Виçĕ çĕнтерÿçĕ

19 марта 2021 07:06

Конкурса Ульяновск район администрацийĕ, районти вĕрентÿ управленийĕ, Ишевкери ача-пăча пултарулăх çурчĕ йĕркеленĕ. Хăнасене Салмановкăри вăтам шкул кĕтсе илчĕ.
Илемлĕх конкурсне хутшăнакан хĕрачасене виçĕ çул ÿсĕмне пайланă: 5-8, 9-11,12-16 çулхисем.
Палăртса хăвармалла, Ульяновск районĕнче «Сарпике» конкурс кашни çул иртет. Ăна йĕркелекенĕ – Ишевкери ача-пăча пултарулăх çурчĕн директорĕн çумĕ тата методисчĕ Валентина Прохорова. Конкурсăн çĕнтерÿçисем облаçри «Сарпике», «Путене», «Пĕчĕк çăлтăр» ăмăртусене хутшăнма ирĕк илеççĕ.
Кăçал тупăшура вунă хĕрача хăйĕн вăйне виçсе пăхрĕ: аслисем хушшинче – Аня Портнова (9-мĕш класс, Симĕс Раща), Снежана Гладкова (8-мĕш класс, Вышки), Екатерина Искендерова (7-мĕш класс, Бирючевка), Варвара Жесткова (6-мĕш класс, Теччĕ), Дарья Григорьева (8-мĕш класс, Унтăр лицейĕ); вăтаммисем – Ангелина Крохмалева (4-мĕш класс, Унтăр лицей), Екатерина Потапова (3-мĕш класс, Теччĕ), кĕçĕннисем – Анна Мутина (1-мĕш класс, Унтăр лицейĕ), Анна Запольских (1-мĕш класс, Унтăр лицейĕ), Есения Степанова (6 çул, Салмановка).
Хĕрачасем виçĕ тĕрĕслев витĕр тухрĕç. Чи малтан хăйсен юрлас тата сăвă калас пултарулăхне кăтартрĕç. Пурте тăрăшса хатĕрленнĕ. Ытларахăшĕ юрă шăрантарчĕ. Бирючевка хĕрачи Екатерина Искендерова вара Петĕр Хусанкайăн «Эпир пулнă, пур, пулатпăр» сăввине вĕренсе килнĕ.
Иккĕмĕш ăмăрту чăвашла мĕнле пĕлнипе çыхăннă. Чи пĕчĕккисемпе вăтаммисем алăпа тытса чÿлмекри хутаçра мĕнле кĕрпе пулнине пĕлмеллеччĕ, унăн вырăсла тата чăвашла ятне каламаллаччĕ. Шел, ку ĕçе пурте пурнăçлаймарĕç. Пĕлменнипе мар, хутаçри кĕрпене уйăрса илейменнипе. Аслисем вара И.Я. Яковлев пурнăçĕпе тата ĕç-хĕлĕпе çыхăннă ыйтусене хуравларĕç.
Килти ĕç – чăваш апат-çимĕçне пĕçерсе килесси – виççĕмĕш тĕрĕслев пулчĕ. Паллах, ăна пурте питĕ лайăх хатĕрленсе килнĕ. Ульяновск районĕсем ытларах хуплу пĕçерме юратаççĕ иккен.
Жюри пайташĕсем – облаçри вĕренÿ аталанăвĕн институчĕн чăваш шкулĕсемпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ Владимир Грузин, Наци культурисен центрĕнчи нацисен культурисене çĕнетсе аталантаракан центрăн чăваш пайĕн заведующийĕ Ираида Гаврилова, облаçри чăвашсен «Канаш» хаçачĕн тĕп редакторĕ Елена Мустаева – ачасене тĕрĕс хак пама тăрăшрĕç.
Аслисем хушшинче çĕнтерсе чи маттур тата пултаруллă «Сарпике» ята Анна Портнова тивĕçрĕ. Чăваш çăлтăрĕ – Екатерина Потапова (вăтаммисем), «Пĕчĕк çăлтăр» (кĕçĕннисем) Есения Степанова пулса тăчĕç. Облаçри конкурса кайма пĕри тивĕçрĕ – Есения Степанова.
Çĕнтерÿçĕ-чиперккесен умне илемлĕ хăю çакса ячĕç. Çак тивĕçе районти вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Евгений Ерахтин тата Владимир Грузин пурнăçларĕç. Вĕсем конкурсанткăсене пурне те çакăн пек тăрăшса хатĕрленнĕшĕн тав турĕç, пурнăçра ырă çул сунчĕç, çаплах хаклă парнесемпе хавхалантарчĕç.
«Канаш» хаçат редакцийĕ ятĕнчен конкурса хутшăннă кашни чиперука «Атăл юрри» альманах тата «Симбик» журнал парне пулчĕ.

Елена ТРОЯНСКАЯ.
Автор сăнÿкерчĕкĕсем.

Фото

Location for : Listing Title