Ял-йышне тав тăвать

15 марта 2023 10:00

Орловка поселокĕнче аслă ăру çыннисем пурри – савăнăç.
Вĕсем çамрăксем хушшинче пурнăçа юратнипе, ырă çĕкленÿллĕ кăмăлĕпе уйрăлса тăраççĕ. Ватăсен хастарлăхĕ çине пăхса ытарма çук. Çакăн пек илемлĕ чунлă хĕрарăмсенчен пĕри – Антонина Эндюськина (Чебакова). Антонина Ивановна нарăсăн 23-мĕшĕнче 90 çул тултарчĕ.
Вăл Пухтел (халĕ Чăнлă) районĕнчи Орловка поселокĕнче Мария Алексеевнăпа Иван Васильевич Чебаковсен çемйинче çут тĕнчене килнĕ. Çăмăл мар хресчен ĕçĕпе çичĕ ачине тăрантарма тăрăшнă.
Антонина Ивановнăна хăйĕн вăрăм ĕмĕрĕнче темĕн те курма тÿр килнĕ: савăнăçне те, хуйхине те, тунсăхне те, тимлĕхне те. Иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче çуралнă çынсем нумай йывăрлăх витĕр тухнă. 30-мĕш çулсенче Чебаковсен çемйине репрессиленĕ. Кил-йыша Удмуртири Воткинск хулине ссылкăна яраççĕ. Çавăнтах вĕсем Аслă вăрçа кĕтсе илеççĕ.
Орловкăна çемье Аслă Çĕнтерÿ хыççăн таврăнать. Антонина Чебакова тăван тăрăхĕнче хăйĕн шăпине тĕл пулать. Пике Григорий Владимирович Эндюськина качча каять. Туслă та юратуллă килйышра ултă ача çуралать. Паян вĕсен вунă мăнук, ултă кĕçĕн мăнук. Мăшăрĕ Григорий Эндюськин чирлесе вăхăтсăр çĕре кĕнĕ.
Антонина Ивановнăна Улхаш ял тăрăхĕнче пурте Нина аппа тесе чĕнеççĕ. Паян вăл Виктор ятлă ывăлĕн çемйипе пурăнать. Виктор Григорьевич Баратаевкăри аэропортăн пушар хуралĕнче тăрăшать. Кинĕ Наталья питĕ хисеплет пăянамăшне. Тăван амăшĕ пек пăхать ăна. Икĕ хĕрарăм тахçанах пĕр чĕлхе тупнă. Ватти питĕ кăмăллă ывăлĕн мăшăрĕпе. Ачисем, Нина аппан мăнукĕсем, асламăшне питĕ хытă юратаççĕ. Виктория Чăваш патшалăх университечĕн студентки. Иван Кĕçĕн Нагаткин шкулĕнче вĕренет. 10-мĕш класс ачи вăл.
Антонина Ивановна пурнăç тăршшĕпех вырăнти фельдшерпа акушер пунктĕнче санитаркăра вăй хунă. Чăваш хĕрарăмĕн ĕç кĕнекинче пĕртенпĕр йĕрке: «1954 çултан пуçласа 1995 çулччен Орловкăри ФАПра тăрăшнă», – тенĕ унта.
Питĕ нумай ырă сăмах Антонина Эндюськина хăйĕн ĕçтешĕ – ФАП заведующийĕ Галина Григорьевна Узикова – çинчен калать. Пĕрлехи сăваплă тивĕçсем, ырă тунисем çинчен аса илмелли нумай Орловка мухтавĕн.
Нина аппа питĕ ĕçчен асанне тата кукамай, мăн асанне тата мăн кукамай. Вăл мăнукĕсене мĕн пĕчĕкрен ÿркенменлĕхпе тăрăшулăха вĕрентет. «Çынсен ырă кăмăллă, сатур пулмалла. Пултарулăхне Турă кашни ĕçчен ачанах кирлĕ таран валеçсе парать», – тет вăл.
Хĕрарăм тăхăр теçеткене çитнĕ пулин те халĕ те чăлха-нуски, салфеткăсем çыхать. Кашни тăванне хăй аллипе ăсталанă япаласем парнеленĕ темелле. Малашне ятарлă çар операцине иртекен, мобилизаципе кайнă салтаксем валли ăшă парнесем хатĕрлесшĕн.
Ачисем амăшне питĕ хаклаççĕ. Асли, Лидия, Çĕнĕ хулара пурăнать. Çакăнтах – Галина. Вăл – «Авиастар» специалисчĕ. Марина çемйипе Хусанта пурăнать, банкра вăй хурать.
– Нина аппапа мăнаçланатпăр эпир, Орловка çыннисем. Ăна тăхăрвунă çул çитнĕ ятпа чĕререн саламласа вăрăм ĕмĕр, сывлăх сунатпăр», – тет ырă кÿршĕ-аршă.


Валентина МЕРЛУШКИНА.
Чăнлă районĕ.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Фото

Location for : Listing Title