Вĕсем çĕнтерĕве туптанă

07 мая 2021 09:00

Ман алăра курайманлăхпа, шанчăкпа, юратупа, кăмăл çирĕплĕхĕпе тулнă аса илÿсен пуххи. Шурă хулăн папкăна тирпейлĕн вырнаçтарнă çырусен авторĕсем – Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхаш çыннисем: Аслă вăрçă ветеранĕсем, фронтовиксен тăлăх арăмĕсем, тыл ĕçченĕсем, вăрçă ачисем. Вĕсене аса илÿсене хут çине шăрçалама педагогика ĕçĕн ветеранĕ, паллă таврапĕлÿçĕ, ялти шкул музейне йĕркеленĕ, вырăнти çар парк комплексне уçнă çĕре хутшăннă чи хастар чăвашсенчен пĕри Николай Кадебин ыйтнă. Учитель кашни патне аслă класс ачисене ярса халăх асĕнче ĕмĕрлĕхе юлмалли аса илÿсем çыртарса илтернĕ. Николай Константиновичăн Кивĕ Улхаш историне тĕпченĕ çĕрти тÿпи виçесĕр пысăк. «Кивĕ Улхаш» ятпа сумлă этнографипе историллĕ кĕнеке кăларнă çеç
мар юратнă паллă таврапĕлÿçĕ – тăрăхра тĕрлĕ тапхăрта çĕнтерÿшĕн, тăнăçлăхшăн, кайран тăван çĕршыва ишĕлчĕксенчен çĕкленĕ çĕрте вăйне-халне шеллемесĕр çичĕ хут тар тăкнă кашни ентешĕ ячĕпе çыруллă палăк лартнă. сăваплă ĕçе хутшăннă йăхташăмăрсене тав туса «Канаш» хаçат çак çырусене вулакан патне пайăнпайăн çитерме тăрăшĕ.

Мария Анисимовна Патькова (Кирюшина):

– 1941 çулхи çĕртмен 22-мĕшĕ пирĕн район центрĕнче çулсеренхи питĕ пысăк уяв Бега пыратчĕ. Мĕнпур халăх уявра савăннă: юрăсем юрланă, сăвă каланă, ташланă. Сасартăк сцена çинчен совет çĕршывне нимĕç фашисчĕсем сĕмсĕррĕн тапăнса кĕнине пĕлтерчĕç.
Пĕр хушă çынсем сăмах чĕнейми пулса тăчĕç, унталла-кунталла хускалма, хĕрарăмсем йĕме пуçларĕç.
Çамрăк арçынсене тÿрех Аслă вăрçа ăсатма хатĕрлеме тытăннине пĕлтĕмĕр. Фронта каймалли ентешсен шутĕнче хĕрарăмсем те пурччĕ.
Çакăнтан пуçласа Кивĕ Улхаш ялĕшĕн, пĕтĕмĕшле совет çĕршывĕшĕн, питĕ йывăр тапхăр пуçланчĕ. Нумай та кĕттермесĕр яла çухатусем çинчен хыпарлакан виç кĕтеслĕ çырусем килме пуçларĕç. Кашни килтех
амăшĕсен чуна пырса тивекен сассисем – чунĕ кÿтсе çитиччен йĕни – илтĕнме пуçларĕ.
Аслă вăрçа çулланнă арçынсене те илсе кайма тытăнчĕç. Ялта тĕпрен илсен ватă мучисем, хĕрарăмсем, ачасем тăрса юлчĕç.
Çапла майпа ялти мĕнпур йывăр ĕç вĕсен черченкĕ хулпуççийĕсем çине тиеннĕ. Ялйыш ывăннине пĕлмесĕр-туймасăр ĕçленĕ – хăйсен вăй-халĕпе, чăтăмлăхĕпе Аслă Çĕнтерĕве çывхартнă.
Кĕçех пур çĕрте те халăха выçлăх «çулма» пуçларĕ. Унашкал хуйхă, нуша Кивĕ Улхаш ялне те килсе çитрĕ. Лашасем симĕс апат пулманран кая-кая ÿкме, тăнне çухатма тытăнчĕç.
Выçăпа аптранă çынсем вилнĕ выльăх какайне çиессинчен те пăрăнмарĕç. Курăкран пашалу, яшка пĕçерсе çини йывăрлăха çĕнме пулăшрĕ. Çуртсене хутма май çуккипе шăнса вилнĕ тĕслĕхсем те пулкаларĕç. Ытла та
синкерлĕ тапхăр витĕр тухрăмăр – вутă çуккипе масар çинчи хĕрессене хуçса вутă валли илсе кайни те пулкаланă.
Тинех Аслă вăрçă хыçа юлнине, кĕçех пирĕн çĕнтерÿçĕ-салтаксем киле таврăнма тытăнасса пуçласа хирте илтрĕмĕр. Пире кĕреçепе хире чавма илсе тухнăччĕ. Савăнăçлă хыпара илтнĕ хĕрсем кĕреçесене пăрахса
пĕр-пĕрне ыталама, йĕме пуçларăмăр.
Тинех тăнăçлă пурнăç тытăнчĕ. Уй-хирсене талккăшпех тыр-пул акма пуçларĕç.
Юлия КАРСАКОВА çырса илнĕ.
2009 çул.

