«Ватта сывлăх сунма пĕлччĕр», – теççĕ

04 октября 2021 08:57

Ял хĕрарăмĕ ĕлĕкрен ĕçченлĕхĕпе тата сапăрлăхĕпе палăрса тăнă. Унăн черчен хулпуççийĕ çинче – кил-çурчĕ те, çемйи те, ял хуçалăхĕнчи йывăр ĕçĕ те.
Пур çĕре те ĕлкĕрет пулсан та хăйне мухтасса кĕтмест вăл, пысăк наградăсем кĕтмест. Хăй пĕлнĕ пек пурăнать, туслă çемйине, мăшăрне юратать, ачасем ÿстерет, ылтăн аллипе тем те пĕр ăсталать, хăнăхнă ĕçне ытараймасть. Юратнă хаçат страницинче çакăн пек ÿркенме пĕлмен пултаруллă чăваш хĕрарăмĕ çинчен каласа парас килет. Тивĕçлĕ канури Лидия Узикова (Белова) юпан 1-мĕшĕнче 70 çул тултарать. 
Лидия Павловна чунĕпе те, чĕрипе те ял хĕрарăмĕ. Кивĕ Улхашра хресчен çемйинче çуралнă. Килте пĕр харăс 5 ача çитĕннĕ. 1974 çулта Клин поселокне Петр Маркелович Узикова качча пынă. 47 çул пĕрле вĕсем. 
– Юнашар шанчăклă мăшăр пулни ÿсме, аталанма пулăшать, хама яланах канăçлă, телейлĕ туйма май парать, – тет Лидия Павловна. – Пурнăç хăй еккипе пырать. 3 ача çуратса ÿстертĕмĕр, аслă çул çине кăлартăмăр. Аслĕ хĕр Людмила юнашарах Орловкăра пурăнать, Татьяна – Клинта, ывăл Павел – Ульяновскра. Ачасем маттур. Петр Маркеловичпа иксĕмĕр те çынна юрăхлă çынсем пулса çитĕнччĕр тесе нумай тăрăшрăмăр. Тăрăшни мĕнĕ – пĕчĕкрен ĕçе вĕрентрĕмĕр, ватта сывлăх сунма тата хисеплеме, çамрăка алă пама пĕлмелле теттĕмĕр. Паян 7 мăнук пире хăйсен çитĕнĕвĕсемпе, ырă кăмăлĕпе, тимлĕхĕпе савăнтараççĕ. Мухтанатпăр вĕсемпе.
Çимĕçне кура тухăçĕ. Йĕркелĕхпе тата ăш-пиллĕхпе палăрса тăракан ачисем ашшĕ-амăшне хывнă. 
Лидия Павловна – ĕç ветеранĕ: 35 çул выльăх чĕрлĕх ĕрчетнĕ çĕрте вăй хунă, «Рассвет» хуçалăхра малтан пăру пăхаканта, унта дояркăра ырми-канми тăрăшнă. Унăн çăмăл мар ĕçне патшалăх пысăк наградăсем (ял хуçалăх министерствин Тав çырăвĕсемпе Хисеп хучĕсем, облаçпа район Тавĕсем) парса чысланă. 
Паян пенсире хастар. Ял хĕрарăмĕ канма пĕлет-им? Савнă упăшкипе иккĕшĕ пысăк хуçалăх тытаççĕ. «Выльăхсем усрамасăр епле-ха? Ик алла – пĕр ĕç. Хускалмасăр çын чирлет. Ачасем те килсех тăраççĕ», – теççĕ. Çăвĕпе пахчара, садра кăштăртатаççĕ. 
Хăнасене тарават кил хуçи арăмĕ. Çăкăр та хăех пĕçерет. Лидя аппан кукăлĕсене çисе тăранма çук. 
Лидия Павловна çине пăхса вăл еплерех уçă кăмăллă, ăшă чунлă, тарават хĕрарăм пулнине ăнланатăн. Ан тив вăл хулара пурăнса театр, музейсем тăрăх çÿреме ерçеймест, ытларах упăшкипе пĕрле ялта кил хуçалăхĕнче кăштăртатать – çапах та хăйне çĕр çинчи чи телейлĕ çын тесе шутлать. 

Валентина МЕРЛУШКИНА, 
Орловка ялĕн библиотекарĕ.
Чăнлă районĕ.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.



Фото

Location for : Listing Title