Валентина Тараватăн çĕнĕ кĕнеки "Асанне патне хăнана чĕнет"

06 августа 2021 11:24

Валентина Тараватăн çĕнĕ кĕнеки асанне патне хăнана чĕнет

Çуллана ачасем уйрăмах чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, ун чухне чи вăрăм каникул-çке. Эх, шел, ача садне çÿрекенсен вара вăл ашшĕ-амăшĕн отпускĕ чухлĕ çеç пулать. Çапах çав вăхăта та усăллă, интереслĕ ирттерме пулать.

Валентина Тараватăн çĕнĕ кĕнекинчи тĕп сăнар – Сашук – хулара пурăнать, ашшĕ отпуска тухсан унпа пĕрле яла, юратнă аслашшĕпе асламăшĕ патне, хăнана килет. Çакăнтан пуçланать те хайлав. «Асанне патĕнче хăнара. В гостях у бабушки» çĕнĕ кăларăм нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухрĕ. /нерçи – Светлана Бритвина, редакторĕ – Ольга Федорова. Кĕнекене икĕ чĕлхепе – вырăсла тата чăвашла – хатĕрленĕ.

Кашни килмессерен тĕлĕнмелли тупăнать арçын ача валли, хальхинче те чылай çĕннине пĕлет тата вĕренет вăл. Килĕшет ăна ялта% «Асаннен пÿрчĕ аякранах курăнать. Вăл хĕрлĕ тутăр çыхнă пекех. Питĕ илемлĕ. Унăн «тутăрĕ» паян тата хĕрлĕрех пек туйăнчĕ, çĕнĕ тейĕн».

Сашука ялта кĕтекен нумай иккен, кунта унăн Мишшапа Трезор тусĕсем пурăнаççĕ, вĕсем те хулари юлташне курма хавас% «Ак пире хирĕç асаннесен йытти вирхĕнсе килни курăнчĕ. Савăнăçлă хăй. Çитрĕ те ман çине сикме тытăнчĕ», «Акă çулпа Мишша сиккелесе килни курăнчĕ. Аллипе сулать хăй, савăнса кулать».

Ялта Сашукăн тунсăхлама пĕрре те вăхăт çук% вăл уй-хирпе паллашать, «çăкăр мĕнле ÿснине те, сахăр мĕнрен тунине те» хăй куçĕпе курать. Унтан вăрманта кĕтмен çĕртен ахрăмпа «тĕл пулать» – хулара ун пеккине ăçтан илтĕн; Мишшапа иккĕшне тата тепĕр тĕлĕнтермĕш кĕтет – юлташĕн пÿрчĕ пуçхĕрлĕ тăрать! Мĕн пулнă-ши ăна – вăрттăнлăхне кĕнеке уçса парать.

Сашук асламăшне пулăшма ÿркенмест, Чăпарккка чĕпписене пăхма та хатĕр. Сисĕнмесĕрех тĕп сăнарăн киле кайма вăхăт çитет: «...Халь ман пĕртте кулас килмест. Мишша та салхуччĕ. Аван юлташ çав вăл, пуçтахрах пулин те. Иртет-ха ку...» Сашук ирех çула тухать пулин те, ăна ăсатма пурте тухнă% Трезор та салху, Мишша та ыйхăллă куçне сăтăркалать, хĕлĕн-çăвĕн кив çăматăпа çÿрекен Антун мучи те пур. Куççуль тухмасăр ăçтан пултăр-ха, Сашукăн пĕрре те уйрăлас килмест вĕсенчен. Анчах ачан каймаллах, кĕркунне вăл шкула çÿреме пуçлĕ.

Кĕске те тарăн шухăшлă калавсем хăвăрт вуланаççĕ, илемлĕ ÿкерчĕксем вĕсене чĕрĕлĕх кĕртеççĕ. Калавсемпе паллашнă хыççăн тÿрех кĕнекене хупма васкамалла мар-ха, кăларăм вĕçĕнче ачасене хаваслă ĕç кĕтет. Чăвашла вĕренекенсемшĕн уйрăмах кăсăклă пулмалла вăл.

Любовь ЛЕВАЦКАЯ.

Фото

Location for : Listing Title