хисеплеме, юратма, ăшă кăмăл-туйăмлă пулма вĕрентнĕшĕн. Хам пĕччен ÿснипе çамрăкран нумай ачаллă анне пулма тĕв туса хунăччĕ. Тĕллев патне çывхартăм эпĕ. Шкулта ачасемпе йăпанатăп, коллектив питĕ туслă пирĕн.
Людмила Ивановăн кăçал юбилейсен çулĕ. Шăп 10 çул каялла вăл облаçри чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен чи лайăх учитель ятне илнĕ. Ятпа пĕрлех пысăк парнене тивĕçнĕ – хăйнеевĕр çулçÿрев.
Конкурсра мала тухнă тутар, мордва, вырăс учителĕсемпе тата облаçри шкулсен директорĕсемпе тĕрлĕ конкурс призерĕсемпе пĕрле Германире пулнă. Çак тĕлĕнмелле 10 куна Людмила Петровна халĕ те лăпкăн аса илме пултараймасть. Экскурси-паллашусем чун-чĕринче ĕмĕрлĕхех юлнă.
Апла пулин те тăван регионне, Тереньга районне хĕрарăм нихăçан та нимĕнле ют çĕршывпа та улăштарма килĕшмен пулĕччĕ. Кунти шăнкăр-шăнкăр çăлкуçсенчен, куç тулли уйхирпе ытарайми вăрмансенчен вăл вăй илет, чăвашсемпе таччăн хутшăнать.
3-мĕш класс учителĕ, «Чувашский фольклор» кружок ертÿçи юрлама юратать. Акă 4 çул вăл Подкуровка Культура çуртĕнче йĕркеленĕ «Шăпчăксем» ансамбле (пултарулăх ертÿçи – Валентина Лукьянова) çÿрет. Кунта репетицисене килекен хĕр-тантăшĕсен туслăхне вăл нимĕнле мулпа та улăштарас çук. «Пулăшу аллине тăсакан пулсан хирĕçлемен пулăттăмăр, пирĕн коллективăн концерт кĕпи-тумĕ çук.
УОЧНКАн Тереньга районĕнчи уйрăмĕ районти чăваш шăпчăкĕсем çине питпе çаврăнсан питех те кăмăллă пулăттăмăр.
Уявсене, тĕрлĕ мероприятисене тухса çÿреме хирĕç мар эпир. Чун юрлать, хамăрăн та юрлас, çанă тавăрса ĕçлес, конкурс-фестивальсене хутшăнас килет», – терĕ Людмила Петровна шанăçне çухатманнине пĕлтерсе.

Алена СЕЛИВАНОВА.
Тереньга районĕ.
Архиври сăнÿкерчĕк.


Фото

Location for : Listing Title