Яланах асра тытса

08 октября 2021 08:41

Вырсарникун Таккавар масарĕнче (Пăва районĕ, ТР) Валерий Федоров лартнă часавай уçăлнă.
Ăна çак тăрăхра çуралса ÿснĕ, паян Ульяновскра пурăнакан «Курс-Симбирск» обществăн тĕп инженерĕ çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлнă арăмĕн Маринăн ячĕпе лартнă.
– Мăшăр чирлесе вилсен ял масарĕнче пытарма ирĕк панăшăн ентешсене тăван ял çăвинче нумай хĕн-асап курнă çветтуй Марина ячĕпе хисепленекен часавай лартма сăмах патăм, – терĕ Валерий Андреевич. 

– Тăхăрьялсем ман шухăша ырласа йышăнчĕç. Май килнĕ таран пулăшма пулчĕç. Паян та акă чыслава ентешсем, тăвансем кÿршĕри 5 ялтан пыни савăнтарчĕ мана. Ульяновскран юлташсем килсе çитрĕç. Ку тăрăхран аякра – геологсен çемйинче – çут тĕнче курнă (тăван çĕршывĕ – Амур-çи-Комсомольск хули çывăхĕнчи Солнечный поселок) мăшăрăма хамăн тăван ялта пытарма шутларăмăр. Çак часавай эпĕ ачасен амăшне Марина Борисовнăна питĕ юратнине, хисепленине, яланах асра тытнине, таккаварсене тав тунине пĕлтерекен утăм пултăр.
Часавая Валерий Федоров хăйĕн проекчĕ тăрăх ăсталанă, куполне те хăйĕн ылтăн аллипех тунă. Кирпĕч хуракансем Альшихрен килсе пулăшни хавхалантарнă арçынна. Тăванĕсем, юлташĕсем пĕрле чăмăртанса
Валерий Андреевичпа пĕрле унăн ĕмĕт-тĕллевне пурнăçа кĕртме тăрăшнă.
– Турăшсем вырнаçтарнă кĕлĕ çуртне паян молебенсем вулама, кĕлĕ тума çÿреме пуçлама май пурришĕн савăнтăмăр, – тенĕ Таккавар ял çыннисем.

Елена Селиванова
Н. Еграшкина сăнÿкерчĕкĕ.

Фото

Location for : Listing Title