Любовь Федоровна СЮММА, 1927 çулхи

– Аслă Нагаткинăран таврăннă чухне çул çинче Аслă вăрçă пуçланни çинчен илтрĕмĕр. Пĕвене çăвăнма антăмăр.
Ароççа Валясен ашшĕне фронта кайма хут панине астăваттăм. Паян пĕрисем, ыран теприсем вăрçа кайса пычĕç. Аттене 1941 çулхи кĕркунне илсе кайрĕç.
Аслă вăрçă вăхăтĕнче пурăнма питĕ йывăрччĕ. Мана Орловкăра пурăнакан акка хăй патне илсе кайрĕ. Шкулта яшка пĕçерсе пурăнтăм. Каникул вăхăтĕнче киле килеттĕм.
Çуркунне акма тухаттăмăр. Пĕррехинче хайхи хамăр хĕрупраçсем сеялкăсем туртатпăр. Ĕçпе Аслă Нагаткинăран пĕр çын килчĕ те хĕрачасене турттарма юрамасть тесе пăрахтарчĕ. Тулашакан вăкăрпа вара тырă турттараттăмăр. Тантăшсемпе тата аккапа мишуксене аран-аран сĕтĕреттĕмĕр. Улăм турттарнă. Улăм урати çине хăпарма çăмăл марччĕ. Вăрлăх илме Унтăра çÿреттĕмĕр. Пĕр тырă лавĕпе икшерĕн çула тухнă, тăваттăн – икĕ лавпа. Пашалу пĕтсен пĕр вырăс арăмĕ хуратул пăтти пĕçерсе пачĕ. Кĕсел кивçен илнĕ.
Анне те сĕлĕрен пĕçерсе хуратчĕ. Аслă вăрçă чарăннине колхозăн тырă анине кĕреçепе чавнă чухне илтрĕмĕр. Çĕнĕ, тем пек кĕтнĕ хыпара хамăрăн Лидя килсе каларĕ. Хĕрсемпе хĕпĕртерĕмĕр – ĕçлеме пăрахсах киле таврăнтăмăр. Камăн ашшĕ вилнĕ (хут килнисем) – çавсем йĕретпĕр.
Аслă вăрçă хыççăн та пурнăç питĕ йывăрччĕ. Çимелли çук. Выçăпа вилнисем те сахал мар пулнă ялта. 1948 çулта тырă аван пулчĕ – выçлăх пĕтрĕ.
Валентина КАДЕБИНА учитель çырса илнĕ.


Клавдия Александровна Мулянова, 1931 çулхи:

– Мĕнпур совет халăхĕ Аслă вăрçă тытăнни çинчен калаçма пуçланă вăхăтра эпĕ Орловкăра мăнакка патĕнче пурăнаттăм.
Темиçе кунтан пĕр каçхине эпĕ урамра салтак юрри илтĕннипе вăранса кайрăм. Пÿрт алăкĕ уçăлчĕ те – пÿлĕме атте кĕрсе тăчĕ. Вăл фронта кайма çула тухнă иккен. Хурлăхлă юрă юрлакансем – аттепе ентешĕсене Аслă
вăрçа ăсатакансем, юлташĕсем, тăванĕсем.
Мана Орловкăран тухиччен пĕрле лартса кайрĕç. Урапа çинчен антарсан вара эпĕ аттесем курăнми пуличчен чупрăм. Хам йĕретĕп. Паян та куççульсĕр аса илейместĕп çак уйрăлăва.
Çапла хăрушă хаяр вăрçă тытăннă вăхăтра эпĕ, 10 çулти хĕрача, ял шкулĕнче 2-мĕш класра вĕренеттĕм. Пире Петр Иванович Ярускин вĕрентетчĕ. Анчах та ăна çар комиссариатĕнче фронта кайма повестка панă. Çапăçу хирĕнче аллине вăйлă амантсан Петр Ивановича яла килне янăччĕ. Анчах та сывалсан юратнă вĕрентекене татах фронта илсе кайрĕç.
4-мĕш класра пире Василиса Дмитриевна Топтыгина вĕрентрĕ. Вăл ĕçлеме пуçласан пĕтĕм ял ачисене пĕрле вĕрентрĕç. Эпĕ питĕ аван паллăсемпе çеç вĕреннĕ, «пиллĕксем» çеç илнĕ. 4-мĕш класс хыççăн урăх шкула
каяйман – пурнăç питĕ йывăр пулнă. Çулла аслисемпе вир çумлама çÿрерĕмĕр.
Ваттисем кĕлте çыхнă, ачасем кĕреплепе пуçтарса пынă. Пире пăрçа та çăлтаратчĕç.
Пÿрт хутса ăшăтма, каланка хутса апат пĕçерсе çиме хирти акăнман анасем çинчен типнĕ эрĕм курăкне тата çатăркасем урапапа турттараттăмăр. Çапла нуша курса ÿснĕ Аслă вăрçă вăхăтĕнче ачасем. Тăшмана Германие
çити хăваласа кайнă хыççăн та пурнăç çăмăл пулман. Аслă Çĕнтерÿпе, мĕнле кĕтсен те, пуртех таврăнайман килĕсене. Кайнисенчен çурри ытла çапăçу хирĕнче выртса юлнă. Совет халăхĕн ĕçченлĕхĕ, туслăхĕ, вăй-хăвачĕ
юхăннă çĕршыва кĕске вăхăт хушшинчех ура çине тăратма пулăшнă.
Мăнукĕ Татьяна ТРУКОВА çырса илнĕ.
2010 çул.

Фото

Location for : Listing Title