Валери Туркайăн çĕнĕ кĕнеки. Хальхинче – вырăсла

31 марта 2021 12:33

Чăваш поэчĕн сăввисене вырăсла куçаракансен йышĕнче паллă та сумлă сăвăçсем: Аристарх Дмитриев, Виктор Овчаров, Анатолий Смолин, Владимир Грибанов, Рита Кириллова (пурте Чăваш Енрен), Юрий Щербаков (Аçтăрхан), Сергей Бирюковпа Евгений Степанов (иккĕшĕ те Тамбовран), Николай Михин (Санкт-Петербург), Анастасия Ермаковăпа Анатолий Парщиков (иккĕшĕ те Мускавран).
Кĕнеке тиражĕ – 500 экземпляр. Унăн хуплашкине Раççей художникĕсен союзĕн пайташĕ Сусанна Григорян ÿкернĕ «Валери Туркай. Чăваш халăх поэчĕ» портрет илем кÿрет.
«Навсегда я выбрал этот путь» кĕнекене вулакан патне çитерме Комсомольски районĕнчи Тукайра çуралса ÿснĕ паллă предприниматель тата меценат Геннадий Шурбин укçа-тенкĕпе пулăшнă.

Фото

Location for : Listing Title